Пур хыпар та
Эпир тата общество
5 Июнӗн 2019, 13:39

Степановсен çемйи - апат-çимĕç пĕçерме чи ăсти

Юмашри модельлĕ библиотекăпа культура çурчĕн ĕçченĕсем Çемье кунне халалласа «Манăн çемье – манăн крепость» конкурс ирттерчĕç.

Мероприятие хатĕрленсе «Çемье – мĕнпур пуянлăх кăшăлĕ» («Венец всех ценностей - семья») кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Курава çемье воспитанийĕпе тĕрлĕ киленÿсем, канмалли вырăнсем, пушă вăхăта епле ирттермелли çинчен каласа паракан литература тăратнă.
Конкурса Андреевсемпе Капитоновсен, Степановсемпе Самсоновсен, Алтынкаевсен çемйисем хутшăннă. Уяв каçне килнĕ çемьесем пурте хăйсен киленĕвĕсемпе (çав шутра çыхнă япаласем, авнă карçинккасем, тĕрленĕ картинăсем) паллаштарчĕç. Библиотека ĕçченĕ, çак йĕркесен авторĕ, çемьен паянхи обществăри тивĕçĕсем, çемьери хутшăнусен историйĕ çинчен каласа пачĕ. Конкурса хутшăннисем хаваспах тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, çемье, туслăх çинчен юрăсем юрларĕç. Кашни çемье тавракурăма аталантаракан «Хупă куçпа пÿрт ÿкер», «Пысăк та туслă çемье пурăнмалли çурт», «Кĕл пикене пулăшатпăр», «Анне килте çук чухне» вăйă-конкурссене хутшăнчĕç. «Ăнлантарса пар-ха» вăйăра ачасен мĕнле япала çинчен сăмах пынине пĕлмелле пулчĕ.
Конкурсантсем кашниех хăйсем кăмăллакан апат-çимĕçе илсе килнĕ. Мероприяти вĕçĕнче пурте пĕрле ларса чей ĕçрĕç. Степановсен çемйи апат-çимĕç пĕçерме ăста пулни палăрчĕ.
Уяв каçĕ çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ. Конкурса хутшăннисене асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.
Читайте нас: