Çул-йĕр çинчи правилăсене шкул çулне çитичченхи ÿсĕмрен пуçласа вĕрентни çеç хăрушлăхран асăрханма пулăшĕ. Ачаран илнĕ хăнăхусем, пĕлÿсем уйрăмах асра юлаççĕ, унсăр пуçне пурнăç йĕркине кĕрсе пыраççĕ. Вĕсене пăхăнасси вара кирлĕлĕхе çаврăнать. Ача палăртнă йĕркесене пăхăнтăр тесен вĕсене кашни кунах аса илмелле, ашшĕ-амăшĕн хăйсен ырă тĕслĕх кăтартмалла. Çул-йĕрпе транспорт инкекĕнчен асăрханасси - общество умĕнче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри.
Çÿлерех асăннă ыйтусене шута илсе Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ялĕнчи ача сачĕн ĕçченĕсем «Пĕчĕк çул çÿревçĕсем» вĕрентÿпе информаци проектне пурнăçа кĕртрĕç. Проект витĕмĕпе тематика хăнăхăвĕсем, «Пирĕн хăрушсăр урам», «Светофор», «Çул-йĕр паллисене пĕлсен çирĕппĕн утăн!», «Транспорт çинчи йĕркесем» тематика занятийĕсемпе çул-йĕр çинчи правилăсене пăхăнасси пирки калаçусем, çавăн пекех «Хĕрлĕ, сарă, симĕс», «Çерçисемпе автомобиль» хускануллă вăйăсем ирттертĕмĕр, О.Бедаревăн «Хăрушсăрлăх азбуки», О. Тарутинăн «Мĕн валли пире светофор?», Т. Шорыгинăн «Çул çÿрев правилисем пирки юмах», С. Михалковăн «Манăн урам» илемлĕ литература хайлавĕсене вуларăмăр, «Смешарики» мультфильмăн «Хăрушсăрлăх азбуки» серийĕсене пăхрăмăр. Шкул çулне çитичченхи ачасем «Тĕрĕс - тĕрĕс мар», «Автомульти», «Çапла, çапла мар», «Юрать - юрамасть» дидактика, калаçу вăййисем вылярĕç, çул-йĕр паллисене пĕлчĕç. Тухăçлă ĕç-хĕл занятийĕнче ачасем светофор ÿкерчĕç.
Проекта вĕçленĕ хыççăн «Светофор патне хăнана» кану иртрĕ. Шăпăрлансем хăнăхусене хускануллă вăйăсемпе, эстафетăсемпе çирĕплетрĕç. Ачисене çул-йĕр правилисене вĕрентес ĕçре пулăшас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕсем валли канашлу сехечĕсем йĕркелерĕмĕр.
Тĕрлĕ формăллă мероприятисене пурне те туллин, планпа килĕшÿллĕн ирттертĕмĕр. Вĕсем ачасене малашлăхра çул-йĕр çинчи правилăсене вĕренме хавхалантарĕç.
Елена ГРИГОРЬЕВАПА Алена СОЛОДСКАЯ воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ.