

Хулари 15№ шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн каччă Пишпÿлекри механизаци тата электрофикаци колледжне вĕренме кĕнĕ, «Ял хуçалăх техникине юсакан электромонтер» специальноçа алла илнĕ.
2024 çулта колледжран вĕренсе тухнă Кирилл Васильев салтак аттине тăхăннă. Çар тивĕçне Крымра пурнăçланă. 2025 çулта каччă РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă, Крым чиккине малалла хÿтĕлет.
К. Васильев хăйĕн йышăнăвĕпе ашшĕ-амăшне тĕлĕнтернĕ. Вĕсене ывăлĕн пурнăçĕнчи улшăнăва йышăнма йывăр пулнă.
Çар çынни хăй хăш наци çынни пулнине палăртас тĕллевпе «Чуваш» хушма ят илнĕ. Унăн тăван тетĕшĕ Иван Владимирович та ятарлă çар операцине хутшăнать. Çамрăк каччă çывăх çыннин тĕслĕхĕпе хавхаланса йышăну тунă.
«Чуваш» хушма ятлă салтака килĕнче ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕпе икĕ аппăшĕ кĕтеççĕ.
Кирилл Васильев çулĕпе çамрăк пулин те зенит расчечĕн командирĕн тивĕçне яваплă пурнăçлать. Службăри хастарлăхшăн каччă çар наградисене тивĕçнĕ. Унăн пухмачĕнче «Хастарлăхшăн» I тата II степень, «Крым Республикине хÿтĕленĕшĕн» медальсем пур.
Çар çынни ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсене тав сăмахĕ каланă:
– Пире пулăшакан ентешсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Эпир сирĕн шанчăкăра тÿрре кăларăпăр, çĕнтерÿ пирте пулĕ, – тенĕ Кирилл Васильев.
Каччă шухăшĕпе шанăç тата тыл пулăшăвĕ çар пурнăçĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ.
Кирилăн тĕп ĕмĕчĕ – килне ырă-сывă таврăнасси, алла илнĕ специальноçпе ĕçе вырнаçасси, аслă шкулта пĕлÿ илесси, çемье çавăрассипе… Çутă ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр.