Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
23 Нарӑсӑн 2023, 16:05

Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнака Александр Ильина таврара çеç мар, республикăра та юртан тĕрлĕ кÿлепесем тунипе пĕлеççĕ. Çак ĕçпе вăл 15 çул кăсăкланать. Кашни çул ăстаçă хĕл пулсан ял çыннисене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет, кăмăла çĕклет.

Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ
Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ

Александр Михайлович хăй каласа панă тăрăх, малтанхи кÿлепесем юмахри сăнарсемпе çыхăннă пулнă. Ял урамне аçтахасемпе йытăсем, пилĕк метрлă Хĕл Мучипе Юр пике илем кÿнĕ. Каярах ял варринчи лапамра та юмах тĕнчи ÿссе ларнă. Пĕрре мар ял хутлăхĕ Çĕнĕ çул хулине йĕркелессипе ирттернĕ районти конкурссенче парнеллĕ вырăнсем йышăннă.

Юртан тунă кÿлепесем темле хитре пулсан та унăн пĕр çитменлĕхĕ пур – вĕсем хĕл кунĕсенче çеç упранма пултараççĕ-çке. Çавна пулах Александр Михайлович урăх материалсенчен ĕçсем тăвас шухăш патне пырса тухнă. 2021 çулта вăл Шупашкарта СССР Художникĕсен союзĕн пайташĕн Федор Мадуров скульпторăн студийĕнче пулнă. Шел пулин те Федор Ивановичăн çак тĕлпулу хыççăн сакăр уйăхран чĕри тапма чарăннă. Чăвашсен тĕп хулинчен Эрехĕрри арĕ паллă скульптор пулăшнипе гипсран тунă Юлий Цезарь бюсчĕпе килсе çитнĕ («Урал сасси» ун çинчен 2021 çулхи 24№ çырнăччĕ).

Халĕ вара шăпах юртан тумалли сăнарсен вăхăчĕ. Александр Ильин февралĕн 23-мĕшĕ – Тăван çĕршыв хÿтĕлевсисен кунĕ - тĕлне çар хули никĕсленĕ.

- Çакă вăл çар операцине хутшăнакан салтаксен кăмăлне çĕклеме пулăшĕ, хавхалантарĕ, - тет вăл пархатарлă ĕçе мĕн тĕллевпе йĕркеленине ăнлантарса панă май.

Урамра ăçтаçă пурăнакан çурт умĕнче Т-34 юр танк туса лартнă. Вăл виçипе чăн-чăн танк пекех, унăн башни çинче Çĕнтерÿ ялавĕ вĕлкĕшет. Юнашарах икĕ метр çÿллĕш тата вунă метр тăрăшшĕ тăсăлакан юр стена çĕкленсе ларнă. Ун çине «1918 – 2023» тесе çырнă, варринче хĕрлĕ çăлтăр вырнаçтарнă, хĕрринче автоматлă çар çынни тăрать. Александр Михайловичăн малашлăх ĕмĕчĕсем пысăк та çутă. Вăл винтовкăпа тăракан салтак-хĕрлĕ армееца, Тăван çершывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йытăллă совет салтакне,  паянхи Раççейĕн çĕршыв хÿтĕлевçине хайлама палăртать. Çавăн пекех Сталинпа Чапаев бюстне ăсталасшăн. Урамра  юр пур чухне Ильиншăн ĕç вĕçленмен-ха. Вăл иртен пуçласа мĕн каç пуличчен киленсе ĕçлет. Иртсе çÿрекенсем каланă ăшă сăмахсем тата кÿлепесене тĕлĕнсе хак пани ăна хавхалантарать, ытларах тума хистет.

Çар теми Александр Михайловичшăн çывăх та хаклă, мĕншĕн тесен унăн ашшĕ Михаил Алексеевич 1-мĕш Украина фронтĕнчи 25-мĕш танк корпусĕн 111-мĕш танк бригадинче автоматчиксен отделенин командирĕ пулнă. Вăрçăран вăл икĕ хутчен аманса таврăннă, 3-мĕш степень Мухтав орденне тивĕçнĕ.

 Александр Ильин хăй Иркутск облаçĕнче шалти çарта хĕсметре тăнă. Каярах ăна çар комиссаричĕ 1976 çулхи июнь уйăхĕнче, вырма вăхăтĕнче, тепĕр хут 6 уйăхлăха çара чĕнсе илнĕ. Ун чухне Эрехĕрри каччи водитель пулса Краснодар крайĕнче, Казахстанра тата Украинăри Харьков облаçĕнче çар тивĕçне пурнăçланă.

Надежда Попова.

Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ
Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ
Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ
Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ
Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ
Эрехĕрринче çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа çар хули йĕркеленĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: