Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
17 Апрелӗн , 09:10

Пĕчĕккĕ пулсан та хăрушă. Сăвăссенчен прививка хăçан тумалла?

Пушкăртстанра вируслă сăвăс энцефаличĕпе чирлесси уйрăмах анлă сарăлнă. Урăхла каласан, пирĕн республикăра чир саракан сăвăссене çаклатасси питĕ ансат. Апла пулсан хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çине алă сулма кирлĕ мар.

Пĕчĕккĕ пулсан та хăрушă. Сăвăссенчен прививка хăçан тумалла?
Пĕчĕккĕ пулсан та хăрушă. Сăвăссенчен прививка хăçан тумалла?

Сăвăс мĕнпе хăрушă?
Сăвăссем – хăрушă чирсене ертекен сăтăрçăсем. Вĕсем ертме пултаракан инфекцисем шутне энцефалит, боррелиоз, туляремия, геморагилле лихорадка тата ытти те кĕреççĕ. Пĕр сăвăс çыртнипе юна тÿрех темиçе тĕрлĕ инфекци лекме, çавна май çыннăн темиçе тĕрлĕ чир аталанма пултарать.
Пушкăртстанра кашни çулах сăвăс çыртнипе тухтăр патне 10-12 пин çын пулăшу ыйтма килет. Пур сăвăс та чирлĕ мар пулсан та иртнĕ çул медицина ĕçченĕсем регионта вирус энцефаличĕпе чирленĕ 16, инфекциллĕ сăвăс боррелиозĕ ернĕ 33 тĕслĕх тупса палăртнă. Специалистсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, чирлĕ юн ĕçенсене çынсем Белорецк, Караидель, Мелеуз, Ишимбай районĕсенче, Ĕпхÿ хулинче ертнĕ.
Мĕнле чирсем вĕсем?
Сăвăслă вирус энцефаличĕ – йывăр вирус инфекцийĕ. Вăл тĕп нерв системине сиенлетет. Çын инвалид пулса тăма е вилме те пултарать. Чир сăвăс ÿте çакланнă хыççăн 10-14 кунран аталанма пуçлать. Унăн малтанхи паллисем – пуç ыратни, вăй çукки, ÿт температури 38-40 градус таран хăпарни, кăмăл пăтранни, хăстарни, мыщцăсем ыратни.
Сăвăс боррелиозĕ вара вăрах вăхăт хушши аталанать. Чи малтан сăвăс çыртнă вырăнта ÿт хĕрелет, унтан температура хăпарать, лимфа тĕввисем пысăкланаççĕ. Каярах сыпăсем, чĕре мышцисем, тĕп нерв системи сиенленеççĕ.
Хăçан тимлĕ пулмалла?
Сăвăссем çуркунне пуçламăшĕнче, юр кайса кăшт ăшăтсанах, вăранаççĕ. Халĕ вĕсен пурнăçĕн уйрăмах хастар тапхăрĕ пырать. Вĕсем выçă, çавăнпа та тупăш çине тÿрех тăрăнаççĕ. Сăвăссен хастарлăхĕ апрель-май уйăхĕсенче, июнь пуçламăшĕнче (ку вăхăтра вĕсем ĕрчеççĕ) палăрать. Çу варринче вĕсем питех усал мар, анчах та инфекци ертес енĕпе малтанхи пекех хăрушă. Август-сентябрь уйăхĕсенче вĕсен хастарлăхĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Специалистсем çакна вăл вăхăтра кăмпа тата çырла сезонĕ пуçланнипе çыхăнтараççĕ. Ун чухне çынсем вăрмана час-час тухса çÿреççĕ, сăвăссемпе ытларах тĕл пулаççĕ.
Мĕнле хÿтĕленмелле?
Сăвăс энцефалитĕнчен хÿтĕленмелли чи витĕмлĕ мел – прививка.
– Прививкăна çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, çав шутра эпидемиологи сезонĕнче те, тума пулать, – теççĕ Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕн специалисчĕсем. – Вакцинаци курсне çут çанталăка тухиччен икĕ эрне маларах вĕçлемелле.
Хальхи вăхăтра республикăра шăпах сăвăс энцефалитне хирĕç прививка тăвас кампани пырать. Прививкăна хăвăра çирĕплетнĕ поликлиникăра е тÿлевлĕ медицина центрĕсенче тума май пур. Васкавлă иммунизаци схеми те хатĕрленĕ: иккĕмĕш вакцинăна пĕрремĕш хыççăн тепĕр уйăхран тăваççĕ. Прививкăна похода е пахчана каяс умĕн икĕ эрне маларах тумалла. Çулталăкран вакцинăна тепĕр хут иртме вăхăт çитет. Препаратăн тепĕр дозине виçĕ çултан тăваççĕ.
Енчен те эсир прививка туман, анчах та хула хĕрне тухас е вăхăта паркра ирттерес тетĕр пулсан, сиенлĕ кăпшанкăсене хăратмалли хатĕрсемпе (репеллентсем) усă курăр. Вĕсене ÿт çине сапма юрамасть. Сирĕн çинче вăрăм çанăллă тум пулмалла. Шăлавар пĕççисене нуски ăшне чикĕр, пуçăра е мăйăра косынкăпа витĕр.
Килти чĕр чунсене те сăвăс сезонне хатĕрлеме ан манăр. Хальхи вăхăтра кушаксемпе йытăсене хăрушă юн ĕçенрен хÿтĕлемелли препаратсем пур. Вĕсене таблетка пек те, ĕнсе çине сапмалли тумлам евĕр те кăлараççĕ. Ятарлă мăй çыххисемпе тĕрлĕ спрейсем те пур.
Хăвăр çинче сăвăс асăрхарăр пулсан
Сăвăса нихăçан та ÿтĕр çинчен тăпăлтарса ан илĕр. Сăмсине татмасăр тирпейлĕн кăларма тăрăшăр. Юн ĕçене тĕрĕс кăларса илейместĕр тесе шутлатăр пулсан травмпункта çитсе медицина пулăшăвĕ ыйтăр. Сăвăса лабораторине çитерме тăрăшăр. Унта вăл инфекципе чирленĕ-и, çук-и, тĕрĕслĕç. Ĕпхÿ хулисĕр пуçне «ПР эпидемиологипе гигиена центрĕн» филиалĕсем Бирскинче, Нефтекамскинче, Çтерлĕре, Туймазăпа Кумертаура ĕçлеççĕ (адресĕсемпе телефонĕсене, йышăнмалли вăхăчĕсене Роспотребнадзорăн Пушкăртсанри управленийĕн сайтĕнче кăтартнă).

Сăвăссенчен епле хÿтеленмелле?
– Пуç çине калпак е кепка тăхăнмалла, çÿçе косынка айне пытармалла.
– Шăлаварăра нуски ăшне чикмелле.
– Тумтире ятарлă реппелентсем сапмалла.
– Çие çутă та пĕр тĕслĕ тум тăхăнмалла.
– Кашни 15 минутра хăвăра тĕрĕслесе тăмалла.
– Вăрманта канас тесен уçă, хĕвел лайăх çутатакан вырăнсене суйласа илмелле.
– Сад участокĕсене йăваннă йывăçсенчен тата çÿллĕ курăкран тасатмалла.
– Тин татнă курăка пÿрте илсе кĕмелле мар.


Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: