Эпир çăлавçăсенчен килекен хыпара илме хăнăхнă. Унта вĕсем çанталăк начар тăни çинчен, республика территорийĕнче пилотсăр вĕçекен аппаратсем хăрушлăх кăларса тăратнипе тăратманни çинчен пĕлтереççĕ. Анчах нумайăшĕ Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерствин мобильлĕ приложенийĕ пурри пирки пĕлмеççĕ. Шăпах вăл сирĕншĕн харпăр хÿтĕлевçĕ пулса тăма пултарать.
1.«Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерстви» приложени
Асăннă сервиспа аслисем те, ачасем те усă курма пултараççĕ. Вăл çынра хăрушсăрлăх культурине йĕркелет: шыв хĕрринче каннă вăхăтра çын хăйне мĕнле тĕрĕс тытмалла, хамăра тата çывăх çынсене пушар хăрушсăрлăхĕпе мĕнле тивĕçтермелле, вăрманта мĕнле çухалса каймалла мар тата ытти те. Çавăн пекех мобильлĕ приложение хăрушă çут çанталăк пулăмĕсем, заводсенчи сиенлĕ газсем, пурнăçа е сывлăха хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан чирсем, пилотсăр вĕçекен аппаратсен хăрушлăхĕ тата вĕсенчен хÿтĕленмелли мелсем çинчен васкавлă хыпарсем килеççĕ.
Приложение мĕнле уçламалла?
Приложение RuStore, GooglePlay, AppStore онлайн-лавккасенче тÿлевсĕр уçлама (скачать) пулать. Вăл iOS тата Android операци системисенче тухăçлă ĕçлет. Çавăн пекех унпа пĕр чăрмавсăр айфонсемпе андроидсем çине уçласа усă курма май пур.
«Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерстви» приложени вăл – информаци ресурсĕ, вăлах йывăр лару-тăрура хамăра мĕнле тытмаллине аса илтерĕ. Кунта хăрушлăх сиксе тухсан хăвăра мĕнле тытмалли правилăсемпе тата харпăр хăй хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă сĕнÿсемпе паллашма, хăвăра тата пĕр-пĕрне пулăшмалли мелсене ăша хывма, васкавлă информаци çинчен калакан хыпарсене вăхăтлă илме пултаратăр.
Приложение уçланă чух вăл эсир ăçта пулнине автомат мелĕпе палăртма ыйтать. Çакă усă куракан ăçта пулсан та информаци унăн телефонне çиттĕр тесе кирлĕ. Сервис çын хăш ялта, мĕнле хулара пулнине палăртать, çавăнтах ăна актуаллă асăрхаттару ярса парать.
Настройкăсенче эсир хушма регионсене çырăнма пултаратăр. Çакă атте-анне пурăнакан хулара мĕн пулса иртнине пĕлсе тăма, вĕсене хăрушлăх çинчен вăхăтра систерме май парать.
Приложени тата мĕн тума пĕлет?
Приложенире пурнăçри тĕрлĕ ларусемпе çыхăннă асăрхаттарусем пур: сывлăш тревоги, вăрманта аташса кайсан, лифтра «тыткăна лексен», гаражра пушар тухсан тата ытти те. «Пĕрремĕш пулăшу» пайра çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшакан канашсене пухнă: çурăм шăммине хуçсан, наркăмăшлансан, çĕлен çыртсан, шăнăр туртсан тата ытти инкеке лекнĕ çынна сиен кÿмесĕр мĕнле пулăшу парасси пирки. «Турист ушкăнĕсем» пайра похода хатĕрленмелли, мĕнле хатĕр-хĕтĕр суйламалли, маршрута палăртмалли инструкципе паллашма пулать. Унсăр пуçне кунта турист ушкăнне регистрацилеме май пур. Çакă çăлавçăсене эсир ăçта пулнине пĕлме, кирлĕ пулсан хăтару операцине хăвăрт та тухăçлă йĕркелеме май пайрĕ.
2. «112 – Васкавлă пулăшу» приложени
Приложени васкавлă лару-тăрура çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшĕ. Унпа усă курса эсир çăлавçăсене васкавлăн чĕнсе илме, хăтару службин операторĕпе çыхăнăва тухма пултаратăр.
– «112» приложени урлă инкек пирки пĕлтерме, медицинăпа пушар, полици тата ытти васкавлă службăсен ĕçченĕсене чĕнтерме пулать. Çавăн пекех хăвăрпа çыхăннă информацие маларах çырса пĕлтерме май пур. Унсăр пуçне аташса кайсан служба диспетчерĕ эсир ăçта пулнине курĕ. Çакăн йышши информаци хăвăрт та тĕрĕс йышăну тума май парĕ, – каласа панă Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Кирилл Первов.
Çăлавçăсем пăтăрмах ÿкерчĕкĕпе паллашччăр тесе мобильлĕ приложени урлă фото тата видео ярса пама пулать. Çавăн пекех кунта юн ушкăнне, вăраха кайнă чирсемпе аллерги пуррине, мĕнле эмелсем ĕçнине палăртса çырмалли пай та пур.
Приложение мĕнле уçламалла?
«Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерстви» приложени евĕр «112» сервиса RuStore, GooglePlay, AppStore онлайн-лавккасенче айфонсемпе андроидсем çине тÿлевсĕр уçлама пулать.
Хальхи вăхăтра «112 –Васкавлă пулăшу» приложение республикăра пурăнакан пилĕк пине яхăн çын уçланă, «Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерстви» сервиса - 10 пине яхăн.
– Пĕр-пĕр хыпар янă чух мобильлĕ çыхăну начар ĕçлет, çавăнпа çынсем ăна кая юлса илеççĕ, – тенĕ регион ертÿçи Радий Хабиров. – Енчен те çын приложенипе усă курать пулсан, вăл пĕлтерĕве çав самантрах илет, кирлĕ йышăнусем тăвать. Çакă питĕ кирлĕ ыйту. Тĕллев – çынсене ăнлантарса парасси. Виçĕ хутчен пусмалла та система ĕçлет. Вĕсем пĕр самантрах пĕтĕм пĕлтерÿ системин пайташĕсем пулса тăраççĕ
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.