

Икĕ çул çурă хушшинче ушкăн 2 100 730 тенкĕ укçа пухнă. Асăннă нухратпа маскировка сечĕсем çыхмалли материалсем, çуртасем тума парафин, огнетушительсем, пушар помписем, пăтасемпе шурупсем, строительство материалĕсем туяннă. Унсăр пуçне волонтерсем фронта пилĕк генератор, çĕрле усă курмалли прицел, «Булат» пилотсăр вĕçекен аппаратăн пилĕк портативлă детекторне, «Ромашка» радиоэлектронлă кĕрешÿ системине ăсатнă. Ырă кăмăллă çынсен ушкăнĕ 500 маскировка сечĕ çыхнă, 3500 блиндаж çурти хатĕрленĕ, вăрах вăхăт хушши çунакан 6 пин шăрпăк тунă. Вырăнти алĕç ăстисем 76 утиял, 60 матрас тата 334 минтер çĕлесе панă. Укçа-тенке пĕтĕмпех ял халăхĕ пухнă. Сăваплă ĕçе район тулашĕнче пурăнакансем те хăйсен тÿписене хывнă.
«Эпир пĕрле вăй» волонтер ушкăнĕ Херсон облаçĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекен ентешĕсем патне тăватă хутчен уйрăм гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Кашнинче волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи Светлана Абдуллина хăй малти линие кайнă, пулăшăва вырăна илсе çитернĕ.
Нумай пулмасть ушкăн хастарĕсем «Развалины» ятлă сеть çыхма тытăннă. Кирлĕ материалсене (капрон колготкисемпе пенопласт) кÿршĕ ялсенче пуçтарнă, пĕтĕм район волонтерĕсем пухма пулăшнă. Çакăн йышши виçĕ маскировка сетьне Покров енчи çапăçусене хутшăнакан салтаксем патне илсе çитернĕ. Вĕсен ĕçне çар çыннисем тивĕçлипе хак панă.
Çапла фронта, ентешĕсене пĕтĕм тĕнчипе пулăшаççĕ. Волонтер ушкăнĕнче тăракан 45 çын çак ĕçе чĕрисем хушнипе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Ушкăнăн ятне ĕçĕсемпе çирĕплетсе параççĕ.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.