Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
29 Сентябрӗн 2021, 10:53

«Рябинушкăри» туслăх – ăнланура

Кашни çын хăйĕн тăван кĕтесне хăйĕнле юратать. Хăшĕсем пейзажăн тĕлĕнмелле илемлĕхĕпе киленеççĕ: сăрт-тусемпе‚ илемлĕ уй-хирсемпе тата шурă хурăнсемпе. Теприсем вара ăшри çак туйăмсемпе пĕрле пулас ăру валли мĕнпур илемлĕхе упрама тата кулленхи ял пурнăçне çĕнĕ сăрăсемпе пуянлатма тăрăшаççĕ.

«Рябинушкăри» туслăх – ăнланура
«Рябинушкăри» туслăх – ăнланура

Çак материала хамăр ял çыннисене – аслă ăрăва – халаллатăп. Мĕншĕн тесен вĕсем Мияки районĕнчи Тимеш ялĕн тĕп илемĕ шутланаççĕ. Ватăсем пур ăрушăн та ĕçченлĕхпе типтерлĕх‚ йĕркелĕхпе сапăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Вĕсем кирек хăш лару-тăрура та тĕлĕнмелле ăс-тăнпа тĕрĕс йышăну тунипе палăраççĕ.
Ялта «Рябинушка» вокал ушкăнĕ уйрăм хисепе тата авторитета хăйĕн ĕçĕпе тивĕçнĕ. Унăн йышĕнче ытларах тивĕçлĕ канури педагог-ветерансем. Ансамбль хастарĕсен – Т.Н. Григорьева‚ Н.И. Семенова‚ Р.В. Михайлова‚ Е.Н. Сергеева‚ М.П. Трофимова‚ В.И. Яковлева‚ З.Г. Филиппова‚ З.К. Чуркина‚ И.Р. Филиппова‚ З.А. Никитина‚ В.Н. Отставнова‚ В.С. Леонтьева – пĕрлешĕвне туслă çемье темелле. «Рябинушка» ертÿçин тата аккомпаниаторĕн тивĕçĕсене З.Ф. Ефремова пурнăçлать. Сăмах май‚ коллективăн чи аслă пайташĕ Зоя Александровна Никитина шутланать‚ кăçал вăл 80 çул тултарчĕ. Мĕнпур килĕшсе тăракан ĕç-хĕле вĕсем тăван шкула халалланă. Çавăнпа хальхи вăхăтра та вĕсене пĕрлехи кăткăс ыйтусем‚ ĕç-пуçсем тата плансем пĕрлештерсе тăраççĕ. Кĕскен çакна ăнлану темелле пуль. Тимеш ялĕнчи вулавăш ăшă тĕлпулусен тата аса илÿсен тарăн авăрне путма май паракан‚ пултарулăх мелĕсемпе майĕсене пурнăçламалли вырăн пулса тăнă.
Коллектив нумай нациллĕ шутланать. Çавна май репертуарта – вырăс лирика тата чăваш юррисем. Ушкăн район шайĕнче иртекен конкурссенче çĕнтерÿçĕ тата лауреат ятсене пĕр хутчен çеç мар тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл «Урал сасси» хаçат ирттернĕ регион конкурсĕнче мала тухрĕ. Асăннă коллектив пуçарăвĕпе ялта пысăк пĕлтерĕшлĕ «Вилĕмсĕр полк» проект йĕркелеме‚ Çĕнтерÿ кунне пĕр хутчен çеç мар пысăк шайра ирттерме май килчĕ.
2021 çул – пирĕн ялшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ çул. Тăван ялăн 260 çулхи юбилейне чаплă лару-тăрура йĕркелесе ирттертĕмĕр. Юбилее хатĕрленессипе пысăк калăпăшлă ĕç тума тиврĕ: пуçаруллă ушкăн ял историйĕпе çыхăннă кĕнеке кăларассипе ĕçлерĕ‚ вырăнти çăлкуçа тирпей-илем тата обществăлла территорисене хăтлăх кĕртрĕмĕр. Çак ĕçсене «Рябинушка» коллектив пайташĕсем те пуçаруллă хутшăнчĕç.
Ансамбль хастарĕсем тата вĕсен çывăх çыннисем уйрăмах Тимеш çăлкуçа хăтлăх кĕртессипе чылай тăрăшрĕç. Ăна ял кунĕпе çыхăннă уявра хăтларăмăр. Ĕçсен ытларах пайне «Нива» СПК‚ ял Канаш администрацийĕ тата пĕр ял çыннисен вăйĕпе пурнăçланă пулсан та‚ вокал ушкăнĕ айккинче пăрăнса юлмарĕ. З.Ф. Ефремова ертсе пынипе çуркуннерен нумай çул ÿсекен чечексем валли йăрансем турăмăр‚ йывăçсем лартрăмăр. Асăннă территорине тирпей-илем кĕртессипе‚ чечексем лартассипе пĕр хутчен мар субботниксем йĕркелерĕмĕр. Çу кунĕсенче вара‚ килти хушма хуçалăх пур пулсан та‚ вăхăт тупса чечексене çум курăкран тасатрăмăр‚ шăвартăмăр.
Яваплăха туйса ял юбилейне уявлассипе çыхăннă культура программине те хутшăнтăмăр. Обелиск умне чечексем хунă вăхăтра литературăпа музыка композицийĕ тата шкул музейĕнче экскурси йĕркелени‚ тĕп сцена çинче лирика юррисем юрлани паянхи кун та куç умĕнче.
Хĕл кунĕсенче ушкăн пайташĕсем уçă сывлăшра уçăлса çÿреме юратаççĕ. Пушкăртстанри Сывлăха тата хастарлăха вăрах ĕмĕре упрамалли çулталăка та çăлкуç патĕнче уçăлса çÿренипе уçрăмăр. Ăшă калаçусем‚ сывлăхлă пурнăç йĕрки‚ çăлкуç патĕнче вĕри те техĕмлĕ чей ĕçсе ăшăнни мĕне тăраççĕ!
Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ умĕн хисеплĕ пĕр ял çыннисене ырă ĕçĕсемшĕн чунтан тав тăватпăр. Сире çирĕп сывлăх‚ вăрăм ĕмĕр‚ çĕр çинчи мĕнпур ыррине сунатпăр. Пурнăçпа‚ ачасемпе‚ мăнуксемпе тата паянхи кунпа савăнса пурăнмалла пултăр. Сирĕнпе юнашар яланах Шанчăк‚ Ĕненÿ тата Юрату çÿретĕр.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА‚
библиотекарь.
Мияки районĕ‚ Тимеш ялĕ.

«Рябинушкăри» туслăх – ăнланура
«Рябинушкăри» туслăх – ăнланура
«Рябинушкăри» туслăх – ăнланура
«Рябинушкăри» туслăх – ăнланура
«Рябинушкăри» туслăх – ăнланура
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: