

Мелеуз районĕнчи Александровка ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергейăн ашшĕ Авдеевкăри «БАРС» подразденире ятарлă çар операцинче хĕсметре тăрать. Иртнĕ çуркунне салтак атти тăхăннă пиччĕшĕ БПЛА çар ретне тăма контракт алă пуснă, халĕ Луганскра пилотсăр системăсен операторĕ пулса тăшманпа кĕрешет. Вăл темиçе хутчен тăван килне отпуска килсе кайнă, пилотсăр вĕçев аппарачĕсене пуçтарни, тăшман дронĕсене персе ÿкерни çинчен каласа панă. Сергейăн куккăшĕ те ятарлă çар операцине хутшăннă, 2023 çулта ăна суранĕсене пула çар службине юрăхсăр тесе килне янă.
Сергей ача чухне самбопа, волейболпа кăсăкланнă, районти ăмăртусенче парнеллĕ вырăнсене йышăннă. Шкулта тăхăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн электрика тата сварщика вĕренсе тухнă.
Çамрăк каччă Мелеуз хулинче РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă хыççăн тепĕр кунхине çар службин суйлав пунктне килсе çитнĕ. Малашне пиччĕшĕ патне пĕр подразделение лекме ĕмĕтленет. Ăна килĕнче амăшĕ, шăллĕпе йăмăкĕ, инкĕшĕпе пиччĕшĕн ачи кĕтеççĕ.
Ятарлă çар операцинчи пилотсăр вĕçев аппарачĕсен операторĕсем пулас текенсем информацие башбат.рф сайтра е 122 хĕрÿ лини телефонĕпе ыйтса пĕлме пултараççĕ. Çавăн пекех вырăнти çар комиссариатне е госуслуги порталта заявлени пама май пур. Хăйсенпе пĕрле паспорт, çар билечĕ, диплом, мăшăрлану тата ачасем çурални çинчен калакан свидетельство пулмалла.