Урал сасси
+16 °С
Ясно

Мирлĕ пуласлăхшăн тăрăшать

«Ҫӗнтерӗве çывхартас ĕçре манăн тӳпе те пултӑр», – ҫак сӑмахсемпе Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан Елизавета Илларионова шлем çине тăхăнмалли хатĕрсем çыхать. Çак ĕçе вăл Елена хĕрĕ ялти маскировка костюмĕсем çыхакан хĕрарăмсен ушкăнне çÿреме тытăнсан пуçланă.

Мирлĕ пуласлăхшăн тăрăшатьМирлĕ пуласлăхшăн тăрăшать
Мирлĕ пуласлăхшăн тăрăшать

Утма йывăр пулнипе тӑххӑрмӗш теҫеткене кайнă хĕрарăм вырăнти волонтерсен ушкăнне маскировка костюмĕсем çыхма çÿреймест. Çавăнпа та шлем çине тăхăнмалли хатĕрсене çыхмалли станока ăна килне илсе килсе панă. Хĕл пуçланнăранпа вăл асăннă хатĕре 50 ытла çыхнă.

«Манӑн пушӑ вӑхӑт нумай, ларса ӗҫлеме ункайлă, апла пулсан мӗншӗн пулӑшас мар?» – тет Елизавета Викторовна.

Хĕрарăмăн чӗри пирӗн салтаксемшĕн çунать, вӑл вӗсене часрах килĕсене çĕнтерÿпе таврăнма сунать: «Эпир тунă хатĕрсем салтаксен пурнӑҫне ҫӑлаççĕ пулсан, мӗншӗн ӑна тумалла мар-ха?».

Маскировка хатĕрĕ тӑвасси – кăткăс та вăрах ӗҫ. Анчах та ачаранах ĕçе хăнăхнă 81 ҫулти Елизавета Викторовнăшӑн ку чӑрмав мар. Вăл çичĕ ачаллă çемьере ÿснĕ. Ашшӗ, Виктор Ефимович Федоров, фронтовик пулнӑ, йывӑр аманнӑ пулсан та Берлин патнех ҫитнӗ. Çемье пуçĕ икӗ хутчен килне сипленме таврӑннӑ, çапла майпа Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче ҫемьере икӗ ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен пӗри – Елизавета. Лиза вырăнти шкулта ултӑ класс пӗтернӗ хыççăн пĕлĕшĕсен ачисене пăхма Пермь хулине тухса кайнӑ. Каялла ялне таврӑнсан фермăна доярка пулса вырнаçнă, унтан ҫерем уҫма кайнӑ. Целиноград ҫывӑхӗнче «Мичуринский» совхозра сад ӗрчетнӗ. Каярахпа ӑна доярка пулма сӗннӗ, вӑл 18 ӗне пӑхнӑ, совхозра ĕçлекенсем валли сӗт сунӑ. Ҫӗнӗ вырӑнта ĕçлесе пурӑнма хĕре кăмăла кайнă, анчах амӑшӗ чирлени тӑван ялне таврӑнма хистенӗ. Елизавета каллех доярка ĕçне вырнаçнă. 1963 ҫулта качча кайсан тӗрлӗ ĕç тăвакан пулса ӗҫленĕ. Ĕçлĕ пурнăçĕн вунă ытла çулне Елизавета Викторовна фельдшерпа акушер пунктӗнчи санитарка ӗҫне халалланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, унӑн ӗҫ стажӗ 36 ҫулпа танлашать.

Мӑшӑрӗпе, Василий Ивановичпа, пӗрле вӗсем пилӗк ача ҫитӗнтернӗ. Шел пулин те, вăл 5 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Илларионовсен ачисем тивӗҫлӗ ҫынсем пулса ÿснĕ. Аслӑ ывăлĕ, Анатолий, Карман патшалăх район электростанцийĕнче инженер пулса ĕçлет, Нефтекамскра пурӑнать. Илья ывăлĕ Çурҫӗрте вахта мелӗпе ӗҫленӗ, халӗ пенсире, тăван ялĕнче тымар янă. Вячеслав пилӗк ачаллӑ пысӑк ҫемье пуҫӗ, вырăнти хуçалăхра вӑй хурать. Маларах Сургутра бухгалтер пулса ӗҫленӗ Елена хӗрӗ тӑван ялне таврӑннӑ, халӗ амӑшĕпе пурăнать. Кӗҫӗн ывӑлӗ, Иван, Сургут хулинчи нефть компанийӗнче ятарлӑ техникӑпа вӑй хурать. Елизавета Викторовнан чи пысӑк пуянлӑхӗ – 14 мӑнукӗпе 5 кĕçĕн мăнукĕ. Çавсен пуласлӑхӗшӗн, вӗсем мирлӗ тӳпе айӗнче ӳсчӗр тесе вӑл кашни пушă самантпа усă курса йăлмак хыççăн йăлмак çыхать, ҫӗнтерӗве çывхартас тесе пултарнӑ таран тӳпе хывать.

Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.

Мирлĕ пуласлăхшăн тăрăшать
Мирлĕ пуласлăхшăн тăрăшать
Мирлĕ пуласлăхшăн тăрăшать
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас