Урал сасси
+20 °С
Облачно

Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле

Йывăр вăхăтра хамăр çĕршывпа тата халăхпа пĕрле пулни, пĕрлехи ĕçе хутшăнни, кирлĕ пулсан ăшă та çепĕç сăмахсемпе пулăшни – шăпах çакăнта Раççей çыннисен патриотизм туйăмĕ палăрать. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа çĕршывра пурăнакансем пĕр тĕвве чăмăртанчĕç, тĕрлĕ майпа паттăрсене пулăшаççĕ. Çав шутра - гуманитари тиевĕсем пуçтарни, ыркăмăллăх концерчĕсем ирттерни, ачасен аллисемпе çырнă пин-пин çыру, фронтран килнĕ салтаксемпе тĕлпулăсем йĕркелени.

Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрлеТăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле
Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле

СВО салтакĕсене пулăшу парас ĕçе Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакансем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Апрель уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен кашни кун вырăнти вулавăша пуçтарăнатпăр. Çак вăхăт хушшинче çар çыннисем валли тутлă курăк чейĕ тума хăнăхса çитрĕмĕр. Таврара ÿсекен сиплĕ курăксене (матрÿшке, сар çип ути, пĕтнĕк, Турă амăш курăкĕ тата ыттисем) лавккара сутакан инди чейĕпе тата сахăрпа хутăштарса 1000 пакет чей хатĕрлерĕмĕр.

Унсăр пуçне май уйăхĕнче Чуюнчă ял Канаш администраци пуçлăхĕ Сергей Никифоров ертсе пынипе Чуюнчă-Николаевка шкулĕнче сетка явмалли станок туса лартрĕç. Маскировка сечĕсем çыхма, блиндаж çуртисем тума кирлĕ хатĕрсене туянма ял халăхĕ укçа-тенкĕ пухрĕ. Çакăн хыççăн вара ĕçе пикентĕмĕр. Пысăк та ырă чĕреллĕ çынсем кĕске вăхăт хушшинче 3х6 метр виçеллĕ 10 маскировка сечĕ çыхрĕç, 100 ытла блиндаж çурти турĕç. Пухнă укçаран пĕтĕмĕшле 50 пин тенкĕ тăкакланчĕ. Уйрăмах пархатарлă та сăваплă ĕçре шкул коллективĕ пысăк хастарлăх кăтартрĕ. Вĕренÿ тапхăрĕ пынă май, вĕрентекенсем 8.30 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен ачасене вӗрентрĕç, унтан ҫӗрлехи 23.00-24.00 сехетчен сеткăсем ҫыхрĕç. Çавăн пекех культура ĕçченĕсемпе ялти сумлă ватăсем те хăйсен чун ăшшине шеллемесĕр тăрăшрĕç. Пурне те пысăк тав!

Паллах, ĕçĕн паха кăтартăвĕ пултаруллă ертÿçĕрен, унăн тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Чуюнчă ял Канашĕн администраци пуçлăхĕ, Давлекан районĕнчи чăвашсен Канашĕн пайташĕ Сергей Никифоров çакăн пек тĕлĕнмелле маттур çынсенчен пĕри шутланать. Хăй вăхăтĕнче Сергей Николаевич шкулта вĕрентекен пулса ĕçлерĕ. Вăл – ĕçчен, ăслă-тăнлă, ялшăн тăрăшакан хастар ертÿçĕ.

Ял çыннисем питĕматтур – вĕсем çак ырă ĕçе малалла та тăсĕç. Чуюнчă-Николаевка халăхĕ те Тăван çӗршыв йывăрлăхра чухне унпа пӗрле пулĕ.

Ирина ИЛЬИНА, Давлекан районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи.

Чуюнчă-Николаевка ялĕ.  

 

 

Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле
Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле
Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле
Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле
Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле
Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле
Тăван çĕршыв йывăрлăхра чухне эпир пĕрле
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас