Урал сасси
+10 °С
Облачно

«Эсир пулăшнине эпир туятпăр, куратпăр»

Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Мĕншĕн тесен чĕри çапла тума хушать. Çар çыннисем хăйсемпе пĕрле çул çине бронежилетсемпе аптечкăсем кăна мар, тăван ялăн сассине, кил ăшшине илеççĕ. Малти линире хăюллăн çапăçакансенчен пĕри – Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕнчи Федор Исаев. Вăл Иглин тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕн Николай Исаевăн тăван пиччĕшĕ «Скорый» хушма ят илнĕ.

«Эсир пулăшнине эпир туятпăр, куратпăр»«Эсир пулăшнине эпир туятпăр, куратпăр»
«Эсир пулăшнине эпир туятпăр, куратпăр»

Сÿтсе явман парăм
Чăваш Кăпавĕ ялĕ, вырăнти шкул, 52№ училище, фурăпа ĕçлесси, унтан – васкавлă пулăшу – Федор Исаева 2023 çулхи апрель уйăхĕнчи пĕртен-пĕр йышăну патне илсе çитернĕ маршрут. «Скорый» хушма ят мирлĕ пурнăçран куçнă, мĕншĕн тесен вăл ахаль пурнăçра та çынсене пулăшма хăнăхнă.
– Хам ирĕкпе кайрăм. Шухăшламан та, ăнланнă çеç: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – кашни арçыннăн тивĕçĕ, – терĕ Федор нумай сăмах вакламасăр.

Тăванла хул пуççи тата ветерансен канашĕ
Калаçу çемье пирки пуçланчĕ. Иглин тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ–шăллĕ çак хыпара мĕнле йышăннине ыйтмасăр чăтаймарăмăр. Çак вăхăтра салтакăн пичĕ-куçĕ хăйне евĕр ăшăпа çуталса илчĕ.
– Шаллăм «пулăшмалла» тесе каларĕ, – мăнаçлăн хуравларĕ Федор.
Çак сăмахсем ахаль пулăшу евĕр кăна мар, пĕрлехи ĕçе малалла тăснă пек янăрарĕç. Шăллĕ хăй пурнăçне Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе ветеранĕсене пулăшассине халалланă май, асли те айккинче тăрса юлма пултарайман. Федор палăртнă тăрăх, шăллĕн тĕслĕхĕ, унăн обществăлла ĕçĕ ăна тĕрĕс йышăну тума хистенĕ.

Çемьене çулталăк хатĕрлени
Тăванĕсем Федор Исаевăн йышăнăвĕпе тÿрех килĕшмен. 2022 çултан пуçласа 2023 çулччен Федор план хатĕрленĕ, çывăх çыннисене хăçан та пулин малти линие каясси çинчен пĕлтерме май шыранă.
Мăшăрĕ, ачисем, ашшĕ-амăшĕ уншăн питĕ пăшăрханнă. Паянхи кун кашни шăнкăрав, кашни хыпар вĕсемшĕн тем пекех паха.

Кĕске гудоксем тата тахçантанпах кĕтнĕ отпусксем
Малти линире çыхăну хаклă, интернет начар ĕçлет. Шăнкăравлатăн, чи кирлине калатăн та шăплăха путатăн. Анчах çакăн йышши самантсем Иглин тăрăхĕнче ăна çаплах кĕтнине, уншăн кĕл тунине ăнланса илме параççĕ. Федор сăмахĕсем тăрăх, отпуска ытларах хĕл кунĕсенче яраççĕ.
– Çулла пĕрре те отпускра пулман, çак вăхăтра уйрăмах киле каяс килет. Паллах, отпускра çемьене пысăк тимлĕх уйăратăп, хăш чухне пĕрер çĕре кайса килетпĕр, ытларах килте вăхăт ирттеретпĕр, – ăшшăн каласа парать çар çынни.

«Пурне те пысăк тав»
Калаçу вĕçĕнче Федор Исаев тылра юлакансене, анчах чĕрисемпе çар çыннисемпе пĕрле тăшмана хирĕç çапăçакансене тав сăмахĕ калама ыйтрĕ.
– Мĕнпур волонтерсене, ырă кăмăллă çынсене – пысăк тав. Эсир пулăшнине эпир туятпăр, куратпăр. Сирĕн шанчăка тÿрре кăларăпăр, – тет «Скорый».
Çак сăмахсем ахаль сĕнÿ кăна мар. Çакă пĕтĕмĕшле Çĕнтерĕве çывхартакан çынсен шанăçĕ пулса тăрать. Эпир вара тылра: «Тытăнса тăрăр тăвансем, эпир сире кĕтетпĕр», - тесе калама пултаратпăр.
Ксения АНОЦКАЯ.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас