

«Эпĕ лайăх ишетĕп, çавăнпа та манпа нимĕн те пулмасть»
Çакă чи хăрушă та пăтрашуллă шухăш, мĕншĕн тесен пуçтахлăх (самоуверенность) харпăр хăйне сыхлас инстинкта сирет. Путса вилнисен 90% ишме пĕлнĕ, хăйсен вăйне ытлашши хакланă, буйкăсенчен иртсе кайнă, шыв температурине шута илмен е юхăма çĕнтереймен.
Чăннипе мĕнле:
Лайăх ишевçĕ – хăй вăй-халне тĕрĕс хаклакан çын. Ывăнни, шăнăр туртни, сивĕ шыв пур чемпиона та хавшатма пултараççĕ, çавăнпа та ялан сыхă пулмалла. Çăлавçăсем сăнаса тăракан ятарласа хатĕрленĕ пляжсенче çеç шыва кĕрĕр.
«Путакан çын кăшкăрать тата аллисемпе сулать»
Кинора çакăн пек кăтартаççĕ, анчах та çакă чăнлăх мар. Тĕрĕссипе, çын шăппăн çеç шыв айне анса каять. Унăн кăшкăрма вăйĕ çук, мĕншĕн тесен организм пĕтĕм халне сывлăш çавăрса илме ярать.
Чăннипе мĕнле:
Этем хăвăрт та шăппăн путать. Паллисем:
1. Пуçне каялла каçăртнă, çăварĕ пĕрре шыв айне каять, тепре тухать.
2. Алӑ хусканӑвӗсем инстинктлӑ – вӑл шыв тыткăнĕнчен тухма, сулкалашма тӑрӑшать.
3. Куçĕсем пушă, кĕленче пек, çÿçĕсем куçне хуплаççĕ.
4. Кĕлеткине тÿп-тÿрĕ тытать, хусканăвĕсем вăйсăр, вĕрен пусма тăрăх хăпарнă евĕр.
«Ишмелли хатĕрсем пурнăçа çăлса хăвараççĕ»
Вĕрсе хăпартмалли çаврашка, матрас е çанă çине тăхăнмаллисем çăлав хатĕрĕсем мар, теттесем çеç. Çынсем вĕсене ытлашши шанса инçете ишсе каяççĕ.
Чăннипе мĕнле:
Вĕрсе хăпартнă матраса çил тата юхăм темиçе минут хушшинче аякка илсе кайма пултарать. Çанă хатĕрне тăхăннă ача пуçхĕрлĕ çаврăнса ÿксен каялла таврăнмасса пултарать. Сертификатлă çăлав жилечĕпе çеç усă курăр. Вăл çын тăнне çухатсан та унăн пуçне шывран çиелерех тытма май парать.
«Ура шăнăрĕ туртнă чух ура лаппине тÿрлетмелле çеç»
Асăннă канаш пулăшать, анчах та çынсем хăранипе ун çинчен пачах манса каяççĕ. Шăнăр туртсан ура хытă ыратать, çын хăранипе шыв çăтать, лару-тăрăва тĕрĕслеймест. Пĕр мышца пÿлĕнсен те лайăх ишевçĕ шыв тĕпне анса кайма пултарать.
Чăннипе мĕнле:
Пĕрремĕшĕ – çурăм çине çаврăнса выртăр. Пĕве тÿп-турĕ тытса вăй пĕтермелле мар. Çурăм çине выртсан сывлама пултаратăр. Хăвăрт çеç, ыратнине пăхмасăр, ура лаппине тытса хăвăр çине туртăр. Çакă та пулăшмасть пулсан ура хырăмĕнчен, ыратакан вырăнтан çÿлерех хытă чĕпĕтĕр. Çакăн валли шывра ишмелли костюм çумне пĕчĕк булавка лектерĕр. Кинет çеç йĕппе чиксе ыраттарни мышцăна çемçетет. Чи кирли – сывлăш саппасне упрăр, пулăшу ыйтса чĕнме ан вăтанăр.
«Алкоголь ăшăнма май парать, шыва кĕнине хаваслăрах тăвать»
Алкоголь Раççейре аслă çынсен шывра вилнин сăлтавĕн 80% шутланать.
Чăннипе мĕнле:
Ӳсĕр çын сивве туймасть, ÿт-пĕвне йĕркеллĕ тытаймасть, нимрен те хăрамасть. Анчах та ĕçкĕллисем пачах та урăх сăлтавпа путса вилеççĕ. Спирт шĕвекĕнчен юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шыва кĕрсен хăвăрт ансăрланса çÿхе вырăнта шăтаççĕ. Çакă вара урă çынсемшĕн те хăрушă. Хĕвел çинче хĕртĕннĕ хыççăн шыва майĕпен кĕмелле – малтан чĕр куççи таран, унтан пилĕк таран, шывпа сăтăрăнсан çеç чăмма юрать.
«Раççейре акулăсем çук, ним те шыв тĕпне сĕтĕрсе кĕмĕ»
Тăварсăр юханшывсенче акулăран та хăрушăрах пулăм пур – шыв айĕнчи юхăмсем (тягун, рип). Ку вăл çырантан тинĕсе е кÿлле перпендикулярлă юхакан шыв ярăмĕ. Вăл пысăк водохранилĕщĕсенче, Хура тинĕсре пур, кÿлĕсемпе юханшывсенче те тĕл пулма пултарать.
Чăннипе мĕнле:
Эсир хăйăра пула шыв тĕсне улăштарнине асăрхарăр, шывра тăнă вăхăтра сире çыран хĕрринчен тарăнрах çĕре сĕтĕрет пулсан ку ахальтен мар. Кун пек чух юхăма хирĕç çыран хĕррине ишни – йăнăш. Вăйăра пĕтерсе типĕ çĕртен 100 метрта путса вилме пултаратăр. Çăлăнас тесен çыран хĕррипе (паралеллĕ) юхăм ăшĕнчен ишсе тухиччен (рип сарлакăшĕ 10-15 метртан инçе мар) ишмелле, унтан çĕр çине тухмалла.
«Ачасене пĕлмен çĕрте чăмма юрамасть»
«Кунта çĕр хут ишнĕ» тесе шутлакан çитĕннĕ арçынсем çулсерен мăйĕсене хуçаççĕ. Шыв тĕпĕн рельефĕ улшăнать – ĕнер кунта хăйăр пулнă пулсан, паян пулăçăсем тунката пăрахнă е юхăмпа арматурăна илсе килнĕ.
Чăннипе мĕнле:
Мăйри çурăм шăммине шывра хуçнă хушăра çумра ятарлă çăлавçăсем пулмасан çак инкек вилĕмпе пĕрех. Шалкăм çапнă çын ăс-тăнне çухатмасан та самантрах шыва путать. Нихăçан та шыв тĕпĕ курăнман çĕрте пуçпа аялалла ан чăмăр. Шыв тарăннăшне урасемпе тĕрĕслĕр.
! Çулталăк пуçланнăранпа республикăри юханшывсенче 17 çын путса вилнĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ – ачасем. Баймак, Дуван, Дюртюли тата Чишма районĕсенчи çемьесем инкек тÿссе ирттернĕ – ачисене ĕмĕрлĕхе çухатнă.
«Путакан çын патне тÿрех ишсе пырса çăлмалла»
Хăвăр профессиллĕ çăлавçă пулмасан хăраса ÿкнĕ путакан çын сире путарма пултарать. Сехĕрленнĕ çын акăш-макăш вăйлă, вăл сывлас тесе, çăлăнăç шырас тесе сирĕн çине хăпарма пуçлать.
Чăннипе мĕнле:
1. Чи тĕп правило кунта: «Ыттисене çăличчен малтан хăвна хăтар».
2. Кăшкăрăр. Çырантан уçăмлă команда парăр: «Сас еннелле иш!»
3. Мĕн ишет çавна ывăтăр: бутылка, тупă, пенопласт, вĕрен.
4. Хăтару хатĕрĕпе (жилет, канистра) питĕ хĕн чух çеç шыва кĕрĕр. Путакан патне хыçалтан ишсе пымалла, çÿçĕнчен е хул айĕнчен тытса сĕтĕрмелле. Тем тесен те ăна хăвăра мăйран ярса тытма памалла мар.
«Ача путма тытăнсан эпĕ ăна çыранран та илтĕп»
Ашшĕ-амăшсем шыври лару-тăрăва сăнаса тăратпăр тесе виçĕ метрта хĕвел çинче хĕртĕнеççĕ, чей ĕçеççĕ, телефонта чакаланаççĕ. Анчах та вĕсем йăнăшаççĕ. Ачасем путнă чух кăшкăрмаççĕ. Вĕсем ытларах чух аслисен çурăмĕ хыçĕнчех шывра çухалаççĕ.
Чăннипе мĕнле:
Ачана куçран 3-5 çеккунтран ытла вĕçертмелле мар. «Вăл çутă калпакпа» тенипе çеç çырлахмалла мар, унăн питне курса тăмалла. Пляжа ачапа килнĕ чух эсир канма мар, «кĕтÿçĕ» пулмаллине асра тытмалла. Юхан шыв вăл ача-пăча пÿлĕмĕ мар. Эсир сумкăрта бутерброд шыранă вăхăтра ача çырантан пуçĕпе аялалла çакăнса тăма та пултарать.
! «Пушкăртстанра шыв çинче канмалли вырăнсем нумайланса пыраççĕ, кăçал вĕсен шучĕ 392 çитнĕ, вăл тата та ÿсĕ. Çав шутра 197-шĕ ятарласа хатĕрленĕ пляжсем. Çавсене суйласа илĕр. Пурнăçа хăрушлăх кăларса ан тăратăр, хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр. Ачасемпе тимлĕ пулăр», – тесе асăрхаттарать республика пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Хăвăра упрăр. Шыв йăнăшсене каçармасть, анчах та асăннă правилăсене пĕлни сире вилĕмрен сыхласа хăварма пултарĕ. Пурне те кăмăллă та хăрушлăхсăр çулла сунатпăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.