Çулла пуçланчĕ çеç, çав вăхăтрах Пушкăртстанра 10 вырăнта вăрман пушарне шута илнĕ. ПР Вăрман хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсенчен çиччĕшĕ çынсем вут-çулăмпа тимлĕхсĕр пулманнипе çыхăннă, иккĕшĕ – çут çанталăк факторне пула тата тепри çулăм электричество линийĕнчен çĕр çине куçнипе пулнă. Пĕтĕмĕшле 25 гектар çинчи пурлăх кĕле çаврăннă.
Кашни çулах пушар тухас хăрушлăх апрель уйăхĕнче, юр кайса пĕтсе типĕ те ăшă çанталăк тăнă чухне, пуçланать. Кăçал та çаплах пулса тухнă. Çавна пула республикăри власть органĕсем апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа мĕн пушар хăрушсăрлăх лару-тăрăвĕ çитиччен вут-çулăмпа кĕрешмелли йĕркене пăхăнма сĕнеççĕ.
Пушарпа кĕрешмелли йĕрке тени мĕне пĕлтерет?
Ку вăл чăн малтан вут-çулăм хăрушлăхĕ пысăк пулнине çирĕплетет, çавна пулах хушма хăрушсăрлăх мерисене пурнăçлама тÿр килет. Сăмахран, çÿп-çап çунтаратăп тесе кăвайт чĕртме (хăвăн çуртупа пурăнакан вырăнта та) юрамасть, вăрманти уçланкăра шашлык хатĕрлеме те чарнă. Çак çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăннине пушар инспекторĕсем, лесничисем, вырăнти администраци ĕçченĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Вĕсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ, йĕркене пăсакансене штрафлаççĕ.
Пушарпа кĕрешмелли йĕркене пăхăнмалли тапхăр октябрь уйăхĕччен тăсăлать, анчах та çулла пуçламăшĕ, шăрăх тăнă кунсенче, чи çивĕч те асăрхануллă пулмалли вăхăт шутланать.
Виçĕ районта вăрмана кĕме чарнă
Çулла пушар хăрушлăхĕ темиçе хут ÿсет. Сывлăшри температура +30 градуса çитет, кĕтмен çĕртен вăйлă çил çĕкленет. Çакăн пек лару-тăрура вут-çулăм тухма пĕр чĕртнĕ шăрпăк пĕрчи е туртса пĕтереймен сигарет тĕпĕ çеç кирлĕ. Ун пек чухне «хĕрлĕ автана» лăплантарма питĕ те хĕн, çулăм пысăк хăвăртлăхпа сарăлать.
Статистика кăтартса панă тăрăх, ытларах чухне çанталăк тата ландшафт уйрăмлăхне пула пушарсем Урал леш енчи районсенче пулса иртеççĕ. Çак кунсенче регионти Вăрман хуçалăх министерстви виçĕ районта – Абзелил, Баймак, Бурзян – пушарпа кĕрешмелли йĕркене хушма хушусем (требовани) кĕртнĕ. Май уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен граждансене вырăнти вăрмансене çÿреме чарнă. Çак чару мери туристсемпе сунарçăсене те пырса тивет, унта автомобильпе е мотоциклпа та кĕме юрамасть. Вăрмана сыхлакансемпе ăна çитĕнтерекенсемшĕн çеç чару çук.
Енчен те вăрман пушарĕсемпе лару-тăру йывăрлансан, пĕтĕм республикипе çынсене вăрмана çÿреме чарма пултараççĕ.
Йĕрке пăсакансене мĕнле штрафсем кĕтеççĕ?
Пушар хуралĕн тата полици ĕçченĕсем, егерьсем кашни кунах вăрмансенче патрульте çÿреççĕ, йĕрке пăсакансене тĕл пулсан штрафсем çырса параççĕ. Юлашки çулсенче влаçсем асăннă сферăра йĕрке пăсакансене явап тыттарассине хытарнă. Сăмахран, пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăм режим вăхăтĕнче граждансене паракан административлă штраф виçи 40-50 пин тенкĕпе танлашать, юридици сăпачĕсемшĕн – 600 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран.
Патшалăх асăннă укçа-тенкĕпе пушарпа кĕрешмелли çĕнĕ техника туянать.
Республика вăрман пушарĕсемпе мĕнле кĕрешет?
Вут-çулăм ан сарăлтăр тесе вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ.
– Паянхи кун тĕлне специалистсем 8,5 пин патруль ирттернĕ, 280 пин çухрăм иртнĕ. Минераллă ярăмсен 4,5 пин çухрăмне йĕркеленĕ тата çĕнетнĕ, пушара хирĕç кĕрешессипе çыхăннă çĕр ытла аншлаг вырнаçтарнă. Унсăр пуçне халăхпа ĕçлессине те пысăк тимлĕх уйăратпăр: калаçусем, лекцисем ирттеретпĕр, – ăнлантарса панă ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов.
Унччен маларах республикăра çынсене васкавлă турттармалли автобуссем, вут-çулăмпа кĕрешмелли ранецсем, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса çÿремелли пушар резервуарĕсем туяннă. Вĕсем пушарпа кĕрешекен службăн уйрăмĕсенче сыхланаççĕ, кирлĕ пулсан вĕсене республикăн кирек хăш кĕтесне те илсе çитерĕç. Çут çанталăк стихийипе кĕрешме волонтерсене те вĕрентсе çитернĕ. Пĕр-ик çул каярах ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе Ка-32 пушарпа çăлав вертолечĕ туяннă. Унпа пушар сÿнтерме те, ейÿ вăхăтĕнче мониторинг ирттерме те пулать. Ытларах пушар тухакан районсенче мониторинг тума видеокамерăсем вырнаçтарнă. Çапла майпа асăннă мерăсене пăхăнни кăтартусем парать.
Питĕ пĕлтерĕшлĕ!
Енчен те эсир вăрман пушарне асăрхарăр пулсан ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин регионти диспетчер службине 8 (347) 218-14-14 е Пĕрлĕхлĕ вăрман хуралне 8 (800) 100-94-00 телефонсемпе шăнкăравлăр.
Çын айăпĕпе тухнă пушарсен сăлтавĕсем:
– кăвайт чĕртнĕ, анчах ăна начар сÿнтернĕ – вут-хĕмсем вĕçнĕ;
– типĕ курăк ăшне шăрпăк е сÿнтермен пирус тĕпĕсем пăрахнă;
– кĕленче савăт е кĕленче татăкĕ пăрахса хăварнă – вăл линза евĕр йĕри-тавра вут-çулăм кăларнă.
Шашлык ăçта ăшалама юрать?
Халĕ пушара хирĕç уйрăм режим ĕçлет, кăвайтсем чĕртме, парксемпе вăрмансенче, юхан шывсен хĕррисенче шашлык ăшалама юрамасть. Ăна дачăра е çурт çумĕнчи участокра хатĕрлеме пулать. Анчах кунта та правилăсене пăхăнмалла. Чăн малтан çанталăк мĕнле тăнине палăртмалла: çиллĕ пулсан (пĕр секундра 5 метр ытла çил вĕрсен) кун лайăхланасса кĕтмелле. Çил çук пулсан, мангал лартма вырăн хатĕрлĕр: çуртсенчен пилĕк метра аяккарах пăрăнăр, йĕри-таврари типĕ курăка пуçтарăр, шашлык ăшаламалли хатĕр йывăçсем айĕнче ан тăтăр. Инкекрен сыхланас тесен алă айĕнче огнетушитель, шывпа витре, ещĕкпе хăйăр пулмалла.
Юрий СНЕГОПАД хатĕрленĕ.