РФ Патшалăх Думин депутачĕ çак темăна çапла ăнлантарса панă:
– Эпир ПР Патшалăх Пухăвĕнчи ĕçтешсен сĕнĕвне шута илтĕмĕр. Эльвира Аиткуловапа асăннă закон проекчĕн пуçарăвĕпе тухрăмăр, – тесе каланă Римма Амировна. – Мĕн вăл чайлдфри? Çакна вырăсла та ăнлантарса параймăн – «ачасемсĕр – ирĕклĕ» тени пулать вăл.
Пирĕн акушер-гинекологсем конференцинче çавра сĕтел ирттерчĕç. Унта тĕрлĕ училищĕсемпе колледжсенче вĕренекен студент-хĕрсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен ячĕсене пĕлтермесĕр телефонпа ыйтусем пачĕç. «Ача ан пултăр тесен маткăна мĕнле касса илмелле?», «Ача ан пултăр тесен хĕрсен мĕнле сыхланмалла?» йышши ыйтусем пирĕн гинеколог-профессорсене хăратмаллипех хăратрĕç.
Эпир закон проектне ырларăмăр. Мĕншĕн тесен пирĕн республикăра тата Раççейре çак юхăм вăй иле пуçларĕ. Вăл ачасен хушшинче ан сарăлтăр тесе тăрăшмалла. Закон проекчĕ çемье пахалăхĕсене палăртма пулăшĕ. Çакă нумай нациллĕ патшалăхра питĕ пĕлтерĕшлĕ. Нумай нациллĕ Пушкăртстанра малашне те çемье тĕп вырăн йышăнтăр: хĕрарăм – анне, арçын атте пултăр.
Эпир никама та айăпламастпăр, хамăр шухăша ирĕккĕн калама пултаратпăр. Сан шухăшпа ача кирлĕ мар пулсан – ан çурат. Анчах урама тухса тата тĕнче тетĕлĕнче ача-пăча çукки лайăх тесе кăшкăрма кирлĕ мар. Ачасăр пурăнас килсен – сирĕн право, пирĕн тивĕç – ачасене кирлĕ мар идеологисенчен хÿтĕлесси. Пирĕн идеологи – çемье, анне-атте тата ачасем.
Мĕншĕн эпир ачасене хÿтĕлетпĕр? Вĕсем «виçесĕр» идеологипе çуралман. Закон проектне йышăннă май, эпир çемье пахалăхĕсене упраса хăварăпăр, ачасене Раççейри йăласемпе килĕшÿллĕн воспитани парăпăр.
Енчен те «чайлдфри» идеологипе çыхăннă закон проектне йышăнас пулсан йĕркене пăсакансене мĕнле майпа явап тыттарасси çинчен республика парламенчĕн спикерĕ Константин Толкачев та хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ.
Спикер сăмахĕсем тăрăх, йĕрке пăсакансене штраф кĕтет. Граждансемшĕн унăн виçи 2-3 пин тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне администраци йĕркине пăсакан япалана туртса илĕç. Должноçри çынсене 10 пин тенкĕ таран штраф кĕтет.
Юридици вĕрентĕвĕсĕр бизнес илсе пыракансене 5-10 пин тенкĕ штраф парĕç. Çавăн пекех вĕсен ĕç-хĕлне 90 талăка чарса лартĕç.
Юридици сăпачĕсене паракан штрафăн чи пысăк виçи 50 пин тенкĕпе танлашать. Çав вăхăтрах вĕсен ĕç-хĕлне чарса лартассипе çыхăннă йышăну тума та пултарĕç.
Ирида МАТНИЯЗОВА.