Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
15 Майӑн , 10:15

Контрактшăн 600 пин тенкĕ: республикăри арçынсен вĕсене мĕнле илмелле?

Пушкăртстанра Раççей Оборона министерствипе контракта алă пусакансен тÿлевĕсене икĕ хут ытла ÿстернĕ.

Контрактшăн 600 пин тенкĕ: республикăри арçынсен вĕсене мĕнле илмелле?
Контрактшăн 600 пин тенкĕ: республикăри арçынсен вĕсене мĕнле илмелле?

Радий Хабиров РФ Оборона министерствипе 2024 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 31-мĕшĕччен килĕшÿ тунисем Пушкăртстанран 205 пин тенкĕ пĕр хутчен парăнакан тÿлев илесси çинчен калакан указа алă пуснă. Çавăн пекех контрактника РФ Оборона министерствинчен 195 пин тенкĕ парĕç. Унсăр пуçне республикăри хуласемпе районсем хăйсен тÿлевĕсене кĕртнĕ. Çапла майпа пĕр хутчен парăнакан тÿлевĕн виçи 500-600 пинпе танлашĕ, ун çумне уйăхсерен паракан ĕç укçи – 204 пин тенкĕ – хутшăнĕ.
Ку пĕтĕмпех мар-ха. Фронтра уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунă çар çыннисене хушма тÿлевсемпе тивĕçтерме те палăртаççĕ. Сăмахран, Leopard, Abrams, Сhallenger танксене е HIMARS установкăсене туртса илнĕшĕн пĕр миллион тенкĕ преми параççĕ! Ун пек тĕслĕхсем пулман мар.
Тÿлевсене камсене параççĕ
Асăннă тÿлеве Пушкăртстан урлă контракта алă пуснă çак граждансем илĕç:
– çар службине чĕнсе илме палăртнисем тата служба иртекенсем, çав шутра уйрăммăн мобилизациленĕ чухне контракта алă пуснисем. Ансатрах каласан, мобилизацие лекнисемпе сроклă служба иртекенсем контракта алă пуснисем.
– контракта алă пуснă запасри çар çыннисем (ирĕклĕхсĕр хăвармалли вырăнсенче наказани иртекенсемсĕр пуçне).
Çавăн пекех укçана Ĕпхÿ хулинчи суйлав пунктĕнче контракта алă пуснă ют çĕршыв гражданĕсене те параççĕ.
Указ Минигали Шаймуратов ячĕллĕ батальонра тата Пушкăртстанра йĕркеленнĕ ытти подразделенисенче килĕшÿ тунисене пырса тивмест.
Пирĕн салтаксене тата епле пулăшаççĕ?
Пирĕн çар çыннисем çĕршыва хÿтĕленĕ вăхăтра çемйисем хăрушсăрлăхра, вĕсене кашни кунах асăрхаса тăраççĕ. Паллă çар корреспонденчĕсемпе общество хастарĕсем, салтаксем çакна пĕр хутчен çеç мар палăртнă. Пушкăртстан хамăрăн салтаксене ытти регионсемпе танлаштарсан питĕ вăйлă пулăшать. Уйăхне темиçе хутчен салтаксене мĕн кирлине ăсатать, çемйисене пулăшмалли хĕрĕх тĕрлĕ мел ĕçлет.
Пирĕн салтаксен çывăх çыннисене санаторие кайма тÿлевсĕр путевкăсем параççĕ («Ассы», «Зеленая роща», «Янган-Тау», «Карагай», «Красноусольск», «Танып», «Юматово», «Якты-Куль», «Березки» кану çурчĕ, «Березка», «Энергетик», «Радуга», «Бодрость», «Здравница Зауралья» сыватупа сывлăха çирĕплетмелли центрсем, «Ай» профилактори), вĕсем транспорт налогĕ тÿлемеççĕ, рынок хакĕнчен йÿнерех хваттерсем туянма пултараççĕ. Пирĕн контрактниксен ачисем шкулсенче ирхи тата кăнтăрлахи апата тÿлевсĕр çиеççĕ, кружоксемшĕн, секцисемшĕн тÿлемеççĕ, колледжсенче тÿлевсĕр вĕренеççĕ, çавăн пекех ытти нумай çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Кăçалхи çуркуннерен ветерансемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем «Время героев» кадрсен ятарлă программипе вĕренме кĕме заявлени çырма, приоритетлă майпа аслă пĕлÿ, чи паллă аслă шкулсенче гражданла специальность алла илме пултараççĕ.
Ятарлă çар операцийĕн Пушкăртстанри участникĕсем пур çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ, вĕсем республика хамăрăннисене пăрахманнине туллин туяççĕ.

«Чăн-чăн элита вăл – Раççейшĕн тăрăшакансем: ĕçченсем тата çар çыннисем, шанчăклисем, тĕрĕсленисем, хăйсен ĕçĕпе Раççее парăннине çирĕплетнисем, тивĕçлĕ çынсем. Ун пек çынсем, паллах, каялла чакмаççĕ, улталамаççĕ, сутмаççĕ. Шăпах вĕсем патшалăх тытăмĕсенче, бизнесра, общество тата муниципалитет управленийĕсенче малти вырăнсене тухмалла, регионсене ертсе пымалла, юлашкинчен тата предприятисене, пысăк патшалăх проекчĕсене».
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ятарлă çар операцине хутшăнак­ансем пирки.

Кам контракта алă пусма пултарать?
Контракт мелĕпе çар службине 60 çула çитичченхи запасра шутланакан арçынсене илеççĕ (сайра тĕл пулакан специальноçсемпе тата уйрăм тĕслĕхсенче – 65 çулччен), çавăн пекех çар служби иртмен аслă тата вăтам пĕлÿ илнисене.
Рядовойсемпе прапорщиксем ултă уйăхран пуçласа, офицерсем – виçĕ-пилĕк çул таран килĕшÿ тума пултараççĕ.
Кăмăл пуррисене епле суйласа илеççĕ?
Килĕшĕве алă пусас тесен мĕн тумалла:
1) Çар комиссариатне çитсе хăвăр документăрсене (9х12 см виçеллĕ пĕр тата 3х4 см виçеллĕ тăватă сăн ÿкерчĕк), паспорт, çар билечĕ, çуралнине çирĕплетекен свидетельство, пĕлÿ илни, мăшăрланни е уйрăлни пирки документсем, ачасен докуменчĕсене, ИНН, банк карттин реквизичĕсене («МИР» тÿлев системи пулмалла) памалла. Заявление суйлав пункчĕн инструкторĕ пăхса тухать. Тунă йышăну пирки сире вунă минут хушшинче пĕлтерĕç.
2) Психолог патĕнче калаçу тата медицина тĕрĕслевĕ иртмелле.
3) Предписани илсе служба иртекен вырăна каймалла. Çар чаçĕнче контракта алă пусмалла.
4) Суйлав пунктне заявлени парса çар чаçĕнче килĕшÿ тăвасси 2-5 талăк хушшинче пурнăçланать.
Ăçта çитмелле?
РФ Оборона министерствипе килĕшÿ тума кăмăл пуррисем хăйсене интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене çĕршывăн çар ведомствин пĕрлĕхлĕ номерĕпе – 117, Ситуаци центрĕн номерĕпе – 122 е (347) 218-19-19 телефонпа шăнкăравласа ыйтма тата нумай функциллĕ центрсен «Мои документы» офисĕсенче пĕлме пулать. Суйлав пункчĕн номерĕ – (347) 248-29-31.
Унсăр пуçне ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнта контракт служби иртессипе, çар çыннисемпе вĕсен çемйисене пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусем çине башбат.рф сайтра, t.mi/contractRBBot чат-ботсенче хурав илме пулать. Пулас салтаксене контракт службин условийĕсем пирки тĕплĕнрех хăвăр пурăнакан тăрăхри çар комиссариатĕнче е Пушкăртстанăн контракт валли суйласа илекен пунктсенче (Ĕпхÿ хули, Революционная урамĕ, 156) каласа парĕç.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: