Урал сасси
+21 °С
Ясно

Хальхи вăхăтри паттăр

Алексей Кутыев çитĕнекен ăрушăн паттăрлăхпа хастарлăх тĕслĕхĕ шутланать.

Хальхи вăхăтри паттăрХальхи вăхăтри паттăр
Хальхи вăхăтри паттăр

Алексей Пелепей хулинче 1998 çулта çуралнă, чăваш гимназийĕнче вĕреннĕ, автомеханик профессине алла илнĕ. 2018 çулта салтак аттине тăхăннă, Аякри Хĕвел тухăçĕнче автомобиль çарĕсенче хĕсметре тăнă.

Пурнăçне çарпа çыхăнтарма шут тытнă Алексей хĕсметрен таврăнсан контракт алă пусса Самара облаçĕнчи Чапаевск хулинче службăна малалла тăснă.

2021 çулта Пелепей арĕ çемье çавăрнă. Çулталăкран тулли мар мобилизаци йĕркипе тăван çĕре, тăван çемйине хÿтĕлеме тухса кайнă. Алексей Михайлович сапер тивĕçне пурнăçланă. 2023 çулхи январь уйăхĕнче ăна Запорожье направленийĕнчи пилотсăр вĕçекен аппаратсен расчетне куçарнă. Халĕ хăюллă салтак çар вĕçевĕсем валли дронсем хатĕрлет, вĕсене мĕн кирлипе тивĕçтерет.

Çар çыннине килĕнче юратнă мăшăрĕ кĕтет. Вăл та фронта пулăшать – волонтер, салтаксем валли типĕ яшкасем хатĕрлет.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас