Урал сасси
+9 °С
Облачно
Пурте Çĕнтерÿ валли
27 Августа , 07:00

«Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика форумĕ иртнĕ

Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн çуртĕнче «Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика  форумĕ иртнĕ. Унта Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчен, Челябинск облаçĕнчен 500 ытла çын хутшăннă. Республикăн тĕп хулине обществăлла организацисен хастарĕсем, волонтерсем, тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсем, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд филиалĕн социаллă координаторĕсем пухăннă. Çав шутра Ермеккейпе Авăркас районĕсенчи чăваш хастарĕсем те пулнă.

«Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика  форумĕ иртнĕ«Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика  форумĕ иртнĕ
«Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика форумĕ иртнĕ

«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн филиалĕн ертÿçи Гульнур Кульсарина форумăн темине палăртнă – Тăван çĕршывшăн тăрăшса ĕçлесе Раççей пĕрлĕхне йĕркелесси. Мероприятин кун йĕркинче гуманитари пулăшăвĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ, çĕнĕ патриотла пуçарусене палăртнă. Форума хутшăнакансем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çар çыннисен çемйисене паракан пулăшу мерисене  тата волонтер проекчĕсене сÿтсе явнă.  

Салам сăмахĕпе пухăннисен умĕнче ПР Пуçлăхĕн администраци ертÿçин шалти политика енĕпе ĕçлекен çумĕ Данияр Абдрахманов, Патшалăх Пухăвĕн вице-спикерĕ Тамара Тансыккужина, республикăри культура министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Наталья Лапшина тата ыттисем тухса калаçнă.

Ĕçлĕ программа пушкăрт хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕпе республикăра халăх пултарулăхĕн центрĕ, «Пушкăртстан Республики» Издательство çурчĕ, «Пушкăртстан Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕ» регионти обществăлла юхăм пĕрле тачă ĕçлесси çинчен калакан хушăва алă пуснинчен уçăлнă. Документпа килĕшÿллĕн асăннă организацисем социаллă тат культура проекчĕсене пурнăçа кĕртĕç.

Форум чыславпа вĕçленнĕ. Пуçаруллă та пултаруллă хĕрарăмсене Халăхсен туслăх тата Салават Юлав ячĕллĕ орденсемпе, ПР Хисеп хучĕпе, «Пушкăртстан Республикин вĕренÿ отличникĕ» хисеплĕ ят парса наградăланă. Çавăн пекех ятарлă çар операцинче пуç хунисен тăванĕсене Паттăрлăх орденĕсене панă.

«Пурте Çĕнтерÿ валли» форум республикăра пуçласа иртнĕ. Анчах йĕркелÿçĕсем Çĕнтерĕве çывхартакан хĕрарăмсене çулсерен пухассине пĕлтернĕ.

«Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика  форумĕ иртнĕ
«Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика  форумĕ иртнĕ
«Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика  форумĕ иртнĕ
«Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика форумĕ иртнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас