Йăлана кĕнĕ тăрăх Тăван çĕршыв хÿтĕвçин кунне 100 çул ытла уявлаççĕ. Хăй историйĕнче унăн ячĕ темиçе хут улшăннă. Уява Раççей Социализмла Федеративлă Совет Республикинче (РСФСР) 1922 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçарса янă. Хĕрлĕ Çара йĕркелесе ярасси 1918 çулхи февраль уйăхĕнче Германи империйĕпе çапăçнипе çыхăннă.