Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
13 Сентябрӗн 2023, 10:10

Алло, пур укçăра та парăр

2022 çулта Пушкăртстанра пурăнакансем мошенниксене 1,6 млрд тенкĕ укçа куçарнă, 2023 çул пуçланнăранпа – 1 миллиард тенке яхăн. Преступниксем хăйсемпе полици, Федераллă хăрушсăрлăх служба, банк ĕçченĕсем тесе паллаштараççĕ те ултава ĕненнипе усă курса телефон урлă çынсенчен пысăк укçа ыйтса илеççĕ.

Алло, пур укçăра та парăр
Алло, пур укçăра та парăр

Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Ултавçăсене чăн-чăн банк е полици ĕçченĕнчен епле уйăрса илмелле? Çак ыйтусене регионти Укçа-тенкĕ центрĕн директорĕн çумĕпе Светлана Валиевапа сÿтсе явăпăр.
Кам шăнкăравлать?
Халăхăн ытларах пайĕ шутланă пекех, пире тĕрмере ларакансем шăнкăравламаççĕ. Раççей çыннисене лайăх йĕркеленĕ преступлениллĕ ушкăнсем çаратаççĕ. Вĕсем ытларах чикĕ леш енче вырнаçнă. Çавăнпа та шульăксене тытма тата вăрланă укçа-тенке тавăрма питĕ йывăр. Мошенниксем профессиллĕ психологсем, манипуляци тăвакан специалистсем хатĕрленĕ сценарисем тăрăх ĕçлеççĕ. Шăпах çавăнпа çынсем гипноз витĕмĕпе кредит илеççĕ, хваттерĕсене сутаççĕ, банкоматран укçа хывса мошенниксене куçарса параççĕ.
Юлашки вăхăтра банк е полици ĕçченĕсем çынна кредит илмессе, çĕршер пин е миллион тенкĕ таран шульăксене памасса ÿкĕтленĕ тĕслĕхсем те сахал мар, анчах ултавçăсен серепине лекнĕскерсене вĕсем те ÿкĕте кĕртеймеççĕ.
Мошенниксем пĕр хут шăнкăравланипе çеç чарăнса тăмаççĕ. Вĕсем перекетленĕ укçăра вăрлас, сирĕн ятпа кредит илес, хваттерĕре туртса илес тесе ултав схемине темиçе эрнене, уйăха тăсма хатĕр. Çавăнпа та палламан номертен шăнкăравласан телефона тытма кирлĕ мар. Енчен те хуравларăр, хăвăра ÿкĕтлеме пуçланине ăнланса илтĕр пулсан, телефонăра пăрахăр.
Хăйпе мĕнле паллаштарать тата мĕн калать?
Калаçу ытларах чух çакăн пек пуçланать:
Эпĕ полици (ФСБ, прокуратура, ытти вăй ведомстви) ĕçченĕ. Палламан çын хăй должноçне, жетон номерне пĕлтерет, сире айăпланă пек калаçать.
– Эсир кампа калаçнине пĕлетĕр-и?!
– Сирĕн счетран террористсене пулăшма укçа кайнă, сире статья тăрăх айăплама пултараççĕ!
– Эсир çавăн пек çынна пĕлетĕр-и? Вăл Украинина гражданинĕ, доверенность тăрăх, сирĕн счетран укçа хывать! Эсир ăна пулăшатăр. Апла пулсан ку çĕршыва сутни пулать.
Хăранипе эсир суя полицейский мĕн хушнине тăватăр. Мошенника тытма пулăшатăр тесе шутлатăр. Хавăр ятпа кредит илетĕр е укçа хыватăр, «преступника» тытас тесе банкомат патĕнче хăвăра пулăшас текен чăн-чăн полицейскисенчен таратăр (телефонри çын çавăн пек хушнă). Укçăра тыттарнă хыççăн «йĕрке хуралçин ĕçченĕ» тÿрех çухалать. Эсир укçасăр тата темĕн чухлĕ парăмпа тăрса юлатăр.
Эпĕ банк ĕçченĕ. Телефон кĕпçинчи сасă сире ĕç укçи паракан е ытти паллă банк ятне калать.
– Сирĕн ятпа кредит илме хăтланаççĕ, ăна тÿрех ытти кредитпа хупламалла. Хăвăр ырланă пур кредита та илме документсем хатĕрлетĕр. Эсир вĕсене хывмастăр та, тăкакламастăр та. Банк уйрăмĕн ĕçченĕсене нимĕн те ан калăр. Вĕсем ултавçăсен çыннисем пулма пултараççĕ. Пирĕн банк çыннисенчен хăшĕ мошенник пулнине пĕлмелле, – тейĕ телефон кĕпçинчи сасă.
Çапла ултавçăсем лару-тăруран хăтăлмалли юлашки шанăçа тĕп тăвĕç.
– Мошенниксем сирĕн кредит историйĕн даннăйĕсене ярса илнĕ, халĕ ăна тÿрлетме, сирĕн ятпа кредит илме тăраççĕ. Сирĕн таххутăра, ĕç вырăнне, мĕнле кредитсем пуррине, мĕн чухлĕ укçа тÿленине тĕрĕслер-и?
Эсир çаксене каланă вăхăтра мошенник сирĕн даннăйсене банк сайтĕнче кредит илмелли заявкăна кĕртет.
– Сире банк номерĕпе смс-килет. Курăр, вăл сирĕн банкран çитнĕ. Эпĕ чăнах та унта ĕçлетĕп! Кодне пĕлтерĕр. Мошенника банк кодне ярса парасси хĕн мар. Мĕншĕн тесен шăп та лăп çав вăхăтра вăл сирĕн даннăйсене çырса уйрăм кабинетăра кĕме хатĕрленет. Эсир кода тата смс пĕлтеретĕр. Çапла майпа вăл пур счетăра, переводсемпе кредит илме тăратнă заявкăрсене курать.
Суя банкирпа калаçнă хыççăн – банкăн хĕрÿ линине шăнкăравлăр (унăн номерĕ банк картти çинче пур), мĕн çинчен калаçнине пĕлтерĕр. Е тата çывăхри банк уйрăмне çитсе килĕр, чăн-чăн банк ĕçченĕпе калаçăр.
Енчен те сире çывăх çыннăр инкеке лекнĕ тесе пĕлтерчĕç пулсан, телефонăра хурăр, ун патне е полицие 102 номерпе шăнкăравлăр.
Эпĕ «Госуслуги» е МФЦ ĕçченĕ. Кăмăллă сасă. Ытларах чух хĕрарăм калаçать.
– Сире валли заказпа янă çыру килнĕ. Мĕнле адреспа ямалла? Даннăйсене тĕрĕслер те эсир чăнахах та хăвăр пулнине çирĕплетер. Часах смс код килет.
– Сирĕн «Госуслугинчи» уйрăм кабинетăра çĕмĕрсе телефон номерĕпе парольне улăштарасшăн. Ăна хÿтĕлесе сирĕн номере çирĕплетер. Смс кодăра пĕлтерĕр.
Мĕншĕн мошенниксене смс код кирлĕ?
Вăл сирĕн «Госуслугинчи» аккаунтăра кĕме, ун çумне тепĕр телефон номерĕ çыхăнтарма тата сирĕн даннăйсемпе усă курма май парать. «Госуслугинче» сирĕн пирки питĕ нумай информаци.
«Госуслугинчи» аккаунтăра çĕмĕрнĕ пулсан
Хăвăр телефон номерĕ е электронлă почта урлă çĕнĕрен кĕмелле. Нумай функциллĕ центра çитсе пулăшу ыйтмалла. Тÿрех полицие заявлени çырмалла, ăна йышăнни, регистрацилени пирки пĕлтерекен талон илмелле. Çапла майпа эсир мошенниксен ĕçне çирĕплететĕр. Каярах мошенниксем «Госуслуги» урлă сирĕн ятран кредит илес пулсассăн банка полицие кайнине çирĕплетекен талон кăтартатăр. Çакă кредита эсир илменнине çирĕплетет.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: