Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Октябрӗн 2023, 14:05

Терроризм – общество хăрушлăхĕ!

Юлашки вăхăтра терроризмла ĕçсем пирки сахал мар илтетпĕр, вулатпăр. Хăвăра-хăвăр терроризмран хÿтĕлес тесен иккĕленÿллĕ çынсемпе калаçăва хутшăнма, палламан çынсенчен сумка, пакет тавраш йышăнма, сумкăра асăрханусăр хăварма юраманнине пурте пĕлетпĕр.

Терроризм – общество хăрушлăхĕ!
Терроризм – общество хăрушлăхĕ!

Террористсем çын нумай пухăнакан вырăнсене суйласа илни те, тĕрлĕ митингсемпе демонстрацисене хутшăнасран асăрханмалли те пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Хуçасăр япаласене алла илме юраманнине те ачасене аса илтерсех тăратпăр эпир. Анчах асăрханнинчен ырри çук. Инкек яланах кĕтмен çĕртрен сиксе тухма пултарать.
Иккĕленÿллĕ лару-тăрăва, çынсене асăрхарăр пулсан тÿрех çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле:
Пушкăртстан Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешекен комисси - 8 (347) 233-44-55
Пушкăртстан Республикин прокуратурин шанăç телефонĕ – 8 (347)272-16-25 (ĕç вăхăтĕнче), 8 (347) 272-71-42 (канмалли кун)
РФ Федераллă хăрушсăрлăх управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ: 8 (347)251-22-11.
Асăрхануллă пулар, терроризма алхасма ирĕк парар мар.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: