Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
7 Июнӗн 2023, 09:05

Интернет-мошенниксен аллине çакланас мар тесен...

Çак кунсенче Ĕпхÿре полицейскисем Зарина Валеева банк ĕçченне наградăланă. Вăл тивĕçлĕ канури хĕрарăма мошенниксен аллинчен туртсах илнĕ темелле.

Интернет-мошенниксен  аллине çакланас мар тесен...
Интернет-мошенниксен аллине çакланас мар тесен...

68 çулхи Ĕпхÿ хĕрарăмĕ патне ултавçă шăнкăравланă та палламан çын ун ячĕпе кредит илме хатĕрленнине пĕлтернĕ.
– Укçăра «упраса хăварас» тесен кредит илме хутсем хатĕрлемелле, пур пек укçăра хывса хăрушсăр счет çине хумалла, – тенĕ.
Хĕрарăм кредит илес тесе тÿрех банка кайнă. Унта вăл ултавçă вĕрентнĕ пек укçа килти ыйтусене татса пама кирлĕ тенĕ. Анчах банк ĕçченĕ хăй сăмахĕ çине тăраканскер пулнă: вăл хĕрарăма ыйтусем нумай панă, телефон мошенникĕсен чеелĕхĕсем çинчен каланă. Çак самантра хĕрарăм тăна кĕнĕ. Çапла унăн 350 пин укçине сыхласа хăварнă.
Ку – ырăпа вĕçленекен истори. Шел пулин те, ултавçăсем хăйсен вăлтине çĕршер айванкка çынна çаклатаççĕ. Интернет-мошенниксенчен шар курас мар тесен мĕн тумалла-ха?
Кодсемпе парольсене ан пĕлтерĕр
Ку ултав схеми кивĕ. Анчах мошенниксем унпа хастар усă кураççĕ пулсан, вăл халĕ те питĕ витĕмлĕ. Енчен те сирĕн пата «следстви комитетчĕ», «Федераллă хăрушсăрлăх служби», «банк ĕçченĕ», «госуслуги ĕçченĕ» (ултавçăсем тем те шутласа кăларма пултараççĕ) шăнкăравлать, сире ятăрпа тата аçăр ячĕпе чĕнет, çывăх çыннăрпа инкек пулса иртни е кам та пулсан сирĕн ятран кредит илме тăни, вĕсем мошенника ярса тытни пирки калать тĕк, телефонăра тÿрех хурăр. Иккĕленÿллĕ шухăшсем çуралчĕç пулсан тăванăрсем, полицейскисем патне е банка хăвăр шăнкăравлăр.
Калаçу çыхăнса кайрĕ пулсан, СМСпа килнĕ кода, тĕрлĕ парольсене, карттăн тепĕр енчи виççĕллĕ числона никама та ан пĕлтерĕр.
Ссылкăпа ан каçăр
Енчен те телефонăр е электронлă почта çине иккĕленÿллĕ ссылка килчĕ пулсан ун çине ан пусăр. Час-часах ултавçăсем ăна илемлĕ упаковкăсемпе яраççĕ: «Эсир пысăк парне выляса илтĕр!», «Тĕлĕнмелле юмах!», «Пысăк акци» тата ыт те.
Вĕсем хыççăн ан кайăр. Скидкăсем мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ ытларах мошенниксем ĕçлени паллă.
Ун пек ссылкăсем пулăшнипе преступниксем компьютера е телефона вирус ертме, сирĕн даннăйсене е социаллă сетьсемпе мессенджерти аккаунтăра вăрлама пултараççĕ.
Обществăлла вырăнсенче Wi-Fi урлă интернет-банка ан кĕрĕр
Урамри е кафери тÿлевсĕр Wi-Fi – питĕ меллĕ япала. Анчах та уçă Wi-Fi пур вырăна аферистсем те кăмăлланине манса ан кайăр. Вĕсем обществăлла сеть ячĕпе тÿр килекен точка тума пултараççĕ. Пирĕн карас телефонĕсем паллакан сете шыраса тупаççĕ те унпа çыхăнаççĕ. Çапла майпа аферистсем сирĕн даннăсем патне кĕме пултараççĕ. Унсăр пуçне интернет-банка кĕмелли паролĕре пĕлсе счетри укçăра хывĕç. Енчен те васкавлăн иртернет банка кĕмелле пулсан, Wi-Fi вырăнне мобильлĕ интернета куçăр.
Интернет-лавккасенче тĕп карттăпа усă ан курăр
Паянхи кун нумай тавара онлайн-лавккасем урлă туянатпăр. Ку хăвăрт та меллĕ. Анчах ун валли уйрăм карта уçăр. Ун çинче пĕр те пĕр тавара тÿлесе татмалăх укçа çеç пултăр. Интернет-мошенниксем сирĕн карттăн даннăйĕсене пĕлес пулсан та укçа-тенкĕн тĕп пайĕ хăрушсăрлăхра пулĕ.
Интернет-магазинра тÿленĕ чухне браузерăн адрес йĕркине пăхăр, сулахай енче «уçă» («замок») палли пулмалла. Ку сайт хÿтлĕхре пулнине пĕлтерет.
Пуçпа шухăшлăр
Мошенниксен пур ултав схемисем пирки те каласа пама май çук. Унсăр пуçне вĕсен сереписем вирус евĕр пĕрмай улшăнса пыраççĕ. Çавăнпа сирĕн тимлĕхĕрпе асăрханулăхăр пĕрмай кирлĕ. Палламан номерсенчен шăнкăравлаççĕ пулсан сăпайлă пулма, каçару ыйтма кирлĕ мар. Мошенниксем телефон кĕпçине нихăçан та хăйсем хумаççĕ. Сире мĕн парăнтариччен хăратаççĕ, ÿкĕтлеççĕ. Чăн-чăн полици, следстви комитечĕн ĕçченĕсем нихăçан та ун пек тумаççĕ. Телефон кĕпçине пăрахăр çеç. Мĕн чуль хăвăртрах, çавăн чухлĕ лайăхрах.
Мошенниксем карттăр çинчен укçăра вăрларĕç пулсан:
1. Банка шăнкăравлăр, банк телефонĕ карта çинче пур, проблема пирки пĕлтерсе карттăра хуптарăр.
2. Банкăн уйрăм кабинетĕнче е мобильлĕ приложенире транзакцине улăштарăр.
3. Укçăра ăçта куçарнине пĕлме счет выпискине ыйтăр.
4. Полицие шăнкăравлăр.
Енчен те мошенниксене информацие – пин-код, карточкăн тепĕр енчи виçĕ цифрине пĕлтертĕр пулсан укçăра, шел пулин те, каялла тавăрса пулмасть. Ун пек тÿлев ирĕклĕ шутланать. Банкăн ăна пăрахăçлама е илекенĕн счетĕнчен хывма юрамасть.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: