Ăшă çанталăк юхан шывсенчи пăр хăвăрт ирĕлме пуçлани патне илсе çитернĕ.
Çÿхе пăрăн пĕрремĕш «парни»
Хăтаруçăсем инкек сиксе тухассине асăрхаттараççĕ: сывлăш температури çуркуннехи пекех, лару-тăру çивĕчленет. Инкеклĕ лару-тăру министерствинче республикăра пурăнакансене, уйрăмах пулăçăсене, сиксе тухакан хăрушлăха тĕрĕс хак пама ыйтаççĕ.
Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа регионти юхан шывсенче ултă çын путса вилнĕ. Юлашки пăтăрмах çак кунсенче Ишимбай районĕнче пулса иртнĕ. Хăрушлăха пăхмасăр - кăвак пăр, путăксем – вырăнта пурăнакан çын Шуратăл çине пĕччен пулă тытма кайнă. Шел пулин те, пăр унăн йывăрăшне тÿсеймен, арçын шывра путса вилнĕ. Унăн ÿтне водолазсем шыв тĕпĕнчен çĕкленĕ.
Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Павловски водохранилищĕре тепĕр инкек пулса иртнĕ. Телее, ун чухне вилекенсем пулман. Канакансен ушкăнĕ снегоходсем çинче ярăннă. Юхан шывăн варринче пăр ытла та çÿхе пулнă, машинăсенчен пĕри шыв айне анса кайнă. Снегоход путнă пулсан, водителе юлташĕсем çăлса хăварма ĕлкĕрнĕ.
Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем çакна асăрхаттараççĕ: сивĕ хĕлле те тухса çÿреме ирĕк паман юхан шывсемпе кÿлĕсем çине кайма юрамасть. Шыв хăвăрт юхнă, уçă та тарăн вырăнсенче, шурлăхлă çырансенче, кĕперсем айĕнче, хăмăшсемпе ытти ÿсен-тăрансем ÿсекен вырăнсенче пăр ҫителĕклĕ таран шăнмасть.
Ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр
Час-часах шăнса ларнă юхан шывсем патĕнче ашшĕ-амăшĕсĕр çÿрекен ачасем инкеке лекеççĕ. Пĕчĕккисене пăр хăй патне илĕртет. Вĕсем çак илĕртÿллĕ япала мĕнле хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнланмаççĕ. Ачасем выляççĕ, пăр çинче ярăнма хăюлăх çитереççĕ, тепĕр минутран шыв айне пулаççĕ. Мĕншĕн тесен пĕрре пăхсан çирĕп пăр катăкĕсем ванаççĕ, пĕр-пĕрин çумне пырса çапăнаççĕ те çаврăнса каяççĕ.
Çакăн пек лару-тăрура аслисен пĕчĕккисене пĕччен хăвармалла мар, вĕсемпе хăрушсăрлăх правилисене час-часах аса илмелле. Туссенчен хăшĕ-тĕр пăр айне пулсан, ача хăраса килне чупмалла мар, пулăшу ыйтса хыттăн кăшкăрмалла, хăтаруçăсене 112 телефонпа шăнкăравламалла.
– Çÿхе пăр хăрушлăхĕ акă мĕнре: вăл сасартăк, пĕр самантрах çын айĕнче ванма пултарать, – теççĕ хăтаруçăсем. – Юхан шывăн пĕр вырăнĕнче темĕн чухлĕ çын пуçтарăнма кирлĕ мар. Ун тăрăх чупма та, сикме те юрамасть.
Çÿхе пăр сĕт пек пăтранчăк, сăрă тĕслĕ. Кăпăш пăр уйрăмах хăрушă, вăл çуркаланмасăрах ванать.
Ачасем мĕн тума юраманнине пĕлмелле: юхан шыв е кÿлĕ çине тухма; пăр капланчăкĕсем пуçтарăнакан юхан шывсем çывăхне пыма; чăнкă çыран хĕрринче тăма; кĕперсемпе пĕвесем çинче пуçтарăнма; пăр капланчăкĕсем çывăхне пыма тата пăр татăкĕсене çырантан тĕртсе яма; шыв тарăнăшне виçме; пăр тăрăх çÿреме тата ун çийĕпе ярăнма.
Хăрушсăрлăхăн тĕп правилисем
Правилăсене ачасем кăна мар, çитĕннисем те пĕлмелле, пăхăнмалла. Виçĕ кун хушши ăшă çанталăк тăрсан пăр хăйĕн çирĕплĕхĕн пĕрре тăваттăмĕш пайне çухатать, вăл кăпăшка пулса тăрать. Аялтан ăна шыв çиет, çиелтен хĕвел ирĕлтерет. Çавăнпа та ăшă кунсенче шăпана тĕрĕслеме, пăр çине тухма кирлĕ мар. Енчен те çанталăк сивĕтрĕ тата эсир пулă тытма кайма шут тытрăр пулсан, хăрушсăрлăхăн тĕп правилисене пăхăнăр: пăр çителĕклĕ хулăнăш пулнине ĕненĕр (пĕр çынна чăтма пултаракан пăр хулăнăшĕ 10 см пулмалла, ушкăншăн – 15 см та кая мар); ÿт йывăрăшне тĕрĕс пайласа, васкамасăр, вăрт-варт хусканусем тумасăр утăр; ушкăнпа пынă чух пĕр-пĕрин хушшинче 5-6 метр хушу тытса пырăр; пăр хĕрринчен тытăнас тесен аллăрсем пушă пулмалла.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.