

– Çу кунĕсенче мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулатăр, вĕсене епле татса паратăр?
– Çулла техникăри батарейăсен хăвачĕ час пĕтет, дронсем шăрăха тата тусана пула «кутăнлашаççĕ». Эпир вĕçев графикĕсене улăштаратпăр, çыхăнăвăн запас каналĕсемпе усă куратпăр, çанталăк условийĕсене шута илетпĕр.
– Тăшмана шыраса тупма тата ăна тĕп тума мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?
– Тĕрлĕрен пулать. Вăтамран çак ĕçе пурнăçлама тата ăна тĕп тума пĕр-икĕ минутран пуçласа çур сехет таран вăхăт кирлĕ. Çар задачин йывăрлăхĕнчен тата команда мĕнле ĕçленинчен те нумай килет.
– Ятарлă çар операцине хутшăннă май, сирĕн шухăшлав улшăннă-и?
– Унччен пуçри шухăшсене йĕркене кĕртме пулатчĕ. Халĕ вара лăпкă мар лару-тăрура пурăнма, командăна хаклама вĕрентĕм. «Кайăксемпе» ĕçленĕ май вак-тĕвеке те шута илме хăнăхрăм. Мĕншĕн тесен кирек мĕнле пĕчĕк деталь те лару-тăрăва улăштарма пултарать. Çавăнпа та уйрăмах тимлĕ пулмалла.
– Салтаксене мĕнле пулăшатăр?
– Ĕçпе пулăшатпăр. Енчен те салтак ывăннине курсан пуçне кантарма майсем туса паратпăр. Унсăр пуçне техникăпа ĕçленĕ вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшу паратпăр. Тепĕр чух ахаль калаçса ларни те мĕне тăрать.
– Тăшманăн тактикине мĕнле хак панă пулăттăр?
– Тăшман техникăран тытăнса тăрать, БПЛАсемпе аякран ĕçлессине мала хурать, çывăхри çапăçура импровизацилеме пĕлмест. Эпир меллĕ самантпа усă куратпăр. Лару-тăрăва часах хак парса йышăну тăватпăр.