– Наталья Георгиевна, буллинг ахаль хирĕçÿрен мĕнпе уйрăлса тăрать?
– Буллинг вăл – пĕр-пĕр çын е ушкăн теприне юриех тапăнни. Инкек тÿсекенĕн хăйне хÿтĕлеме вăйĕ те, майĕ те çук. Асăннă терминпа ытларах ачасем пирки калаçнă чух усă куратпăр. Хирĕçÿ сиксе тухать те вĕçленет, буллинг вара вăраха тăсăлма пултарать.
– Ачасем ытларах камсенчен тăрăхлашаççĕ? Аслисем мĕнпе пулăшма пултараççĕ? Сăмахран, вĕрентекен пĕр те пĕр ачаран çирĕп ыйтнине ашкăнчăксем «начарринчен тăрăхлашмалла» тесе йышăнмаççĕ-и?
– Тапăну сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çав шута çемьери вĕçсĕр-хĕрсĕр хирĕçÿсем, пĕчченлĕхрен хăрани, коллектива хутшăнас килни, интернет начар витĕм кÿни кĕреççĕ. Вĕрентекенсем ачасенчен тăрăхлани вĕсемпе кăмăлсăрланни, шел пулин те, тантăшсем хушшинчи хаярлăх сăлтавĕ шутланать. Ачасем, ытларах хăйсене хăйсем ĕненмен, ÿт-пÿ вăйсăрлăхĕ, сăн-сăпат е тыткаларăш уйрăмлăхĕ пур, вĕренÿре начар ĕлкĕрсе пыракан ачасенчен, урăхла каласан, «шурă кураксенчен», тăрăхлашаççĕ.
Хутшăну культури хуçаланакан, ачасем хăйсен тата калаçаканăн эмоцийĕсене ăнланакан, калаçса татăлма, компромиссем тупма пĕлекен çĕрте буллинг çук.
– Ачаран тăрăхлашнине пирĕн мĕнле ăнланмалла?
– Аслисем ачин тыткаларăшĕнчи улшăнусене асăрхама пултараççĕ. Енчен те ача никампа та хутшăнмасть, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраймасть, кăмăлĕ тăрук улшăннă, начар çиет, пĕрмаях çывăрать, шкула каясси килмест, ÿчĕ çинче кăвак вырăнсем пур, вĕсем ăçтан тупăннин сăлтавĕсене ăнлантарса памасть пулсан васкасах мĕн пулса иртнин сăлтавĕсене ыйтса пĕлме вăхăт тупăр. Ун валли лăпкă лару-тăру йĕркелĕр. Ăна пулăшма, итлеме хатĕр пулнине пĕлтерĕр. «Каласа пар-ха мĕн пулчĕ?», «Эпĕ мĕнпе пулăшма пултаратăп?» евĕр уçă ыйтусем парăр. Тĕпренчĕкĕре хĕрхенĕр, пулăшăр, ыталăр, ачашлăр. Çак калаçу сирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, ачăра яланах итлеме тата пулăшма хатĕр пулнине палăртăр, проблемăна татса пама шантарăр. Ачан шкула каясси килмест пулсан темиçе куна килте юлма, эсир лару-тăрăва татса париччен, мĕнле те пулсан йышăну тăвиччен психологи тĕлĕшĕнчен вăй илме ирĕк парăр. Тăтăшах критиклеме пăрахăр, кăмăл-туйăм енчен сивĕ ан пулăр. Çывăх çынсен пулăшăвĕ çук чухне ача хăйне начар, хÿтлĕхсĕр туять. Панă сăмахăра тытăр.
– Ачăр сире ĕненмесен? Ĕненĕве тавăрма пулать-и?
– Ĕненĕве тавăрма май пур, анчах ку – вăраха тăсăлакан процесс. Уçă калаçу валли майсем туса пама тăрăшăр. Ачăр хупăннине курсан чăтăмлă та ăнлануллă пулăр.
– Çул çитмен ачан салхулăхĕ яланах буллинг палли-и?
– Çук. Салхулăх ача çитĕннине пĕлтерекен çут çанталăк процесĕн пĕр пайĕ те пулма пултарать. Ку процесс вăраха тăсăлсан, ача сирĕнпе хутшăнма тытăнмасан психологпа канашламалла. Вăраха тăсăлакан буллинг инкек кураканăн аталанăвне начар витĕм кÿме пултарать. Ачара хăйне хăй пĕчĕк хак пани аталанма, канăçсăрлăх палăрма, вĕренÿре йывăрлăхсем, социофобисем, суицид шухăшĕсем çуралма пултараççĕ. Буллинга хутшăнни тапăнаканшăн та ахаль иртмест, кун пек опыт малашнехи пурнăçра сывă хутшăнусем йĕркелеме чăрмантарать.
Буллинг вăхăтĕнче лару-тăру хăй тĕллĕн йĕркеленессе кĕтсе лармалла мар. Ашшĕ-амăшĕн пуçаруллăрах пулмалла, вĕрентекенсемпе, психологсемпе, социаллă педагогсемпе пĕрле ĕçлемелле, ачăра вĕренме, тантăшĕсемпе хутшăнма хăрушлăхсăр хутлăх йĕркелесе памалла.
Çулĕ çитмен ача сире епле тĕрĕслет?
Çемьере ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем пĕр-пĕрне ăнланма пăрахнă пек туйăнать. Çул çитмен ачан агрессиллĕ хăтланăвĕпе тĕл пулни пăшăрхантарать. Çакă нумай чухне çул çитмен ачан шалти пусăмĕсене палăртмалли, чикĕсем шырамалли е стреса хирĕç кĕрешмелли меслет.
Ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла?
– Лăпкă пулăр. Лару-тăрăва йывăрлатас мар тесе кăшкăрмасăр, айăпламасăр хуравлăр.
– Çамрăксене итлĕр. Агресси хыççăн мĕн тума пултарнине ăнланма тăрăшăр: хăрани, кăмăлсăрланни, ывăнни, çилĕ.
– Чикĕсене палăртăр. Кăшкăрашма юраманнине уçăмлăн та çирĕппĕн ăнлантарăр.
– Кăмăл-туйăм сĕмĕ çине пăхăр. Çемьере шанăçпа пулăшу атмосферине йĕркелĕр.
– Çул çитмен ачана сывлав практики, медитаци, спорт урлă кăмăл-туйăма алăра тытма вĕренме пулăшăр.
Çакна мĕнле тумалла?
– Çул çитмен ачапа лăпкă калаçмашкăн кунне вунă минут уйăрăр. Ытларах итлĕр, ан пÿлĕр.
– Çемьере «Лăпкă сехет» çĕнĕ йĕрке кĕртĕр. Палăртнă вăхăтра гаджетсене сÿнтерĕр, иртнĕ куна сÿтсе явăр, уçă сывлăшра уçăлса çÿрĕр.
– Çул çитмен ачана пĕрле кăмăл-туйăмсен дневникне илсе пыма сĕнĕр. Хăш лару-тăрура мĕнле эмоцисем пулнине кашни каçах палăртăр. Начар туйăмсене мĕн çĕнтерме пулăшнине сÿтсе явăр та дневник çине çырса хурăр.
– Пĕрле «Çемье правилисем» туса хатĕрлĕр, унта пĕр-пĕрне хисеплемелли тата явап тыттармалли правилăсене палăртăр. Ачапа пĕрле сÿтсе явни хирĕçÿсенчен хăтăлма май парать, шанăç атмосферине йĕркелет.
Ас тăвăр! Агресси – япăх характер палли. Ку – шалти хирĕçÿ е пиçсе çитменни çинчен пĕлтерекен сигнал. Çул çитмен ачăрпа тимлĕ пулăр. Ăна сирĕн юратăвăрпа пулăшăвăр кирлĕ.
Пĕлтерĕшлĕ! Инкеке лекнисем валли Пушкăртстанра талăкĕпех тÿлевсĕр шанăç телефонĕ ĕçлет: 8-800-2000-122 е 124. Ун çине кирек мĕнле мобильлĕ е стационарлă телефонран та шăнкăравлама пулать, хăвăр пăшăрханни çинчен каласа пама тата ăста психолог пулăшăвĕ илме май пур.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.