Асăрхаттарнă – апла пулсан хĕç-пăшалланнă
Çынсем инкек пирки асра тытчăр, хăйсене хăрушлăх ан кăтартчăр тесе юхан шывсем пăрпа витĕннĕ вăхăтра çăлавçăсем çулсерен «Çÿхе пăр» операци ирттереççĕ. Çак кунсенче, тĕслĕхрен, РФ Инкеклĕ ĕçсен ПР патшалăх комитечĕн специалисчĕсем Белорецк хулинчи пĕве çине тухса кайнă. Анчах кунта та унăн хулăнăшĕ çÿхе пулнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче шыв 7 см çеç шăнни паллă. Çынна чăттăр тесен вăл сахалтан та 10 см кая пулмалла мар. Çăлавçăсем вырăнти пулăçăсемпе калаçса вĕсене хăрушлăх пирки асăрхаттарнă.
Пулăçсем хăрушлăх ушкăнĕнче
Пулăçсем çÿхе пăрăн ултавĕ çинчен лайăх пĕлеççĕ, анчах та кашни кĕркунне сивĕсем пуçланичченех пулла каяççĕ. Нумайăшĕ ăнăçасса, хăйĕнпе япăххи пулмасса шанать. Анчах хăйне хăй ытлашши шанни инкек патне илсе çитерет. Кашни çитĕннĕ çын хăй пурнăçĕшĕн хăй яваплă. Пăр айне путас хăрушлăх пулсан пулă тытма тăхтаса тăмалла, ку вăхăта çемьепе пĕрле ирттермелле, хăвăра та, сире пулăшма килекенсене те хăрушлăха кĕртсе ÿкермелле мар.
Пăр çирĕпленсен те пулăçсен тимлĕ пулмалла. Хăвăрпа пĕрле йĕлтĕр патакĕ илмелле, вăл пăра тĕрĕслеме, путнă чухне тухма пулăшĕ, унпа усă курса хăвăра шывран кăларма меллĕрех пулĕ. Çавăн пекех 10-20 метр тăршшĕ çирĕп вĕрен илĕр. Çывăх çыннăрсене ăçта каяссине, хăçан таврăнма палăртнине асăрхаттарăр. Хĕллехи пулла пĕччен мар, юлташсемпе çÿреме хăрушсăртарах. Пăр тăрăх çутă вăхăтра çÿресе каялла малтанхи маршрутпах таврăнсан лайăхрах.
Ачасене хăрушлăх çинчен асăрхаттарăр
Ачасен, уйрăмах шыв хĕрринче пурăнаканнисем, шыв мĕнле хăрушлăх илсе килнине пĕлмелле тата ăнланмалла. Ачасем вилесси ытларах кил çывăхĕнчех юхса выртакан çырмара е кÿлĕре пулса иртет. Ашшĕ-амăшсем пĕрмаях ачисемпе юнашар пулаймаççĕ, çавăнпа та аслисемсĕр уçăлма тухакан ачан теорие лайăх пĕлмелле. Унăн çуркунне тата кĕркунне шыв çывăхне пыма, çирĕплĕхне тĕрĕслеме, ун тăрăх чупма тата сикме юраманнине ăнланмалла. Çÿхе пăрăн хăрушлăхĕ çакăнта – вăл çын йывăрăшне чăтаймасăр сасартăк тата самантрах ванма пултарать. Ачан хăрушă лару-тăрура хăйне тытма пĕлмелле: юлташĕсенчен кам та пулсан пăр айне анса кайрĕ-тĕк 112 телефон номерĕпе васкаса пулăшу чĕнмелле. Телефон çинче хăвăра тата ачăрсене «МЧС России» приложени вырнаçтарăр. Пĕрремĕш приложенире хăрушă лару-тăрура хăвăра мĕнле тытмалли пирки асăрхаттарнисемпе канашсем, хăвăр пĕлĕвĕрсене тĕрĕслемеллисем пур. «112» приложени çăлавçăсене хăвăрт чĕнсе илме пулăшать, хăтару службин операторĕпе чат йĕркелет.
Астуса юлăр!
! Пăр чăн-чăн сивĕсем пуçлансан тин çирĕпленет.
! 10 см хулăнрах пăр çеç хăрушсăр шутланать, вăл сывлăш температури вунă кун хушши -10 градусран кая мар пулсан çеç çирĕпленет.
! Шыв-шур урлă ятарлă пăр каçăсем тунă вырăнтан çеç каçмалла. Вĕсем çук пулсан пăр çирĕплĕхне патакпа тĕрĕслĕр.
! Пăр шыв хăвăрт юхакан, çăл тапса тăракан вырăнсенче, йывăçсемпе тĕмескесем йĕри-тавра çирĕпех мар. Çавăн пекех çыран хĕрринче те пăр хулăн мар.
Пăр айне анса кайнă çынна мĕнле пулăшмалла
1. Вăрăм патак, кантра, пиçиххи, тумтир илĕр, пĕр-пĕрин çумне çыхăр.
2. Асăрханса, аллăра сарса путакан патне шăвăр.
3. Анса кайнă вырăна çитиччен 3-4 метр юлсан патак тăсса парса кантра ывăтса парăр.
4. Аллăра ан парăр, хăвăр та анса кайма пултаратăр.
Хăтарнă хыççăн мĕн тумалла
– Алкоголь ан парăр, ку – пурнăçшăн хăрушă!
– Йĕпе тумтире хывса ÿт-пĕвне хĕреличчен сăтăрăр.
– Вĕри чей парăр.
– Васкавлă пулăшу чĕнтерĕр.
Инкек пулса иртрĕ-тĕк пĕр тăхтаса тăмасăр 112 номерпе шăнкăравлăр.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.