Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
1 Апрелӗн 2020, 13:50

Коронавирус аталанни çинчен мĕн пĕлмелле?

Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва тĕнчипех пăшăрханса асăрхаса тăраççĕ. Юлашки кăтартусем тăрăх, республикăра коронавируспа чирленĕ çичĕ çынна тупса палăртнă. Асăннă материалта унпа çыхăннă, паянхи куншăн чи кирлĕ информацие тупма пултаратăр.

Карантина пăхăнманнисем пирки ăçта пĕлтермелле?
Чикĕ леш енчен е чир вăй илсе пыракан регионсенчен таврăнтăр пулсан, сирĕн икĕ эрне ыттисенчен уйрăм пулмалла. Мĕншĕн тесен чирĕн инкубаци тапхăрĕ шăпах çавăн чухлĕ тăсăлать. Яваплăха кашни çынах ăнланма тивĕç. Çапла майпа çеç эсир ыттисене чир ертмессе пултаратăр.
Вăя кĕнĕ документсем тăрăх, карантина пăхăнманнисене 80 пин тенкĕ таран штраф парĕç. Ун пек тĕслĕхсем пулнă. Хăш-пĕр блогерсем, çынсене тарăхтарса, хăйсен страницисем çинче çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнмастпăр тесе уççăнах çырнă. Вĕсем хăйсен айăпĕсене йышăннă, çавăнпа та пысăках мар штрафпа хăтăлса юлнă.
Çывăх вăхăтра РФ Патшалăх Думи карантина пăхăнманнисене çирĕп наказани парасси çинчен пĕлтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн айăплисене çичĕ çуллăх ирĕксĕр хăварма та пултараççĕ. Карантин режимне пăхăнманнисем çинчен хĕрÿ линийĕн кирек хăш телефонĕ çине те шăнкăравлама юрать: 8-800-775-00-14, 8-800-201-89-03. Пур информаци те регионти ШĔМ управленине, Çемье, ĕç, социаллă хÿтĕлев министерствине пырать.
Карантина янисене (ун пеккисем республикăра пилĕк пин ытла) мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслеççĕ. Малтанхи тĕрĕслевсем 129 çын режима пăснине, хваттертен тухса çÿренине, палăртнă. 1173 çын пачах та килте пулман. Вĕсем пирки Роспотребнадзора тата Шалти ĕçсен министерствине протоколсем ярса панă. Çынсенчен уйрăм пулмалли икĕ эрне иртсессĕн карантинта пулнисене администраци комиссийĕн ларăвне чĕнсе илĕç, штраф тÿлеме хушĕç.
Мĕнле заведенисем ĕçлеççĕ?
Роспотребнадзор управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн представителĕ Олег Мавлютов пĕлтернĕ тăрăх, Владимир Путинăн ĕçлемен кунсем çинчен калакан указĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарассипе çыхăннă. Анчах пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ медицина, фармацевтика, апат-çимĕçпе тивĕçтерекен организацисем яланхи йĕркепех ĕçлĕç. Çав шута йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем те, патшалăх органĕсенче ĕçлекенсем те, обществăлла транспорт та, банксем те кĕреççĕ.
Ача-пăча сачĕсем те март уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 5-мĕшчен хупă пулĕç. Амăшĕсем ĕçе çÿрекен ачасем валли дежурнăй ушкăнсем ĕçлĕç. ПР вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенче тĕрлĕ ушкăнри ачасем пулĕç. Ача-пăча учрежденийĕсем малтанхи пекех санэпидрежима пăхăнĕç. Раççей Премьер-министрĕн Михаил Мишустинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн апрель уйăхĕн 5-мĕшчен пур столовăйсемпе кафесем, ресторансем ĕçлеме пăрахĕç. Çавăн пекех июнь уйăхĕн пĕрремĕшчен санаторисене, пансионатсене, кану базисене тата ытти массăлла кану учрежденийĕсене вырнаçтарассине те чарса тăрĕç. Премьер-министрăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Раççей çыннисене çул çине тухма та, туризмпа кану шутне кĕрекен çул çуревсене те сахаллатма хушнă.
Аса илтеретпĕр, маларах çĕршывĕпех шкул ачисен каникулĕсене апрель уйăхĕн 6-мĕшĕччен тăсрĕç. Малалла вĕрентÿ процесне дистанциллĕ мелпе йĕркелĕç.
Перекетлĕ экономика
Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров район тата хула администрацийĕн пуçлăхĕсене перекетлĕ экономика режимне хатĕр пулма хушнă.
- Ансамбль валли костюмсем çĕлеттерме е ЗАГС çурчĕн мал енне çĕнетме палăртса хунă пулсан, хальлĕхе ун çинчен манас пулать. Укçа-тенке паянхи куншăн çивĕч тăракан ыйтусене татса панă çĕре çеç ямалла, - тенĕ вăл. Республика та перекетлет. Регион пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, республика çĕнĕ, пысăк стройкăсем пуçламасть. Çав шутра социаллă проектсемпе çыхăннисене те. Культура çурчĕсемпе, Физкультурăпа сывату комплексĕсемпе, бассейнпа çыхăннă ыйтусене татса парассине лайăх вăхăтсем çитиччен кĕтмелле пулĕ. Влаçсем йывăр вăхăтсем валли резервсем хатĕрлеççĕ.
Асăрханăр, мошенниксем
Пăтрашуллă самантпа усă курса хăш-пĕр тÿрĕ мар чунлă граждансем пуйма шутлаççĕ. Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тĕп врачĕ Анна Козак пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр мошенниксем хваттерсем тăрăх çÿреççĕ. Хăйсене санэпидстанци ĕçченĕсем пек кăтартса пĕрисем хваттерте санитари тасатăвĕ ирттерме, теприсем экспресс-тест тума сĕнеççĕ. Паллах, çакăншăн вĕсем питĕ пысăк укçа ыйтаççĕ.
- Эпир хваттерсенче ун пек тасатусем ирттерместпĕр. Çын нумай çÿрекен вырăнсенче çеç. Тестсене вара ятарлă медицина учрежденийĕсенче çеç тăваççĕ, - тенĕ Анна Казак.
Больница листисем
Çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх, чирленĕ пирки ĕçрен хăтарнисене больница листисем тăрăх паракан укçа виçи апрель уйăхĕнчен ÿсĕ, вăл ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе, 12 пине яхăн – танлашĕ. Çакăн пек тÿлевпе çулталăк вĕçлениччен тивĕçтерĕç.
Паянхи кун больничнăйсене ĕç укçин вăтам виçине тата ĕç стажне кура тÿлеççĕ. Ĕç стажĕ пилĕк çултан кая пулсан, вăтам ĕç укçин 60% çеç (паллах, чи пĕчĕк ĕç укçинчен сахалрах) тÿлеççĕ.
Аслă ÿсĕмрисене – карантина
Инфекци ересрен асăрханас тĕллевпе Ĕпхÿ хулинче 65 çултан аслисемшĕн карантин йĕрки йышăннă. Çакăн пирки Пушкăртстан правительствинче пĕлтернĕ. Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, ăна республикăри 65 çултан аслă пур çын валли те (вĕсем республикăра 545 пин çын) йышăнĕç.
ПР «Република Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: