Çак кăтарту патшалăх автоинспекторĕсене тарăн шухăша ярать: çакăн чухлĕ çамрăк водительсем çулсем çинче нихăçан та пулман.
– Питбайксем, квадроциклсем, электросамокатсем, гироскутерсем туянасси халь питĕ те ансат. Вĕсене туянма нимĕнле закон та чармасть. Енчен те унччен ашшĕ-амăшĕсем ачисене хăйсене лайăх енчен кăтартнăшăн тетте, телефон илсе панă пулсан, халĕ – икĕ кустăрмаллă транспорт хатĕрĕ, – тет ПР Патшалăх автоинспекцин аслă инспекторĕ Линар Зиннуров полици майорĕ.
Законлăха сыхлакансен кăтартăвĕсем тăрăх, 16 çула çитмен водительсене пула 56 авари пулса иртнĕ. Вĕсенче икĕ ача вилнĕ, 53-шĕ аманнă. Çул-йĕр инкекĕсенче 11 пулăмра çул çитмен çамрăксем автомобиль рулĕ умне ларнă, 24 хут мототранспортпа пулнă. 24 авари пĕчĕк водительсене пула сиксе тухнă. Ачасем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене пĕр пин ытла шута илнĕ, çав шутра 83-шĕ ÿсĕрле руль умне ларнипе çыхăннă.
Парне вилĕм патне илсе çитерет
Питбайксемпе, мотоциклсемпе ярăнасси арçын ачасен киленĕвĕ шутланать. Хальхи вăхăтра çамрăксем социаллă сетьсем урлă хăйсен техникипе мухтанни тата тÿрĕ эфирсенче вĕсем пысăк хăвăртлăхпа вĕçтерсе çÿреме пултарнине кăтартни ытти çамрăксенче те ăна туянас кăмăл çуратать. Çапла майпа ашшĕ-амăшĕсене ÿкĕте кĕртсе питбайк е скутер туянма ыйтаççĕ, аслисем вара вĕсен кăмăлне пăсас мар тесе, хăйсем мĕнле хăрушă утăм тунине ăнланса илмесĕр, хирĕç пулмаççĕ. Кун пек транспорта регистраци ирттермелле мар, водитель удостоверенийĕ те ыйтмаççĕ. Законпа килĕшÿллĕн ача питбайкпа ятарласа хатĕрленĕ лапамра, пĕчĕк çулсем тăрăх çÿреме пултарать. Анчах та аслисен тепĕр япалана ăнланмалла – вăл хăçан та пулсан пурпĕр аслă, пысăк çул çине тухатех.
Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Калтасă районĕнче çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ, унта 14 çулхи икĕ ачан пурнăçĕ татăлнă. Çамрăксем каникула тăванĕсем патĕнче ирттернĕ. Вĕсенчен пĕрин питбайк пулнă. Тантăшсем ярăнса çÿреме шут тытнă, çав вăхăтрах техника хăвăртлăхне тĕрĕслесе пăхас тата çакна видео çине ÿкерес тĕллевпе шлем çине GoPro камера вырнаçтарнă та çула тухнă. Çак çулçÿрев вĕсемшĕн юлашки пулса тухнă. Аслă çул çине тухсан вĕсем «Лада Грантăна» пырса çапăннă. Çапăну хăвачĕ питĕ пысăк пулнă, çамрăксем сывă юлма пултарайман: водитель вырăнтах вилнĕ, пассажирăн чĕри васкавлă пулăшу машини çинче тапма чарăннă.
Тепĕр инкек Баймак районĕнче пулса иртнĕ. Вун çичĕ çулхи çамрăксем алкоголь напитокĕ ĕçнĕ хыççăн питбайк илсе ярăнма кайнă. Симĕс çĕлен «сĕрĕмĕ» тата тивĕçлĕ хăнăху çуккипе питбайк çинче ларса пыракан пассажир ÿксе юлнă. Çамрăк водитель пăтăрмах вырăнĕнчен тарса çухалнă, анчах та ăна каярах тытса чарнă. Унăн юлташне больницăна ăсатнă, вăл унта пилĕк кунран сурансене пула вилнĕ.
Руль умне ултă çулта ларнă
Енчен те çул çитмен ача ашшĕ-амăшне мототранспорт туянма ÿкĕте кĕртет пулсан, пĕчĕк шăпăрлансене аслисем хăйсем руль умне лартаççĕ. Кăçал çул-йĕр инспекторĕсем тытса чарнă чи çамрăк водитель ултă çулта пулнă. Çак кунсенче çакăн евĕр тепĕр пулăм пулса иртнĕ. Гафури районĕнче йĕрке хуралçисем сакăр çулхи ачана мини-питбайк (ăна ашшĕ туянса панă) рулĕ умĕнче асăрханă. Пакунлă çынсем унăн ашшĕ-амăшне ăна транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларма ирĕк панăшăн административлă явап тыттарма протокол çырнă. Халĕ аслисен 30 пин тенкĕ штраф тÿлемелле пулĕ. Питбайка штрафтăраткăча (штрафстоянка) ăсатнă. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсене ачине тивĕçлĕ воспитани паманшăн тĕрĕслев материалĕсене çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссине ярса панă.
Шăпăрлан, руль умне ан лар!
Май уйăхĕнче республикăри Патшалăх автоинспекцийĕн инспекторĕсем «Шăпăрлан, руль умне ан лар!» («Не рули, малай!») социаллă акци пуçарса янă. Ăна паянхи кун çивĕч тăракан ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрас тĕллевпе йĕркеленĕ.
– «Руль умне ан лар» тенĕ чухне эпир ачана руль умне ларма чаратпăр. Çакăн пек майпа ытти аслă ÿсĕмри çынсене хăйсен ачисене чарма, çÿлерех каланине асра тытма ыйтатпăр, – тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанăн тĕп автоинспекторĕ Владимир Севастьянов.
Юрий СНЕГОПАД хатĕрленĕ.