Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
20 Июнӗн 2023, 11:15

Хастар та хăюллă çамрăк

Вăл 1983 çулхине çуралнă. Амăшĕ, Галина Терентьева, Меселпуç хĕрĕ, ялти шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Салават хулине ĕçе вырнаçнă. Ашшĕ, Евгений Николаев, Шланлă ялĕн йĕкĕчĕ пулнă.Çемьере çĕнĕ чун хутшăнсан, пĕртен-пĕр ывăлне савăннă ашшĕпе амăшĕ Борис ята панă.

Хастар та хăюллă çамрăк
Хастар та хăюллă çамрăк

Ача лăпкă та сапăрлă, çирĕп сывлăхлă пулни Галинăпа Евгение сахал мар савăнтарнă. Ывăлĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Салават хулинче иртнĕ, çакăнтах 8-мĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çамрăк çăмăл атлетикăпа туслă пулнă, футболла тата баскетболла выляма юратнă.
Салтак ячĕ тухсан, 2001-2003 çулсенче Чечен Республикинче сывлăшпа десант çарĕнче сапер-разведчик пулса хĕсметре тăнă. Çапăçу хирĕсенче хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрнăшăн çамрăк «За службу на Кавказе» палла илме тивĕçлĕ пулнă.
Малалла вĕренес туртăм çамрăка Пушкăрт ял хуçалăх университетне илсе çитернĕ. 2009 çулта вăл инженер-механик профессине алла илет те «Газпром нефтехим Салават» ООО-ра вăрçăра газ хăрушлăхĕнчен хăтаракан организацинче 1-мĕш отделени командирĕ пулса ĕçлеме пуçăнать. 2014 çулта икĕ хутчен Донецк республикинчи хĕн-хур куракан çынсене пулăшма кайса килет. 2022 çулхи март уйăхĕн 12-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе ополченецсен отрядне тăрать. Çапла Борис Николаевич ДХР халăх милицийĕн пĕрлешÿллĕ отрячĕн тата Раççейрен килнĕ доброволецсен йышĕнче пулнă.
Март уйăхĕн 18-мĕшĕнче вĕсен отрячĕ мирлĕ халăха хăрушсăр вырăна куçарма палăртнă çĕре килсе çитнĕ. Кĕтмен çĕртен вĕсем Украина диверсанчĕсем йĕркеленĕ засадăна лекнĕ. Пирĕн ентеш кăкăрĕнчен аманнă пулсан та автоматран персе ВСУ диверсанчĕсене салатса янă, юлташĕсене хăрушсăр вырăна чакма май туса панă. Çапла, аманнăскер, çапăçу хирĕнче юлташĕсене хăтарнă. Анчах хăй çăлăнайман, унăн пурнăçне тăшман снайперĕ татнă.
Вилнĕ хыççăн Борис Евгеньевич Николаева, çĕршывăн хастар та паттăр салтакне, «Хăюлăх» тата Шаймуратов орденĕсемпе чысланă.
Эпир, унăн тăванĕсемпе ентешĕсем, Борис Николаевич паттăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.
Иван ЕФИМОВ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: