Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
13 Декабрӗн 2023, 12:05

Шартлама сивĕрен сыхланмалли ултă правила

Пушкăртстана тинех хĕл çитрĕ. Хаяр та сивĕ. Ноябрь уйăхĕнчи ăшă кунсем хыççăн сивве хăнăхма йывăр. Синоптиксен прогнозĕсем хавхалантармаççĕ: кăçалхи хĕлле шартлама сивĕ кунсемпе пуян пулĕç. Пушкăртстанра вырăнĕ-вырăнĕпе 50 градус таран сивĕтнĕ. Специалистсем сивĕ сывлăха çав тери пысăк сиен кÿнине пĕлтереççĕ. Çавăнпа унран сыхланмалла. Мĕне тимлĕх уйăрмалла-ха?

Шартлама сивĕрен сыхланмалли ултă правила
Шартлама сивĕрен сыхланмалли ултă правила

План тăвăр
Канмалли кунсенче çут çанталăка тухса кĕрес, тăвансене çитсе курас, сунара каяс килет. Хăвăр палăртнине çут çанталăк прогнозĕпе танлаштарăр. Шартлама сивĕсенче, вăйлă çилсем шăхăрса вĕрнĕ тата юр çунă вăхăтра килтен ан тухăр. Енчен те пĕр-пĕр сăлтава пула çула тухмалла пулсан телефонăра авăрлăр, хăвăрпа пауэрбанк, запас топливо, апат-çимĕç тата ăшă япаласем илĕр. Çавăн пекех буксирпа туртмалли вĕрен тата автомобиле юсамалли инструментсем пуррипе çуккине тĕрĕслĕр.
Çанталăкпа килĕшÿллĕн тăхăнăр
Çанталăкпа килĕшÿллĕн тумлансан уçăлса çÿреме кăмăллă. Сивĕсенче те. Халăхра: «Çут çанталăкăн начар çанталăк çук, начар тумтир пур» тесе калаççĕ. Хулăн свитерсем тăхăнма кирлĕ мар! Вĕсенчен усси çук. Сивĕсенче ăшă тытакан нумай хутлă тумтир çăлăнăç вырăнне. Çăмран тата пиртен çĕленĕ çăмăл тумтир тăхăнăр. Сăмахран, чăн малтан термо кĕпе-йĕм е пир футболка, унтан икĕ çÿхе свитер тăхăнăр. Атă-пушмак урана хĕсмелле мар, типĕ пулмалла. Çăм нуски е икĕ мăшăр мамăк нуски тăхăнма ан манăр.
Апатпа ăшăнăр
Ӳт-пĕвĕн вăй-хăвачĕ пултăр тесен сивĕсенче палăртнă апат рационне пăхăнмалла. Ытларах калориллĕ апат-çимĕç çийĕр. Рациона çуллă пулă, ÿсен-тăран çăвĕсем, мăйăрсем, пахча çимĕçпе пылак çимĕçсем кĕртмелле. Çуллă мар аш, кăркка какайĕ, сĕт-çу продукцийĕ тата пăрçа йышши культурăсем иммунитета çирĕплетме пулăшĕç. Компотсемпе кисельсем, курăк чейĕсем организма шывсăрланнинчен хÿтĕлĕç.
Алкоголь ĕçмелле мар
Чи анлă сарăлнă канаш – ăшăнас тесен 100 грамм алкоголь ĕçмелле тени. Тутлă та усăллă имĕш. Çакă вара йăнăш. Алкоголь шĕвекне ĕçнĕ хыççăн çын хăйне ăшăннă пек туйни ултавлă туйăм. Мĕншĕн тесен çиелти капиллярсем çеç сарăлаççĕ. Ӳтри ăшă майĕпен сирĕлсе пĕтет, çын икĕ хут вăйлăрах шăнма тытăнать. Унсăр пуçне алкоголь организм сивве туйса хуравланине чакарать. Ĕçнĕ çын шăнса пăсăлас хăрушлăх пуррине ăнланма чарăнать. Хĕрĕнкĕ пуçпа çул çинче шуса ÿкме, суранланма пулать.
Яланах хусканура пулăр
Пурнăç – хусканура! Уйрăмах сивĕсенче. Пĕр вырăнта ан тăрăр, хускалăр. Сăмсапа тарăн сывлама кирлĕ мар. Тухтăрсем сывлăш ÿпкепе бронхсем патне çитиччен ăшăнать тесе ăнлантараççĕ.
Тÿсмелле мар шăнтăр пулсан? Сивве ан чăтăр, хăлха вĕçĕсемпе ал-урасен пÿрнисене пысăк тимлĕх уйăрăр. Енчен те эсир вĕсене туймастăр пулсан, юрпа ан сăтăрăр, пĕр-пĕр кафене е лавккана кĕрсе ăшăнăр. Çакăн пек тунинчен вăтанма кирлĕ мар. Енчен те ал-ура пÿрнисене туймастăр пулсан, тухтăр патне пулăшу ыйтма кайăр.
Ерипен ăшăнни
Урамран пÿрте кĕнĕ хыççăн вĕри шывпа алăсене ăшăтма, ваннăна чăмма кирлĕ мар. Çирĕм минут кĕтĕр, организм температура улшăннине хăнăхмалла. Чĕрепе тымарсемшĕн ку пысăк тиев, çакăн пек ăшăнни инкек патне илсе çитерме пултарать. Тухтăрсем уçăлса кĕнĕ хыççăн ăшă шывпа çăвăнма сĕнеççĕ. Шыв процедурине урараран пуçламалла.
Хваттерти микроклимат пирки те манмалла мар. Ăшăту сезонĕ вăхăтĕнче пÿлĕмри нÿрлĕх шайĕ чакать. Типĕ сывлăш сăмса пырĕ типни патне илсе çитерет.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: