Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
11 Кӑрлач , 15:00

Мĕншĕн хĕлле кил-çуртра час-часах пушарсем пулаççĕ?

Çанталăк сивĕтме пуçласанах хăтару службисем пушар шучĕ ÿснине шута илеççĕ. Вăтамран çак ÿсĕм 30% танлашать.

Мĕншĕн хĕлле кил-çуртра час-часах пушарсем пулаççĕ?
Мĕншĕн хĕлле кил-çуртра час-часах пушарсем пулаççĕ?

Экспертсем ăнлантарса панă тăрăх, час-часах пушарсем газ тухнипе пулаççĕ. Пĕрисем ăшăнас тесе плита хускатаççĕ те ун çинчен манса каяççĕ. Ватă çынсен уйрăмах тимлĕ пулмалла: вĕсем конфоркăсене уçма, анчах та газа чĕртме манса кайма пултараççĕ. Теприсем хваттере газ баллонĕсем илсе кĕреççĕ, çакна вара пачах та тума юрамасть. Газ тухас пулсан инкекрен хăтăлаймăн, мĕншĕн тесен килте ялан çутмалли çăлкуç тупăнать – тĕслĕхрен, çутă çутасси, сигарет туртни пулать.

Ăшăтмалли хатĕрсемпе асăрхануллă пулмалла
Сивĕсем пуçлансан пÿлĕмри температурăна ăшăтмалли хатĕрсемпе (хăш чух пĕррепе çеç те мар) ÿстерес кăмăл çуралать. Анчах та ун чухне электричество сечĕн пысăкрах тиевпе ĕçлеме тивет. Хальхи çуртсенче хÿтĕлев автомачĕсем пур: ăшăтмалли приборсем сете ытлашши тиев кÿрсен вĕсем хăй тĕллĕн сÿнеççĕ. Анчах та кивĕ çуртсенче пралук начар, хÿтĕлев автомачĕсем çук, çавăнпа та ăшăтмалли приборсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ăшăтмалли хатĕрсене заводра туса кăларнисене туянмалла. Чи хăрушсăррисем çупа ĕçлекеннисем, унтан спиральлисем шутланаççĕ.
Ăшăтмалли хатĕрсене чÿрече каррисенчен, сĕтел-пуканран инçерех вырнаçтарăр. Куçран ан вĕçертĕр!

Зарядкăна çĕрлене сÿнтерĕр
Ăшăтмалли приборсемпе танлаштарсан зарядка вак-тĕвек пек çеç туйăнать. Анчах та пушарсем аккумулятор зарядкисене, пауэрбанксене, пылесос-роботсене пула та пулаççĕ. Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерстви хăйсен статистикине илсе кăтартнă: зарядкăна лартнă аккумулятор батарейисене пула çĕршывра кунне 3-10 пушар тухать. Çавăнпа та телефона çĕрĕпе провод çинче тытма юрамасть.

Кăмакана сăнаса тăрăр
Статистика тăрăх хĕллехи пушарсен 80% уйрăм секторта пулса иртет. Хăш-пĕр çуртсенче хуçисем халиччен кăмака хутса пурăнаççĕ, анчах та асăрханулăх çинчен манса каяççĕ.
Хĕл умĕн кăмакана тĕрĕслемелле, юсамалла, шуратмалла, мăрьене хăрăмран тасатмалла. Кăмакана хитрелĕхшĕн çеç мар, çурăксене асăрхас тесе те шуратмалла: юсавсăр пулсан шурă çĕрте тĕтĕм йĕрĕ лайăх курăнать. Вут чĕртмелли шăтăк умне 70х50 см виçеллĕ тимĕр калай хумалла. Кăмакана ытлашши ан хĕртĕр, ăна чĕртме нихăçан та бензин, краççын тата ытти хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе усă ан курăр.
Çуртри пĕчĕк ачасем пушар хăрушлăхĕ, вут-çулăм сиксе тухсан мĕн тумалли, ăçта шăнкăравламалли çинчен пĕлмелле.

Пÿлĕмре ан туртăр
РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри патшалăх комитечĕн председателĕ Кирилл Первов пушар инкекне лекекенсен социаллă портретне сăнланă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вĕсем пĕччен пурăнакан, алкоголь шĕвекĕсене ĕçекен, час-часах пÿртре туртакан 50 çултан иртнĕ арçынсем шутланаççĕ.
Килте пушар çинчен систерекен хатĕрсемпе (пожарные извещатели) усă курăр. Вут-çулăм тухас пулсан вĕсем хытă сас кăларса хыпарлĕç. Асăннă приборти батарейсене вăхăтлă улăштарма ан манăр.

 

Килти вут-çулăма мĕнле сÿнтермелле?

* Кухньăри ал шăллине вут хыпсан çийĕнчех раковинăна пăрахăр, шыв сапăр. Раковина аякра пулсан, ал шăллин çунакан кĕтесне ывăспа, кастрюль хуппипе е ал шăллин çунман пайĕпе хупласа сÿнтерĕр.
* Çатма çинчи çу çунма пуçларĕ пулсан хупкăчĕпе хупăр та плитана сÿнтерĕр. Çатмана йăтма, шыв яма юрамасть: çунакан çу сирпĕннипе алла, пите пĕçертме тата вут хыпма пултарать.
* Çÿп-çап витри, карçинкки, курупка е почта ещĕкĕнчи хаçатсем çунма пуçласан шыв илсе килсе сапмалла.
* Хваттерте çутă пралукĕн изоляцийĕ çуннă шăршă сарăлма пуçласан пĕтĕмĕшле электричество автоматне сÿнтерĕр. Хваттерти электричествăна сÿнтермелли вырăна аслисен те, шкул ачисен те пĕлмелле.

2025 çулта республикăра 7200 пушар пулса иртнĕ. Вĕсенче 183 çын вилнĕ, çав шута 12 ача кĕрет.

Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас