Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
27 Декабрӗн 2018, 12:31

«Çар вăл – пурнăçăн тĕп шкулĕ»

Иртсе пыракан çулăн юлашки кунĕсем Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Александр Михайловичпа Любовь Геннадьевна Ильинсене пысăк савăнăç парнелерĕç. Çак кунсенче вĕсем ывăлне, Кирила, салтакран кĕтсе илчĕç.

Кирилл часах аслă шкула таврăнса вĕренĕвне малалла тăсĕ: вăл - ППУн Çтерлĕри филиалĕн тутарпа тĕрĕк филологи факультечĕн 3 курс студенчĕ. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче отсрочка панине пăхмасăрах çамрăк хăй ирĕкĕпе салтака кайнă, связистсен çарне лекнĕ. Пилĕк уйăха яхăн Ульяновск хулинче радиста вĕреннĕ хыççăн май уйăхĕнчен ăна Ростов облаçĕнчи Новочеркасск хулинчи çар чаçне куçарнă. Шкулта та, аслă вĕренÿ заведенийĕнче те тăрăшса вĕреннĕ, шанса панине тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлама хăнăхнă чăваш каччи çулталăк хушшинчех Хисеп хутне те, Тав çырăвне те тивĕçнĕ.
Кирилăн ашшĕпе амăшĕ те сумлă çынсем. Александр Михайлович мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вахта мелĕпе Çурçĕре ĕçе çÿренĕ, опытлă водитель пулнă. Халĕ те пушă лармасть, ял пурнăçне хастар хутшăнать. Юридици енĕпе аслă пĕлÿ илнĕскер çынсене тĕрлĕ канашсем парса пулăшать. Çемье ăшшине упракан Любовь Геннадьевна 30 çул ытла Эрехĕрринчи вăтам шкулта ачасене вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Сăпайлă, яваплă та пултаруллă учителе ĕçре тата ял хушшинче чунтан хисеплеççĕ. Унăн вĕренекенĕсем сахал мар тĕрлĕ конкурсра тата олимпиадăра палăрнă.
Калас пулать, Александр Михайлович хăй те салтак пăттине ас тивнĕ. Хĕсмет çулĕсем Иркутск облаçĕнче иртнĕ, 1972 çулта демобилизациленĕ:
- Чăн-чăн арçыннăн салтак пурнăçне пĕлмеллех. Çар вăл - пурнăçăн тĕп шкулĕ. Çавăнпа та паянхи çамрăксен салтак тивĕçне пурнăçламаллах. Манăн атте, Кирилăн аслашшĕ, Аслă аттелĕх вăрçинче паттăррăн çапăçнă, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин орденне тивĕçнĕ. Хам ывăл та салтакра пулнишĕн эпĕ чунтан савăнатăп тата мăнаçланатăп, - тет кăмăллăн Александр Михайлович.
Надежда РОДИОНОВА.
Ермеккей тăрăхĕ,
Эрехĕрри ялĕ.
Читайте нас: