Урал сасси
+10 °С
Облачно
Пурте Çĕнтерÿ валли
26 Сентября , 10:00

Çĕршыв хÿтĕлевçин çĕнĕ технологисене лайăх пĕлмелле

«Хакер» хушма ятлă Григорий Пелепей хулинче çуралнă. Вун пиллĕкмĕш номерлĕ шкул пĕтернĕ хыççăн вырăнти машина тăвакан техникумра професси алла илнĕ.

Çĕршыв хÿтĕлевçин çĕнĕ технологисене лайăх пĕлмеллеÇĕршыв хÿтĕлевçин çĕнĕ технологисене лайăх пĕлмелле
Çĕршыв хÿтĕлевçин çĕнĕ технологисене лайăх пĕлмелле


Ятарлă çар операцине хутшăниччен вăл «Северная Нива Башкири» предприятинче механизатор пулса ĕçленĕ. Арçын мирлĕ пурнăçри ĕçне ăшшăн аса илет, коллектив туслă та пĕр шухăшлă пулнине палăртать. «Хакер» фронта мобилизаци мелĕпе лекнĕ. Повестка килсен пĕр шухăшламасăр çар комиссариатне çитнĕ.

БПЛА взводне хăй ирĕкĕпе тăнă. Технологисемпе, çĕнĕ техника йышăнăвĕсемпе тата çапăçăва ертсе пымалли хатĕрсемпе кăсăкланни унăн йышăнăвне çирĕплетнĕ.

Паянхи кун БПЛА – ахаль техника çеç мар, хальхи вăхăтри çапăçăвăн тĕп инструменчĕ. Пилотсăр вĕçев системи вырăнта разведка ирттерме, тĕл персе сирпĕтме, FPV-дронсене тата самолет евĕр аппаратсемпе усă курма, апат-çимĕçе вырăна çитерме, эвакуаци ирттерме пулăшать.

Çар тивĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне Григорий «Синергия» университетра «Информаци хăрушсăрлăхĕ» направленипе вĕренет. Вăл пилĕк семестр вĕреннĕ, дипломччен тата икĕ семестр юлнă. Службăра ытларах вăхăт иртет пулсан та май килсе тухсанах вĕренĕве тимлĕх уйăрать.

Григорий хăй тĕслĕхĕпе çĕршывăн хальхи хÿтĕлевçисем хастар, яваплă пулмаллине, техникăпа ĕçлеме пĕлмеллине çирĕплетет.


Автор:Инга Алексеева
Читайте нас