Урал сасси
+15 °С
Дождь
Пурте Çĕнтерÿ валли
17 Сентября , 04:00

Унран тăшман пытанаймĕ

«Тамада» мĕн ачаран компьютера лайăх пĕлнĕ: тĕрлĕ программăсемпе çăмăллăнах усă курма, çĕнĕ компьютер пухма пултарнă. Ытти арçын ачасем пекех джойстикпа вылямалли видеовăйăсемпе кăсăкланнă. Шăпах çак хăнăхусем малашнехи пурнăçра кирлĕ пулнă та.

Унран тăшман пытанаймĕУнран тăшман пытанаймĕ
Унран тăшман пытанаймĕ

Йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман «Тамада» хушма ятлă салтак Федоровка тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, Салават хулинче пурăннă, ĕçленĕ.
Донецк пĕлĕтĕнче тăватă çул хушши «хуралта» тăракан хăюллă ара çăмăл мар лару-тăрура ачисемпе мăшăрĕ тата амăшĕ вăй-хал парса тăраççĕ.
Чăн малтан «Тамада» пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕн тивĕçне пурнăçланă, унтан связист пулнă, штурма çÿренĕ. Паянхи кун вăл каллех БПЛАсемпе ĕçлет.
– Ман ума лартнă çар задачисенчен пĕри – кулленхи сывлăш разведки, артиллерипе минометсен ĕçне тÿрлетÿсем кĕртесси, салтаксемпе пĕрле çула тухасси, штурм пынă вырăнсенче сăнав йĕркелесси. Пĕр сăмахпа каласан, эпир «командовани куçĕсем» пулса тăратпăр. Мĕнпур информаци хальхи вăхăтпа килĕшуллĕн килсе пырать. Смена вăхăтĕнче, 12 сехет хушши, пысăк мар дисплей çине пăхатпăр. Çавăнпа та куç çивĕч пулмалла. Паллах, вăрçă çухатусемсĕр пулмасть. Çавна май операторсен йышĕ те улшăнма пултарать, çамрăксем килеççĕ, эпир вĕсене вĕрентетпĕр. Çав шутра çарта пачах пулманнисем те пур, – тенĕ «Тамада».
Тăватă çул хушшинче чунпа, ăспа, ÿт-пÿ тата кăмăл-сипет енчен çирĕпленнĕ салтак пилĕк хутчен аманнă, ÿпки шыçнă, темиçе хутчен госпитальсенче сипленнĕ. Анчах каллех строя тăнă. «Тамада» паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Суворов медальне илме тивĕçнĕ.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас