Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
30 Кӑрлач , 09:00

Автомобиль туяннă чух икĕ миллион тенкине çухатнă

Арçынна мошенниксем улталанă.

Автомобиль туяннă чух  икĕ миллион тенкине çухатнă
Автомобиль туяннă чух икĕ миллион тенкине çухатнă

Иртнĕ çул 46 çулхи арçын пĕр ятарлă приложенире автомобиль сутни çинчен хыпар тупнă. Палăртнă телефонпа шăнкăравласан çыхăнăва фирмăра ĕçлекен хĕрарăм тухнă, арçын ăна паспорт копине ярса панă, имӗш, таможня тăкакĕсене тӳлеме тесе палӑртнӑ банк счечӗ ҫине çур миллион ытла тенкĕ куҫарнӑ. Кăшт вăхăт иртсен Ĕпхÿ çыннине автомобиль хакĕн юлашкине – тата 1,5 миллион тенке – куçарса пама васкатнă. Арçын сутăçсемпе маларах калаçса татăлни пăрахăçа тухассинчен шикленсе ыйтнине пурнăçланă.
Анчах та çывăх вăхăтра тата тÿлевсем тупăннă, утилизаци тăкакĕсене тÿлеме 660 пин тенкĕ кирлĕ пулнă имĕш. Арçын укçана куçарса пама килĕшмесен ăна суя документсем ярса панă: акăлчан чĕлхипе çырнă суту-илÿ контракчĕ, транспорт платформи çинчи автомобиль сăн ÿкерчĕкĕсем тата ытти хутсем. Туянакан машинăна хăй куçĕпе курма ыйтсан ултавçăсем виза çырмалла тесе ĕнентернĕ, унтан чикĕри тÿлевлĕ парковкăшăн пысăк штрафсемпе хăратнă. Çĕнĕ çул хыççăн арçын аферистсен капкăнне лекнине ăнланнă, полицие заявлени çырса панă.
Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем регионта пурăнакансене интернет урлă тавар туяннă чух тимлĕ пулма, палламан çынсене харпăр даннăйсене ярса памасса, иккĕленÿ çуралсан çыхăнăва татма асăрхаттараççĕ.
Инга ВАСИЛЬЕВА.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас