Террористсем çын нумай пухăнакан вырăнсене суйласа илни те, тĕрлĕ митингсемпе демонстрацисене хутшăнасран асăрханмалли те пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Эпир хуçасăр япаласене алла илме юраманнине те ачасене аса илтерсех тăратпăр. Анчах асăрханнинчен ырри çук. Инкек яланах кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултарать.
Иккĕленÿллĕ лару-тăрăва, çынсене асăрхарăр пулсан тÿрех çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле:
Пушкăртстан Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешекен комисси – 8 (347) 233-44-55
Пушкăртстан Республикин прокуратурин шанăç телефонĕ – 8 (347)272-16-25 (ĕç вăхăтĕнче), 8 (347) 272-71-42 (канмалли кун)
РФ Федераллă хăрушсăрлăх управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ: 8 (347)251-22-11.
Асăрхануллă пулар, терроризма алхасма ирĕк парар мар.