Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Октябрӗн 2024, 16:15

Пĕлтерÿ сайчĕсемпе мĕнле усă курмалла?

Пĕлтерÿ сайчĕсем хальхи вăхăтра анлă сарăлнă, вĕсем урлă мошенниксем ĕçлеççĕ. Усал шухăшлă çынсем суя сăн ÿкерчĕксемпе, ют çынсен докуменчĕсемпе тата суя хак панисемпе (отзыв) усă кураççĕ.

Пĕлтерÿ сайчĕсемпе мĕнле усă курмалла?
Пĕлтерÿ сайчĕсемпе мĕнле усă курмалла?

Вĕсен аллине лекес мар тесен сутăçăн профильне тимлĕрех пăхăр:

1.Сутăçăн профилĕ:

 - Чăн-чăн сутăçăсем хăйсен профильне çырса хатĕрлеççĕ, вĕсен сумлăх кăтартăвĕ (рейтинг) пур.

 - Мошенниксем ют çынсен даннăйĕсене тата сăн ÿкерчĕкĕсене усă кураççĕ.

 - Профиле регистрациленĕ датăсене суя туса пулмасть.

 - Пĕлтерĕшлĕ сайтсем мошенниксене хирĕç кĕрешеççĕ.

  1. Тавара хак пани:

 - Чăн-чăн сутăçă тавар пирки тулли информаци парать.

 - Тавар пирки информаци, унăн сăн ÿкерчĕкĕ çукки е ăна интернетран илни иккĕленÿ çуратмалла.

  1. Тавар хакĕ:

- Йăлана кĕнĕ тăрăх, таварăн хакĕ рынокра сутаканнипе тÿр килет.

 - Вăтам хакран йÿнĕ пулни – хăрушлăх сигналĕ.

  1. Сутăçă çине тăни:

 - Сутăçă тавар туянма васкатать тата хакăн пĕр пайне банк картти çине куçарма ыйтать.

 - Тимлĕ пулăр, ан васкăр.

  1. Тавар ярса париччен маларах укçа-тенкĕ тÿлени:

 - Сутăçа нихăçан та малтан ан тÿлĕр.

 - Пĕлтерÿсен сервисĕ тавара хăрушсăрлăх туянма май пуррине çирĕплетмелле.

  1. Мессенджер урлă çыхăнăва тухни:

 - Мошенниксем калаçăва мессенджерсем урлă йĕркелеме тăрăшаççĕ.

 - Телефон номерне ан пĕлтерĕр, сайтăн чатĕ урлă çеç çыхăнăва тухăр.

7.Тÿлев валли е информаци пăхма ссылка ярса пани:

 - Иккĕленÿ çуратакан ссылкăсем тăрăх ан куçăр, ан кĕрĕр.

  1. Ĕç шыраса тупма пулăшу:

 - Палламан çынсем пĕр-пĕр ĕç сĕнсен тимлĕ пулăр.

 - Документсен кописене ярса ан парăр, укçа ан куçарăр.

Çапла сутăçăн профильне тĕпчĕр, таварсен хакне танлаштарăр, пĕлтерĕвĕн сайчĕ урлă çеç çыхăнăва тухăр. Енчен те эсир мошенниксен аллине лекрĕр пулсан, çакăн çинчен сайт тата банк администрацине, хăрушсăрлăх службине пĕлтерĕр.  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: