Урал сасси
+17 °С
Дождь
Пурте Çĕнтерÿ валли
13 Августа , 04:00

Пилотсăр вĕçекен çарсен çĕнĕ батальонĕ пирки мĕн паллă?

Пушкăртстанра пилотсăр системăсен çĕнĕ батальонĕ çар çыннисене йышăнма хатĕр. Çакăн пирки ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ. Регион ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, пĕр çар чаçĕн салтакĕсем çакăн пек сĕнÿпе ун патне тухнă. Çĕнĕ подразделени икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Муса Гареев ячĕпе хисепленĕ.

Пилотсăр вĕçекен çарсен çĕнĕ батальонĕ пирки мĕн паллă?Пилотсăр вĕçекен çарсен çĕнĕ батальонĕ пирки мĕн паллă?
Пилотсăр вĕçекен çарсен çĕнĕ батальонĕ пирки мĕн паллă?

«Пирĕн арсен хушшинче пилотсăр системăсен çарĕнче хĕсметре тăма кăмăл тăвакансем нумай. Пилотсăр системăсен çарĕ – Хĕç-пăшаллă вăйсен элити, вăл пирĕн çарăн пуласлăхĕ. Пушкăрт батальонĕсем йĕркелени пирĕн пулăшу тата та тухăçлăрах пулнине кăтартса парать. Эпир салтаксене çар задачисене пурнăçлама мĕн кирлипе туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çав вăхăтра çар çыннисемшĕн ентешлĕх те пысăк пĕлтерĕшлĕ – вăл пĕр тĕвве пухать, килтен аякра чух пулăшать», – тесе çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕс енче.

Ентешсенчен тăракан ятлă подразделенисем йĕркелесси – республика ятарлă çар операцийĕ пуçланнă пĕрремĕш кунранах илсе пыракан тухăçлă практика. Пĕтĕмĕшле Пушкăртстан18 ятлă подразделени йĕркеленĕ. Çумра ентешсем пур чухне çар çыннисем тăшманпа лайăхрах та тухăçлăрах çапăçаççĕ.

Раççей Геройĕ, пилотсăр системăсен службин ертÿçин тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Тельман Уралбаев капитан каласа панă тăрăх, вĕренÿ виçĕ уйăх хушши пырать. Хăш-пĕр чухне арсем пĕр эрне хушшинче пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ.

– Пирĕн инструкторсем опытлă та вăйлă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем лайăх кăтартусем тăваççĕ. Анчах чылайăшĕ контракт алă пусаканран, вăл фронта мĕн тума кайнинчен килет. Эпĕ 18-30 çулсенчи çар çыннисене пухатăп. Вĕсем – пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕсем. Вăтăр пилĕк çултан аслăрах арсем те пур. Çак категорине кĕрекенсем пилотсăр системăсен çарĕсенче анлă сарăлнă ытти специальноçсем тăрăх вĕренÿ иртеççĕ.Çапла расчет операторĕсем, саперсем, водительсем тата ыттисем кирлĕ, – пĕлтернĕ Тельман Уралбаев.

ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн Росгварди çарĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлессине йĕркелекен советникĕ Артур Юмагужин палăртнă тăрăх, кăмăл тăвакансем темиçе критерине тивĕçтермелле:
. Ӳсĕм категорийĕ: 35 çулчченхисем тата çак çула çитнисем.
. Информаци технологийĕсене пĕлни: информаци технологийĕсен сферинче никĕс пĕлĕвĕ пулмалла. Советник сăмахĕсем тăрăх, «геймер кирлĕ».
. Ӳт-пÿ çирĕплĕхĕ: юрăхлăх категорийĕ – «А» (çирĕп сывлăхлă).
. Судпа айăпланманни: тĕп услови пулмалла.
. Çĕнĕ подразделени йышне кĕрекенсемпе вĕсен çемйисем федераллă тата республика шайĕнчи тÿлевсемпе, çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ.

Пилотсăр вĕçекен системăсен çарĕсенче служба иртнин пилĕк лайăх енĕ:
1. Служба хăрушсăртарах лару-тăрура иртет, мĕншĕн тесен операторсем малти линипе çумăн çапăçмаççĕ.
2. Контракта пĕр çулталăкран пуçласа палăртнă вăхăтчен алă пусма май пур.
3. Контрактра çырнă тăрăх, çар çыннине вăл ирĕк памасăр тепĕр специальноçа (пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлессипе çыхăнманнине) е çарсен ытти тĕсне куçарма юрамасть.
4. Ытти салтаксене пырса тивекен тÿлевсемпе, çăмăллăхсемпе, социаллă гарантисемпе операторсем те усă кураççĕ. Хушма лайăх ен те пур. Студентсем контракт алă пусма, академи отпускĕ илме, служба хыççăн малалла тÿлевсĕр (вырăнсем пулсан) вĕренме пултараççĕ.
5. Тухăçлăхшăн хушма тÿлевсемпе тивĕçтереççĕ. Тăшмана тĕп тăвакансене 50 000 тенкĕрен пуçласа 500 000 тенкĕ таран хушса тÿлеççĕ.

Енчен те эсир çĕнĕ подразделенин пĕр пайĕ пулма кăмăл тăватăр пулсан çак адреспа пымалла: Ĕпхÿ хули, Октябрь Революцийĕ урамĕ, 3-мĕш çурт. Тулли информаципе çак телефонпа +7 995 948 65 41 (9.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен) шăнкăравласа паллашма пулать.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас