Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
18 Июлӗн 2023, 10:54

Тăван çĕр дембельсене кĕтсе илме хавас

Çак кунсенче «Урал сасси» хаçат вулаканĕсен йышĕ ÿсрĕ. Июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче Аксаково чугун çул станцийĕн перронĕ çине дембельсем, Георгий Яковлев ефрейторпа Даниил Григорьев салтак, килсе анчĕç.

Тăван çĕр дембельсене кĕтсе илме хавас
Тăван çĕр дембельсене кĕтсе илме хавас

Пирĕн хаçат çак пулăма ахальтен сăнласа парасшăн пулмарĕ.
Ĕçĕ вара акă мĕнре: Георгий Яковлевăн шăпи прессăпа тачă çыхăннă. Ăна мăн аслашшĕнчен ячĕ çеç мар, шăрçа пек илемлĕ почеркĕ те куçнă. Хăй вăхăтĕнче аслă Яковлев сакăр çул хушши Германинче Совет Çарĕн ретĕнче тăнă, штаб писарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Мăнукĕ Раççей Çарĕн ретĕнче (Мускав хули, Росгварди) штабра писарь тата çар листокĕн редколлегийĕн членĕ пулнă. Унсăр пуçне кĕçĕн Георгийĕн ашшĕ Александр Яковлев вăрах вăхăт хушши Пелепей хула типографийĕнче «Урал сасси» хаçата пичетлекенĕ пулса ĕçлерĕ. Салтака кĕтсе илме тухнă Георгийĕн асламăшĕ Екатерина Ивановна 1990-2022 çулсенче çав типографинчех переплетчица пулса вăй хунă.
Демобилизациленĕ Даниил Андреевич Григорьевăн шăпи журналистикăпа çыхăнман. Апла пулин те пултаруллă чăваш каччи çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă – çулталăк хушши Наро-Фоминск хулинче механик-водитель пулса служба иртнĕ.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей районĕ,
Аксаково поселокĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: