Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
5 Декабрӗн 2023, 13:05

Радий Хабиров «тÿрĕ линире» мĕн каланă. Чи пĕлтерĕшлисем

Ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров «тÿри лини» ирттернĕ. Республикăра пурăнакансенчен регион ертÿçин ячĕпе социаллă сетьсенче 4299 ыйту, 216 видеоыйту, 115 шăнкăрав килнĕ.

Радий Хабиров «тÿрĕ линире»  мĕн каланă. Чи пĕлтерĕшлисем
Радий Хабиров «тÿрĕ линире» мĕн каланă. Чи пĕлтерĕшлисем

Тÿрĕ лини БСТ, «Россия 24», «Башкортостан 24» «Вся Уфа», «Салям» телеканалсенче, вырăнти радиостанцисен эфирĕсенче тата социаллă сетьсенче пынă. Пуçласа тÿрĕ линире сурдокуçару та пулнă. Радий Хабиров виçĕ сехет те 45 минут хушшинче аллă ытла ыйту çине хуравланă.
Ыйтусем ытларах ятарлă çар операцине тата вĕсен çемйисене хутшăнакансене пулăшу парасси, çулсем, транспорт, сывлăх сыхлав, культура тата ыт. те тавра пулнă. Асăннă статьяра чи интереслĕ хуравсене пичетлетпĕр.
Ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕ парасси пирки
Пушкăртстанра пурăнакансем пуçтаракан гуманитари пулăшăвĕ салтаксем патне çитет. Эпĕ тин çеç Донбасран таврăнтăм, хамăр склада тĕрĕслерĕм. Вăл кирлĕ япаласемпе тулли. Унта хĕç-пăшаллă хурал тăратнă.
Шавлă çулсем çинчен
Кăçалтан çынсене вуншар çул тарăхтарнă çулсене юсама тытăнатпăр. Кăçал ун валли тăватă миллиард тенкĕ уйăрнă, çулсене 30 районта юсанă. Çитес çул пилĕк миллиард тенкĕ уйăрăпăр.
Çулсемпе камерăсем пирки
Эпир пур çĕре те камерăсем лартса тухрăмăр. 2019 çул пуçламăшĕнче республикăра 176 камерăччĕ, халĕ 1860. Вĕсем пулăшнипе çул-йĕр çинчи вилĕмсен шучĕ çулталăкра 600 çынран 400 çитрĕ. Хăçан та пулсан çынсен патне çул çÿрев культури çитĕ. Çак ĕçре камерăсем те пулăшĕç.
Промышленноçри кадрсене хатĕрлесси
Паянхи кун ĕç ресурсĕсемпе çыхăннă пур япала та малти плана тухать. Малалла пăхма тăрăшатпăр. Вĕсен шутне ÿстерекен çăл куçа ятарлă професси паракан училищĕсенче куратпăр. Ĕçлеме хатĕр ăста алăсем Ĕпхÿ хулинче çеç мар, районсенче те нумай. Завод директорĕсене: «Вĕсене условисем туса парăр, общежитисем хатĕрлĕр. Ун чухне çынсем килеççĕ» – тетĕп. Тивĕçлĕ ĕç укçи, социаллă пакет сĕнсессĕн çынсем ĕçлеме хирĕç мар.
Медицина оборудованийĕ
Капиталистсем шавлаççĕ, «Эпир сирĕнпе урăх ĕçлеместпĕр» теççĕ, пуринчен ытларах Америкăн пĕрлешÿллĕ штачĕсем кăшкăраççĕ, вĕсемех техникăпа пуринчен те ытла тивĕçтереççĕ. Европăна тивĕçтерме чарнă. Йывăр техникăпа çакăн пек пысăк калăпăшпа тивĕçтерни республикăра ку таранччен пулман-ха.
Мошенниксем çинчен
Пире хирĕç ятарлă çар операцийĕн информаципе психологи центрĕ – кибератакăпа ĕçлекен Украинăн хĕç-пăшаллă вăйсен подразделенийĕн (ЦИПСО) пысăк çарĕ ĕçлет. Вĕсем питĕ ăста ĕçлеççĕ. Пушкăртстанра пурăнакансем мошенниксене миллиардшар тенкĕ параççĕ. Пĕр больницăн тĕп тухтăрĕ 10 миллион тенкĕ куçарнă. Манăн администрацинче ĕçлекен хĕрарăм та ултавçăсен серепине çакланнă. Вăл мĕн чухлĕ кăларса панине халĕ ас тумастăп. Манăн аннерен 2014 çулта шăнкăравласа 300 пин тенкĕ ыйтнă. Эпĕ палламан номерсене хуравламастăп, çакă – чи тухăçлă мел.
Мечетсемпе чиркÿсем
Ĕпхÿ хулинчи «Ар-Рахим» мечете туса пĕтермелли укçа-тенкĕ çăлкуçĕ паллă. Кăçал е çитес çулхи çуркунне минаретсене çирĕплетме пуçлатпăр.
Халăхсен хушшинчи туслăх
Раççейри наци ĕçĕсен федераллă агентствин кăтартăвĕсем тăрăх, халĕ нумай информаци атаки шăпах Пушкăртстана тата унăн ертÿçине, мана, тивет. Леш енче ухмахсем лармаççĕ. Анчах вĕсем пушкăртсем, пушкăртсемпе вырăссем, пушкăртсемпе тутарсем хушшине савăл çапса кĕртес тесе шакаççĕ те шакаççĕ. Çак ĕç пĕр минут хушши те чарăнса тăмасть. Пирĕн нацисем хушшинчи пĕрлĕхе çирĕплетес пулать.
Салават Юлаев палăкне юсасси пирки
Салават Юлаев палăкне çĕнетмеллех. Ăна лартнăранпа 50 çул иртнĕ. Ахаль куçпа пăхсах юсав ĕçĕ кирли курăнать. Унсăрăн инкек сиксе тухма пултарать. Çак ĕçе юбилей мероприятийĕсем хыççăн пуçлăпăр. Ун чухне шăпах пур процедурăсем те, экспертизăсем те, тĕпчевсем те вĕçленеççĕ. Ку ĕç йÿн мар, палăка çĕнетесси 300 млн тенке ларать. Объекта çĕнетес тесен ăна касса цеха илсе каймалла пулать. Çав вăхăтра унăн никĕсне çĕнетĕпĕр.
Çынсемпе ĕçлесси
Унччен эпĕ питĕ çирĕпчĕ, çакă тĕрĕс пек туйăнатчĕ. Çын начар тунă пулсан явап тыттармалла тата ыт. те теттĕм. Пурнăç тата та кăткăсрах, çавăнпа та питĕ ăслă пулмалла. Пурне те хура тĕсе е шурра çавăрмалла мар. Ку çемçе кăмăллă е хăй сăмахĕ çине çирĕп тăманнине пĕлтермест. Кашни ĕçре хăйĕн сĕмĕсем, уйрăмлăхĕсем. Чи пĕлтерĕшли вара çакăнта – эпир çынсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсем вара йăнăшма та пултараççĕ.
Шкулти апатлану
Çĕршывĕпе илес пулсан, Пушкăртстан – чи нумай какай туса кăларакан регион. Анчах маларах шкулсенче ачасене буйвол тата кенгуру какайĕ çитеретчĕç. Кăна эпĕ шухăшласа кăлармастăп. Паян ку пулăм çук. Халĕ аш-какайăн 90 проценчĕ – хамăрăн. Патшалăх стандарчĕсене кăштах улăштарсассăн ачасен апатланăвне тĕрлĕрен апат-çимĕç кĕртме пулатчĕ. Хальлĕхе ачасен апатланăвне «ку юрамасть, пĕçернине анчах» принциппа йĕркелеме тивет. Юлашкинчен вара çакăн патне килсе тухатпăр: ачасем шкулти апата тиркеççĕ, килте вара ăшаланă çĕр улмипе çăкăра та çиеççĕ.
Ачасене воспитани памалли вăхăт çинчен
Ку ертÿçĕн шăпи пулĕ. Эпир ĕçе кайнă чухне ачасем çывăраççĕ-ха, киле таврăнатпăр – çывăрма выртнă. Яланах вăхăт тупмалла, икĕ минут пулсан та. Манăн мăшăр хăш чухне пĕр ачана е теприне ĕçе илсе килет. Вăл чупса çÿрет, хăш чухне пилĕк, тепĕр чухне 20 минут. Ача ман пÿлĕмре чей ĕçет, шкафсене уçа-уçа пăхать. Пулчĕ те, эпир пĕр-пĕрне курса калаçрăмăр. Вăл ашшĕ пуррине курчĕ. Ман шутпа, «Эпĕ ĕçре, ачана воспитани пама вăхăт çук тени» сăлтав çеç. Воспитани ытларах вăхăт мар, чунлăх ыйтать. Чуна кĕске вăхăт хушшинче те пама пулать.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем пирки
Эпир çакăн пек йышăну турăмăр – ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем валли Çĕнĕ çул парнисем хатĕрлетпĕр. Вăл усăллă пултăр. Канфета çиетĕн те манса каятăн.
Куçса çÿрекен цивилизацисен музейĕ
Унта пысăк музей пулать, пушкăрт ăрачĕллĕ лашасен центрĕ тата этноял. Авалхи пĕчĕк Пушкăртстан: тимĕрçĕсем, тир тăвакансем, кăмăс хатĕрлени, утар. Юнашар СПА-отель лартасшăн. Ăна эпир «Кочевник» ят патăмăр. Паллашу центрĕ тăватпăр. Вăл çитес çулхи май-июнь уйăхĕсенче уçăлĕ. Ыттисен срокĕсем пирки калама хĕнтерех-ха. Пĕрремĕшĕнчен, эпир проекта вĕçне-хĕрне çитермен. Иккĕмĕшĕ вара укçа-тенкĕпе çыхăннă. Музей валли çулталăкне миллиард тенкĕ уйăрас пулсан, пĕр япала. Икĕ миллиард пулсан тата та хăвăртрах пулать. Пилĕк çул хушшинче ĕçе вĕçлес тетпĕр.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: