Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата саккун
20 Июнӗн , 15:05

Халăх сиплевçисем «Çĕр чăмăрĕн вăйĕ» фестивале пуçтарăнĕç

Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Гафури районĕнче «Ер кото – Сила Земли» республика шайĕнчи халăх сиплевçисен этнокультурăллă фольклор фестивалĕ иртĕ.

Халăх сиплевçисем «Çĕр чăмăрĕн вăйĕ» фестивале пуçтарăнĕç
Халăх сиплевçисем «Çĕр чăмăрĕн вăйĕ» фестивале пуçтарăнĕç

- Фестивале малтанах халăх йăли-йĕркисене сыхласа хăварас, пĕлтерĕшне, ăс-хакăл хаклăхне ÿстерес тесе йĕркелерĕмĕр. Халĕ тематики анлă.  Иккĕмĕш çул ятарлă çар операцине хутшăннисене, ветерансене, вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе йĕркелетпĕр.  Пуян программа хатĕрлерĕмĕр. Кашни хăйне кирлине, кăсăклантараканнине тупма тивĕç, -  каласа панă йĕркелÿçĕсенчен пĕри ПР Патшалăх Пухăвĕн -Курултайĕн депутачĕ  – Раççей ПР Халăхсен ассамблейин тата Пушкăрт хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн  председателĕ Гульнур Кульсарина.

Иртнĕ çул фестиваль 100 халăх сиплевçине пухнă. Хутшăнакансен географийĕ çултан-çул анлăланать, кăçал сиплевçĕсем ытти регионсенчен те килсе çитĕç. Фестивале  сиплев ĕçне илсе пымалли тивĕçлĕ сертификатлă çынсене çеç явăçтарĕç.

Мероприятире мастер-классем, тренингсем иртĕç. Темăсем тĕрлĕрен: сиплев процедурисем, психологи техникисем, çемье хутшăнăвĕсене сыватасси, хĕрарăм халне çирĕплетесси. Ремесласен ярмăркки, мастер-классем, сиплĕ наци апачĕсемпе ĕçмеллисен, чир-чĕрпе усал-тĕселтен сыхлакан капăрлăхсен, сиплĕ курăксен куравĕпе суту-илÿ йĕркелĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: