Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
3 Апрелӗн , 09:10

Çурхи ейĕве мĕнле хатĕрленмелле?

Пушкăртстан влаçĕсем çурхи ейĕве хатĕрленеççĕ. «Кăçал ейÿ лăпкă мар иртмелле, – палăртнă Пушкăртстан Республикинчи Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ. – Çавăнпа хăтаруçăсем «пысăк шыва» кĕтсе илме халех хатĕрленеççĕ».

Çурхи ейĕве мĕнле хатĕрленмелле?
Çурхи ейĕве мĕнле хатĕрленмелле?

Прогнозсем мĕнле?
Çак кунсенче Пушкăртстанри гидрометеостанци специалисчĕсем республикăри юхан шывсенче çурхи ейÿ мĕнле иртессипе паллаштарнă. Специалистсем шутласа кăларнă тăрăх, кăçал çырмасем апрель уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче уçăлĕç. Шуратăл юхан шывĕн юхăмĕн вăтам тата аял пайĕсенче шыв шайĕ йĕркеллех пулмалла. Çÿлти шыв шайĕ 20-60 сантиметра хăпармалла. Çав вăхăтрах Белорецк, Çтерлĕ тата Ĕпхÿ хулисен çывăхĕнчи айлăмрах вырăнсенчи кил-çуртсем шыв айне пулма пултараççĕ.
Мĕн тумалла?
ПР Экологи министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, иртнĕ çулхине «çурхи» инкеклĕ лару-тăрусенчен асăрханас тĕллевпе Авăркаспа Мияки тата Ĕпхÿ районĕсенчи юхан шывсен çулĕсене тасатнă, Пелепейпе Хайбулла, Федоровкăпа Благовар тăрăхĕсенчи тăватă гидротехника хатĕрне тĕпрен юсанă, Мечетлĕ районĕнче çыран хĕррисене çирĕплетнĕ.
Пăр татăкĕсем ан капланччăр тата шыв шайĕ кинет ан хăпартăр тесе юхан шывсем çинче взрывсем тăваççĕ. Паянхи кун çак ĕçсене Илиш районĕнчи Сюнь тата Белорецк тăрăхĕнчи Пысăк Инзер юхан шывĕсем çинче пурнăçлаççĕ. Хăтаруçăсем каланă тăрăх, взрыв ĕçĕсене кирлĕ пулсан малашне те тăвĕç.
Юхан шывсен çулĕсене КА-32 пушарпа хăтару вертолечĕ сăнаса тăма пулăшать. Унăн борчĕ çинче – пăрлă лару-тăрăва тимлесе тăракан ятарлă разведка ушкăнĕ. Специалистсем лару-тăру мĕнле пулнине сывлăшран хак параççĕ, кăтартусене штаба çитереççĕ. Çапла майпа вĕсем пĕр кун хушшинче пысăк территорие вĕçсе тухма пултараççĕ.
Çавăн пекех мониторинг тума беспилотниксемпе усă кураççĕ. Çак кунсенче Ишимбай районĕнче пурăнакансене сывлăшра вĕçев аппаратне курсан пăлханма кирлĕ маррине асăрхаттарнă. Беспилотник шыв шайне çеç тĕрĕслет, хăрушлăх кăларса тăратмасть.
Пурне те тимлеççĕ
Кĕтмен çĕртен хăрушлăх сиксе тухсан кăçал 44 хулапа районта 313 ял-сала шыв айне пулĕ. Çакă вара 22 пин пурăнмалли çуртпа танлашать. Çынсене эвакуацилеме вăхăтлăха вырнаçтармалли 276 пункт хатĕрленĕ. Мĕнпур ĕçе республикăри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ тата районсенче ĕçлекен оперативлă штабсем тимлесе тăраççĕ. Кирек мĕнле вăхăтра та инкек куракансене 11 пин çын, 3 пин ытла техника тата 153 ишмелли хатĕр пулăшу парĕ. Юхан шывсенчи шыв шайне 57 автоматлă гидропост тĕрĕслесе тăрать.
Хăрушă ирĕлнĕ юр шывĕсем
Çынсемшĕн юхан шывсен çыранĕсенчен юхса тухнă шыв кăна мар, ирĕлнĕ юр шывĕсем те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Çумăрсем, çанталăк кинет ăшăтса яни юр часрах ирĕлесси патне илсе çитерет.
Çумăрсем çунипе тата ăшă çанталăк тăнипе Элшей районĕнчи Раевка салинче çурхи шывпа çыхăннă пĕрремĕш инкек сиксе тухнă – пурăнмалли çурта шыв юхса кĕнĕ. Хăш-пĕр пÿлĕмсенчи шыв шайĕ 3 см танлашнă. Çуртра пурăнакансене вăхăтлăх пункта куçма сĕннĕ, анчах вĕсем хирĕç пулнă. Çурхи шывсене юхма канав чавма йывăр техникăпа усă курас ĕçе йĕркеленĕ.
Каярах çакăн йышши пăтăрмахсем ытти районсенче те сиксе тухнине пĕлтернĕ. Мартăн 25-мĕшĕ тĕлне республикăри тăватă хулара тата 14 районта 49 тĕслĕхе шута илнĕ. Сăмахран, Сибайра – 11, Ĕпхÿре – 7, Баймак районĕнче – 6, Ĕпхÿ тăрăхĕнче 4 лаптăка шыв илсе кайнă. Телее, хăтаруçăсем пурне те вăхăтлă пулăшу панă.
Сăмах май, юр час ирĕлме пуçлани куçман пурлăха кăна мар, куçаканнине те сиен кÿме пултарать. Çапла Ĕпхÿри Давлеткильдеев бульварĕнче темиçе машина çапăннă. Çумăр çунипе пăр ирĕлме тытăннă, автомобильсем ярăнса аннă.
Маларах мĕн тумалла?
Кил-çурта тата ытти хуралтăсене шыв ан кĕтĕр тесен мĕн тумалла:
– çурт йĕри-тавра выртакан юртан хăтăлмалла, канавсене, шыв юхтаракан пăрăхсене тасатмалла;
– ачасемпе ватăсене, чирлĕ çынсене хăрушсăр вырăна илсе тухмалла;
– выльăх-чĕрлĕх пулсан вĕсене çÿллĕ вырăна хăваласа хăпартмалла;
– картишĕнчен им-çам, топливо, строительство материалĕсене пуçтарăр;
– тен, çурт-йĕртен васкавлă тухса кайма тÿр килĕ. Çавăнпа та малтанах документсемпе хăвăра кирлĕ япаласене хатĕрлĕр;
– кимĕсене, катерсене çыхса хурăр.
Лăпкă пулма тăрăшăр. Васкавлă службăсене 112 номерпе шăнкăравлăр.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: