Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
5 Сентябрӗн 2023, 10:45

Ситек ялĕнче асăну палăкĕсем лартнă

Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнче ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Александр Кузьмина халалласа тата Чечен вăрçине хутшăннисене асра тытса асăну палăкĕсем лартнă.

Ситек ялĕнче  асăну палăкĕсем лартнă
Ситек ялĕнче асăну палăкĕсем лартнă

Ситек ялĕнче пурăнакансем Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçе тÿпе хывнă ентешĕсен ячĕсене чыслăн упраççĕ. Çакна ялта «Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен» паркĕнче çĕнĕ асăну палăкĕсем вырнаçтарни те çирĕплетет. Пĕрне ятарлă çар операцин участникне Александр Кузьмина халалланă. Теприн çине Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсенчен ырă-сывă таврăннă салтаксен хушамачĕсене çырнă.
Асăну палăкĕсене уçнă çĕре Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов, Пишпÿлек районĕн çар комиссарĕ Салават Абдуллин, район администрацин культура, çамрăксен политики, спорт тата обществăлла пĕрлĕхсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Елена Арефьева, Çирĕклĕ ял хутлăх пуçлăхĕ Александр Петров хутшăннă.
Çак кун ял çыннисемпе митинга хутшăнакансем фашизма хирĕç кĕрешсе пуç хунă паттăр салтака, шанчăклă тусне Александр Кузьмина ăшшăн аса илнĕ. Пуçтарăннисем Александр питĕ ырă кăмăллă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр пулнине, ватăсене хисепленине палăртнă.
Александр Кузьмин салтакăн паттăрлăхĕ Тăван çĕршыва чунтан парăннине çирĕплетекен тĕслĕх пулĕ, ентешĕн ырă сăнарĕ ял çыннисен асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.

Ситек ялĕнче  асăну палăкĕсем лартнă
Ситек ялĕнче  асăну палăкĕсем лартнă
Ситек ялĕнче  асăну палăкĕсем лартнă
Ситек ялĕнче асăну палăкĕсем лартнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: