Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
12 Октябрӗн 2022, 12:10

Çар тумĕ тăхăнасси пиччĕшĕнчен шăллĕсене куçнă

Гафури районĕнчи Белое Озеро ялĕнчи Нина Матвеева пилĕк ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ – профессиллĕ çар çыннисем.

Çар тумĕ тăхăнасси пиччĕшĕнчен шăллĕсене куçнă
Çар тумĕ тăхăнасси пиччĕшĕнчен шăллĕсене куçнă

Нина Борисовна чăваш халăх тумне çĕлеме пĕлнине таврари чылай çын пĕлет. Паян эпир вăл пилĕк ывăл амăшĕ пулни, вĕсене тĕрĕс воспитани парса тивĕçлĕ çынсем çитĕнтерни çинчен каласа парасшăн.
Нина çемьере пĕртен пĕр ача пулса ÿснĕ. Тен, çавăнпа та хĕр ача çитĕнсен нумай ача амăшĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Матвеевсен пĕрремĕш Леня ывăлĕ çуралнă хыççăн çулталăкран Саша ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ. Ӳсĕм хушши пысăк мар пулнипе вĕсем йĕкĕрешсем пек çитĕннĕ. 1981 çулта арçын ачасен Вова шăллĕ çут тĕнчене килнĕ. Пуçланнă вара вĕсемшĕн «савăк» пурнăç: пĕр чух вĕсем ăмăртмалла шăллĕне пăхнă, тепре пăхсан ăна амăшĕ патне кĕвĕçнĕ. Ку пулăм, паллах, ытти ачаллă çемьесенче те час-часах тĕл пулать.
Тепĕр виçĕ çултан Матвеевсен тăваттăмĕш Ванечка ывăлĕ çуралнă. Çак вăхăт тĕлне аслă Леня 6 çул тултарнă. Шăллĕсене пăхасси унăн тĕп тивĕçĕ пулнă, ашшĕпе амăшĕ час-часах кĕçĕннисене ун çине шанса хăварнă.
– Шÿт туса эпир вĕсене строя тăратса командăсем параттăмăр. Виçĕ çулхи Володя питĕ тăрăшатчĕ, çÿллĕрех те аслăрах курăнас тесе чĕрне вĕççĕн тăратчĕ, пуçне хыçалалла каçăртатчĕ. Пĕтĕм хушусене пурнăçлама тăрăшатчĕ. Ун чухнех вăл дисциплинăна, йĕркене пăхăнни курăнатчĕ. Ваня шăллĕ упаленме, унтан утма пуçласан ăна хăй хÿттине илчĕ. Ăçта каймаллине, мĕн тумаллине команда паратчĕ. Çак майпа тăватă ача пĕр-пĕрне пулăшса, пăхса çитĕнчĕç те. Пысăк çемьере урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен ашшĕпе амăшĕн хуçалăха та тытса пымалла, ĕçе те çÿремелле, – каласа парать Нина Борисовна.
Аслисем арçын ачасене майĕпен ĕçе явăçтарнă: пахчара пулăшма, выльăх-чĕрлĕх пăхма. Нина Борисовна пиллĕкмĕш ывăлне 1993 çулта çуратнă, ăна Миша ят панă. Аслă ывăлĕ вăл вăхăт тĕлне 15 çул тултарнă. Кĕçĕннисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнне пулнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисене хăйсен тĕслĕхĕ çинче çынсемпе сăпайлă, ырă кăмăллă, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене кÿрентермессе, усал сăмахсемпе калаçмасса вĕрентнĕ.
– Ачасене ашкăнма памастăмăр, çирĕп тытаттăмăр, – сăмахне малалла тăсать пилĕк ача амăшĕ. – Мĕн пĕчĕкрен хăйсен сăмахĕсемшĕн, ĕçĕсемшĕн явап тытма, тавлашура сапăр пулма, ыттисене ăнланма хăнăхтараттăмăр. Тивĕçпе чыс, патриотизм, тăван кĕтес, йăх-несĕл çинчен те калаттăмăр. Леонидпа, вăл 14-15 çул тултарсан, çар тивĕçĕ пирки калаçусем ирттерме тытăнтăмăр. Çар хĕсметĕнче пулса курнă каччăсем те пурччĕ унăн пĕлĕшĕсем хушшинче. Тен, пирĕн калаçусемпе асăннă хутшăнусем ырă витĕм кÿчĕç: пуçласа çар комиссариатне чĕнтерсен ача хавхаланса кайрĕ. Службăна хатĕрленме пуçларĕ: турник çинче туртăнма, выртнă çĕртен хăпăнса алă çинче ÿтне çĕклеме, чупма тытăнчĕ. Çавна кура шăллĕсем те çак ĕçĕ хутшăнчĕç. Пĕчĕк Миша та вĕсенчен юлас темерĕ. Хĕсмете кайма повестка килсен хăйсен «командирĕ» çине епле куçпа пăхатчĕç-ха шăллĕсем! Май пулнă пулсан Леонид пиччĕшĕпех çара кайма хатĕрччĕ!
Леонид çар хĕсметне Инçет Хĕвел тухăçĕнче иртрĕ. Киле тăтăшах çырусем яратчĕ. Çемйипе пухăнса вулаттăмăр вĕсене. Вăл служба лайăх иртни, çĕнĕ юлташсем тупни, турник тата ытти снарядсемпе спорт енĕпе хăйне аталантарни çинчен çыратчĕ. Шăллĕсене те çак ĕçе тума хистетчĕ.
Александра повестка килсен вăл аран çара каймалли куна кĕтсе илчĕ. Службăна Чита облаçне лекрĕ, сывлăшран тапăннинчен хÿтĕленмелли çарта (ПВО) хĕсметре тăчĕ.
Çак вăхăтран Матвеевсем икĕ çĕртен çар çырăвĕсем кĕтме пуçланă. Тĕлĕнмелле пулса тухнă, Володя ывăлĕ те пиччĕшĕсенчен аякра мар, Амур облаçне, чикĕ хĕррине службăна лекнĕ. Хĕсмет вăхăчĕ иртсен çакăнтах юлнă. Çирĕм çул ĕнтĕ В. Матвеев лейтенант Тăван çĕршывăн чиккинче хуралта тăрать. Пенсие кайсан та çар ĕçне пăрахман. Нина Борисовна сăмахĕсем тăрăх çывăх вăхăтра ăна застава пуçлăхне лартма тивĕç. Çакăн пек çар тивĕçне парăннă çынсенчен тăрать те пирĕн çĕнтерейми çар. Çак çынсем вăрах вăхăт службăра тăнăран халăх хăйне хÿтлĕхре туять.
Иван Новосибирск облаçĕнче стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕнче хĕсметре тăнă. Дисциплинăна çирĕп пăхăннипе, тăрăшуллă пулнипе, пуçлăхсен хушăвне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланипе демобилизаци хыççăн çарта юлма сĕннĕ. Вăл килĕшнĕ. Кĕçех ăна Амур облаçне куçарнă.
Матвеевсен кĕçĕн ывăлне пачах урăх вăхăтра, урăх условисенче служба иртме тивнĕ: икĕ çул вырăнне – пĕрре, çырусем вырăнне – эрнере пĕр хутчен шăнкăравлани. «Учебка» хыççăн Мишăна Инçет Хĕвел тухăçне Хабаровск хулине куçарнă. Виçĕ çул службăра тăнă хыççăн наказанисене пурнăçлакан федераллă службăра (ФСИН) Салават хулинче тăрăшнă. Халĕ Çтерлĕ хулинче çемйипе пурăнать, хĕрпе ывăл çитĕнтерет, Пушкăрт сода компанийĕнче ĕçлет. Кам пĕлет, тен, 5 çулхи Марселĕн е Иванăн Раççей шайĕнчи кĕрешÿ енĕпе ăмăртакан 6-мĕш класра вĕренекен Матвей ывăлĕн Матвеевсен çар династине малалла тăсма тивĕ. Асăннă ачасем ашшĕсемпе пиччĕшĕсен ырă тĕслĕхĕсем çинче ÿснĕ-çке!
Тайма пуç сире, Нина Борисовна Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене, тивĕçлĕ ывăлсене çуратса ÿстернĕшĕн. Çак лайăх йăлана сирĕн мăнукăрсемпе кĕçĕн мăнукăрсем тăсмалла пултăр!
Талига ФАЙЗУЛЛИНА.
Гафури районĕ, Белое Озеро ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: