Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Майӑн 2025, 11:00

Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?

Çуллахи каникулсене ачасен канăвне, вăйăсене, тĕрлĕ йăпану валли уйăрнă. Аслисен ачасен çуллахи канăвĕ ырă аса-илÿпе юлтăр тесен ытларах мĕн çине тимлĕх уйăрмалла-ха?

Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?

Чÿречесене уçă ан хăварăр!
Пÿлĕме уçăлтарнă чух ачана тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Çывăракан ачана килте пĕччен ан хăварăр. Чÿрече çине фиксаторсем çирĕплетĕр. Сĕтел-пукана кантăкран аяккарах куçарăр. Ачана чÿрече умĕнче выляма ирĕк ан парăр.
Ачана хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарăр
Хулара çухалса кайсан вырăнта тăр. Ют çын чĕнсен те унпа, ун машини çине ларса ан кай. Пулăшу ачаллă хĕрарăмран, полицейскинчен, лавккари сутуçăран ыйт. Ачан ашшĕпе амăшĕн телефон номерĕсене пăхмасăр калама пĕлмелле. Ачапа пысăк суту-илÿ центрне, вокзала, аэропорта каятăр пулсан кĕсйине хăвăр телефонăрсене çырнă хут чикĕр. Çухалса кайсан телефонпа калаçнă чух ача хăй калаçмаллине пепкĕре асăрхаттарăр. Усал çын: «Аннÿ сана илсе кайма хушрĕ», – тесе улталаса хăйĕнпе илсе кайма пултарĕ.


Вăрманта çухалса кайсан
Хăвăрпа ачăр хушшинче кам ăçта кайнине яланах пĕлтермелли йĕркене çирĕплетĕр. Ăçта каясси пирки, çав вăхăтра ăçта пуласси, хăш вăхăтра таврăнма палăртнине пĕр-пĕрне ялан пĕлтерĕр. Вăрмана кайма шутланă чух çутă тĕслĕ тумтир тăхăнăр. Телефон зарядки тулли пулмалла. Рюкзака ĕçмелли шыв, апат хурăр, шăхлич илĕр. Ачана ватă çынпа вăрмана ан ярăр.
Ачан мĕн çинчен пĕлмелле? Аташса кайрăн пулсан вырăнта юлмалла, ашшĕ-амăш патне телефонпа шăнкăравламалла. Мобильлĕ çыхăну пулмасан шăхличпе шăхăрмалла е патакпа йывăçа шаккамалла. Пĕлмен çырла-кăмпана çимелле мар. Штаб тумалла, типĕ çулçăсемпе туратсем сармалла. Шыракансен, çынсен сассине илтсен кăшкăрса хуравламалла (никам та сана аташса кайнишĕн ятламĕ). Вăрманта аташса кайсан ют çынсенчен те пулăшу ыйтма юрать.

Шыври хăрушлăхсем
Официаллă, хăрушлăхсăр тата тасатнă пляжсенче çеç шыва кĕрĕр. Пĕлмен çĕрте шыва ан чăмăр. Ачасене пĕр минута та тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Ача ишме пĕлмест пулсан ун çинче хăтармалли çанăсем, жилет пулмалла. Вĕрсе хăпартнă матрассемпе усă курмалла мар. Хĕвеллĕ кун пуçа тăхăнмаллисĕр çÿреме юрамасть.

Çул çывăхĕнче ан выльăр
Çулпа юнашар тупăлла е урăх вăйă выляма питĕ хăрушă. Водитель хăй машинине тăруках чараймĕ, çавăнпа та çуран каçмалли вырăна чупса ан тухăр. Малтан сулахаялла, унтан сылтăмалла пăхăр, çывхаракан автомобиль пуррипе çуккине асăрхăр. Урам варрине роликпе, скейтпа, квадроциклпа, питбайкпа тухма юрамасть. Çул урлă каçнă чух велосипед, самокат çинчен анса вĕсене тĕртсе çуран каçмалла. Велосипедпа пыракан çын «зебра» çине хăвăрт сиксе тухсан водитель машинине чарса ĕлкĕреймест. Велосипедпа, самокатпа, роликсемпе ярăннă чух экипировкăпа – шлемпа, чĕр куççисемпе чавсасене тăхăнмаллисемпе, перчаткăсемпе – усă курăр.

Вут-çулăмпа ан выльăр
Шăрпăк-зажигалкăсем кил-çуртра ачасен ал айĕнче ан пулччăр. Ансат хускатмалли электрон приборсем те вĕсемшĕн куç умĕнче пулмалла мар. Халĕ республикăра пушара хирĕç кĕрешмелли режим йышăннă. Аслисен те, ачасен те кăвайт чĕртме ирĕк çук. Йĕркене пăссан штраф 20 пин тенкĕрен пуçласа 40 пин тенке çити тÿлеме тивĕ. Шăрпăкпа выляса пушар тухрĕ пулсан пытанма ан хăтланăр. Пушар пирки аслисене пĕлтерĕр, пушар сÿнтерекенсене чĕнсе илĕр.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Ачасене çуллахи хăрушлăхсенчен мĕнле сыхласа хăвармалла?
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас