«Камшăн усăллă пулнине шырăр»
Эпир кашни кун кулленхи пурнăçпа пурăннă май, чылай чухне кам-тăр пирĕн пурнăçа ырă мар улшăну кĕртме пултарни çинчен шухăшламастпăр та. Анчах хăрушлăх юнашарах иккен. Республикăри прокуратура кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанра 41 теракт тăвассине тупса палăртса вĕсене сирсе яма пултарнă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 46% нумайрах пулать. Çавăн пекех экстремистла ĕçсен шучĕ те ÿснĕ. Экспертсем çакăн пек хастарлăх ют çĕршывсенчи ятарлă службăсем тухăçлă ĕçленине пула пурнăçа кĕрет тесе çирĕплетнĕ.
– Вĕсем Украинăра йĕркеленĕ пĕрлĕхсемпе информаципе психологи центрĕсем урлă Раççейри лару-тăрăва начарлатас тесе пысăк кампани пуçланă: неонацистсен шухăшне пропагандăлаççĕ, обществăлла вырăнсенче йĕркесĕрлĕх тума, диверсисемпе терактсем пуçарма тăрăшаççĕ, интернет урлă Раççей гражданĕсене вербовкăлама майсем шыраççĕ, – çирĕплетет ПР прокуратурин экстремизпа кĕрешекен пайăн аслă прокурорĕ Татьяна Овчинникова.
Кăçал йĕрке хуралçисем ятарлă çар операци пирки суя информаци саракан тата Раççей çарне сумсăрлатакан 650 ытла сайта хупса лартнă.
Кирек мĕнле хыпарпа та тимлĕ паллашăр тата ăна пĕлсе хак парăр
Усал шухăшлă çынсем наци республикисем патне уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Мĕншĕн тесен кунта лару-тăрăва пăлхатма çăмăлрах тесе шутлаççĕ.
– 2024 çулта Пушкăртстан ют çĕршывсенчен килекен информаци атакипе малти виçĕ регион шутне кĕнĕ. Пурĕ 960 информаци çитнине палăртнă. Çак кăтартусемпе эпир Чечен Республикипе Дагестана çеç ирттерсе янă. Ку вăл питĕ пысăк тиев. Атăлçи федераллă округра эпир пĕрремĕш пулса тăнă, – пĕлтерет ПР Культура министерствин гуманитари тĕпчĕвĕн центрĕн директорĕ Марат Марданов.
Раççее курайман çынсем тĕрлĕ чее мелсемпе усă кураççĕ: социаллă сетьсенче историне пăсса, суйса çырса кăтартакан текстсемпе сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ нацисен представителĕсем хушшинче хирĕç тăрусем йĕркелеççĕ. Çавăнпа та кирек мĕнле хыпара та пĕлсе хак парăр, пĕр-пĕр йышăну тунă чухне ултав серепине лекес мар тесен тĕплĕн шухăшлăр.
Ачасене ытларах шанаççĕ
Террористсен аллинче уйрăмах ачасем çăмăл инструмента çаврăнаççĕ. Çамрăк ăрăва вĕсем социаллă сетьсем урлă çăмăл майпа укçа ĕçлесе илме пур тесе илĕртеççĕ. 5-15 пин тенкĕшĕн çул çитмен ачасем преступлениллĕ ĕçсем тăваççĕ, кайран ирĕксĕр тăрса юлаççĕ. Аса илтеретпĕр, диверси тунăшăн тата теракт йĕркелеме хăтланнăшăн 20 çула çити тĕрмене хупма пултараççĕ. Провокаторсем кĕсъе телефон вышкисене, заводсемпе чукун çул объекчĕсене чĕртсе яма хĕтĕртеççĕ, çапла майпа мирлĕ çынсене вĕлерес çул çине тăратаççĕ. 2024 çулта республикăра Ĕпхÿре тата Ишимбай районĕнче транспорт обьекчĕсем çинче диверси тунине, Ĕпхÿре тата Ĕпхÿ районĕнче кĕсъе телефонĕн вышкисене, тĕп хулара автомобиле вут чĕртсе янине тупса палăртнă. Çавăн пекех Нефтекамскпа Ĕпхÿре çар мухтавĕн символĕсене тата Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисене асăнса лартнă палăка ирсĕрлесе чыссăрлатнине, хур тунине шута илнĕ.
Çемьере инкек сиксе ан тухтăр тесен аслисен çакăн пирки хăйсен ачисемпе калаçу ирттермелле, социаллă сетьсенчи палламан çын мĕн те пулсан тума ыйтни питĕ хăрушă пулнине ăнлантарса памалла. Ача кампа хутшăнура пулнине, вăл мĕнпе кăсăкланнине, мĕнле сайтсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрăр.
Преступниксем витĕм кÿнипе ача «тарăн çырмана» лекме пултаракан тепĕр саманта та палăртса хăвармалла – «Колумбайн» и «Маньяки. Культ убийц» юхăмсем (вĕсене террористла пĕрлĕх тесе палăртнă, Раççейре ĕçлеме чарнă) хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Кунта çул çитмен ачасене психологи енчен ÿкĕте кĕртеççĕ, унтан йывăр преступлени тума хĕтĕртеççĕ. Иртнĕ çул йĕрке хуралçисем скулшутингпа (шкул ачисем çине çĕçĕпе е хĕç-пăшалпа тапăнни) кăсăкланакан 30 тĕслĕхе уçса панă. Телее, вĕсен кăсăкланăвне вăхăтра лăплантарнă.
Укçасăр тата чипер ăс-тăнсăр тăрса юлнă
Паянхи кун терроризм тата мошенничество – пĕр сăнчăрăн ункисем (сыпăкĕсем). Малтан ултавçăсем çынсенчен илĕртсе укçа кăлараççĕ, кайран диверси тума хистеççĕ. Мошенниксен серепине тĕрлĕ çĕрте лекме пулать: паллашу сайтĕнче, хăвăрăн пĕр-пĕр япалăра сутнă чухне е пĕлтерÿри каçупа (ссылка) кĕрсе. Çын хăй перекетленĕ укçасăр тăрса юлсан, усал шухăшлă çынсем хăйсене ятарлă служба ĕçченĕ пек кăтартаççĕ: аферистсене тытса чарас ĕçре пулăшма шантараççĕ, хушнă ĕçе пурнăçласан укçине тавăрса пама сăмах параççĕ. Тепĕр чух тăванусемпе çывăх çыннусене вĕлерессипе те хăратаççĕ. Вĕçĕнче вара инкеке лекнĕ çынсем вĕсенчен вăл е ку объекта мĕнле вут чĕртмелли е диверси тумалли çинчен инструкци илеççĕ. Çын сехĕрленнине тата ăнланмалăха пула ирĕксĕрех хушнă преступление пурнăçлать.
Çакăн пек лару-тăрăва лекес мар тесен, кирек мĕнле хыпара та тимлĕ те асăрханса йышăнăр. Палламан çынсен шăнкăравĕ çине хурав пама ан васкăр. Енчен те мошенниксен серепине лекрĕр пулсан инкек çинчен çийĕнчех полици уйрăмне пĕлтерĕр.
Юрий СНЕГОПАД хатĕрленĕ.