Урал сасси
+2 °С
Облачно
Пурте Çĕнтерÿ валли
2 Октября , 12:00

Пирĕн вăй - пĕрлĕхре

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче çар госпиталĕ валли япаласем пухас енĕпе ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕ.

title
Пирĕн вăй - пĕрлĕхреПирĕн вăй - пĕрлĕхре
Пирĕн вăй - пĕрлĕхре

Акцие Шаран районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Ляйсан Гибатова ертсе пынипе йĕркеленĕ. Ырă ĕçе Тÿртÿллĕ ялĕнчи «Тÿртÿллĕ управçи» («Оберег Дюртюлинский», ертÿçи - Разифа Никифорова) волонтер клубĕн пайташĕсем пысăк тÿпе хывнă.

Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнакансем хăйсен паттăр ентешĕсене пулăшас енĕпе чăн-чăн уçă кăмăл, тăрăшулăх кăтартнă. Шаран районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕ ыркăмăллăх акцийĕ ирттерме сĕнсен ăна ялти мĕнпур хастар пулăшнă. Тÿртÿллĕсем ятарлă çар операцийĕн хастарĕсене пĕрремĕш çул çеç пулăшмаççĕ, вырăнти волонтерсен клубĕ çĕршер метр маскировка сечĕсем, икçĕр ытла блиндаж çурти, çĕршер мăшăр хурăн милĕкĕ çыхса фронта ăсатнă, вуншар посылка пухнă. Ĕç малалла пырать. Вырăнти халăх укçа-тенкĕ тата кирлĕ япаласем пухассипе ĕçлет. Хальхинче вĕсем те айккинче тăрса юлман, ăшă япаласем, утиялсем, варени, пыл, килте тăварланă апат-çимĕç илсе килнĕ. «Тÿртÿллĕ управçи» тăван килпе тăван тăрăх ăшши салтаксен чĕрисене ăшăттăр тесе ентешĕсен тăрăшуллă аллисем курăк чейĕсем хатĕрленĕ. Волонтерсем салтаксене çĕнтерÿпе киле таврăнма суннă.
 
- Тÿртÿллĕсем пирĕн салтаксене черетлĕ хут пулăшни савăнтарать. Вĕсем волонтер акцийĕсенчен нихăçан та айккинче тăрса юлмаççĕ. Пирĕн вăй – пĕрлĕхре. Уйрăмах Шаран районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнакан пайташĕсене, «Тÿртÿллĕ управçи» волонтер клубĕн хастарĕсене - Разифа Никифорована, Инна Леонтьевана, Валентина Бессонована, Галина Игнатьевана, Светлана Петрована, Алевтина Кузнецована, Галина Аблеевана, Родион Николаева, Валентина Жукована, Лариса Наумована, Зульфия Шавалиевана тата çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Когалым хулинче пурăнакан Валентинпа Галина Павловсене - тав тăватăп, - палăртнă Шаран районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Ляйсан Гибатова.
 
 
 
 
 
Пирĕн вăй - пĕрлĕхре
Пирĕн вăй - пĕрлĕхре
Пирĕн вăй - пĕрлĕхре
Автор:Надежда Родионова