Пушкăртстан влаçĕсем «Башкиравтодор» чи пысăк çул-йĕр подрядчикĕ панкрута тухма пуçланине чарнă. Çакă Пушкăртстан пуçлăхĕпе вăй ведомствисенче ĕçлекенсем хутшăннипе пурнăçа кĕнĕ. Предприятин парăмсене тÿлесе татма, пилĕк пин ĕç вырăнĕ сыхласа хăварма, кăçалхи сезонра пуçланă ĕçсене вĕçлеме май тупăннă.
Предприятие «сыватни»
ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров предприятие мĕншĕн васкавлăн çăлма тивни пирки каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх, чылай вăхăт хушши «Башкиравтодорта» лару-тăру йывăр пулнă. Çавăнпа влаçсене хутшăнма, ăна «сыватассипе» чылай ĕç туса ирттерме тивнĕ. Çакă пулăшнă – çу варринчен пуçласа «Башкиравтодор» тупăш туса илме тытăннă, темиçе миллиард тенкĕпе танлашакан кредит портфелĕ йĕркеленнĕ. Парăмсем пуррипе предприяти мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе тăнă, вĕсене тÿлесе татассипе шанчăк çуралнă.
Рейдерсем ярса илме хăтланни
Малалла йăлана кĕнĕ рейдер тытăмĕн ÿкерчĕкĕсемпе тачă çыхăнса тăракан ĕç-пуçсем пулса иртнĕ. Кредит паракан пысăках мар организацисенчен пĕри ыйтнипе Пушкăртстанри Арбитраж сучĕ конкурс пирки йышăну тунă. Çапла майпа «Башкиравтодор» активĕсене йÿнĕ хакпа сутма тата пилĕк пин ĕçчене ĕçсĕр хăварма пултарнă.
Предприятири ĕç икĕ уйăха чарăнса тăнă. Сăмахран, Ĕпхÿри Пугачев урамне юсаса çĕнетесси, Ураксин Академик тата Высотная урамсен строительстви хăрушлăхра пулнă.
Ĕçе пуçарса яни
Йышăннă мерăсене пула аппеляци сучĕ йышăнăва пăрахăçланă. Судьясен коллегийĕ компанин резервĕсем тата вĕçленмен контракчĕсем пурри йывăр лару-тăруран тухма пулăшасса шаннă. Унсăр пуçне предприяти парăмсене татма пуçланă, çапла ĕçсем лайăхланнă. Судьясем ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварассине те шута илнĕ.
– Республика прокуратурипе Раççейри ФСБ управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмне пысăк тав. Çавăн пекех правительствăн аппаратне тата республикăри Транспорт министерствине тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тăватăп, – тенĕ Радий Хабиров. – Шалу енĕпе парăмсем пур. Çак çитменлĕхе тапхăррăн-тапхăррăн тĕп тăвăпăр. Халĕ предприяти ĕçлет. Ăна эпир никама та памăпăр. Лару-тăрăва йĕркене кĕртни, ĕçченсене ĕç укçи тÿлесе татни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çанталăк условийĕсем май панă вăхăтра ĕçе тухмалла.
Экспертсем мĕн шутлаççĕ?
Данияр Абдрахманов Обществăлла палатăн председателĕ:
– Асăннă лару-тăру экономика енчен кăна мар, социаллă хутшăнусен тĕлĕшпе хăй çине тимлĕх уйăрма хистет. Пилĕк пине яхăн ĕçчен ĕç вырăнне çухатман, çухатмĕç те. Унсăр пуçне темиçе уйăха чарăнса ларнă юсав ĕçĕсем малалла тăсăлĕç. Çакă вара республика çыннисен хăтлăхĕ.
Зульфия Гайсина ПР Пуçлăхĕ çумĕнче çынсен прависен енĕпе ĕçлекен Канаш председателĕ:
– Пирĕн республикăра «Башкиравтодор» тĕп çул-йĕр предприятине рейдер тыткăнĕнчен хÿтĕлеме май килчĕ. Икĕ уйăх хушши çул-йĕр сезонĕн тухăçлă тапхăрĕнче муниципалитетсем çулсене юсассипе çыхăннă контрактсене пурнăçламасăр тăрса юлнă. Республикăра пурăнакансем те, пурнăç пахалăхĕ те, системăна шанни те шар курчĕç. Лару-тăру лайăхланасса шанатăп. Предприятин ĕçне йĕркелессипе çыхăннă малтанхи утăмсене куратăп. Асăннă пулăм надзор органĕсем тата влаçсем пĕрле тачă çыхăнса ĕçленине курма май пачĕ.
Экономика, управлени тата бизнес институчĕн директорĕ Константин Гришин экономика наукисен докторĕ:
– Асăннă предприятирен транспорт инфраструктурин пахалăхĕ килет. Апла пулсан регионăн социаллă экономика аталанăвĕ те унпа çыхăннă. Предприятие республика харпăрлăхĕнче сыхласа хăварни – патшалăх регионăн çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвне витĕм кÿме пултарнине сыхласа хăварни. Активсем рейдер тыткăнне куçни пысăк инкек кÿме пултарнă.
Валерий Харисов адвокат:
– Республикăпа федераллă власть органĕсем право йĕркине сыхлакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçлени çакăн пек кăтарту тума май панă. Вĕсем команда тухăçлă ĕçлеме пултарнине çирĕплетрĕç.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.