

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан çамрăк арçын çавăнтах фронта тухса кайма йышăну тунă. Мĕншĕн тесен унăн çывăх çыннисем çав вăхăтра Донбасра çар задачисене пурнăçланă.
«Джигит» палăртнă тăрăх, паянхи вăрçă чăн малтан технологисемпе çыхăннă, çавăнпа та салтаксен тăтăшах ăсталăха туптамалла. Вĕренÿ тати-сыпписĕр пырать: çар заданине пурнăçлама каяс умĕн те, çапăçусем хушшинчи кĕске тăхтавсем вăхăтĕнче те.
Çĕнĕ специальноçа хăнăхма çăмăл пулмасан та «Джигит» тухăçлă çапăçăвăн хăнăхăвĕсене аталантарать. Хăрушлăх кăларса тăратакан лару-тăрура салтака çирĕп кăмăл-туйăм пулăшать. Çар çыннин сăмахĕсем тăрăх, кашнийĕ хăрать, анчах чун хевти тата Тăван çĕршыв умĕнчи парăм çĕнтереççĕ.
– Çак йышăнура ăрусен çыхăнăвĕ палăрать: пирĕн паттăрăн аслашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă, Берлина çитнĕ. Паян мăнукĕ унăн ĕçне малалла илсе пырать, Тăван çĕршыва хÿтĕлет, – тесе пĕлтернĕ муниципалитетра.