Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата общество
31 Кӑрлач , 14:00

2024 çулхи Пушкăртстанри пилĕк паллă пулăм

Кăçал республикăра мĕнле событисемпе мероприятисем иртеççĕ-ха? Мĕншĕн вĕсене сиктерсе хăвармалла мар?

2024 çулхи Пушкăртстанри пилĕк паллă пулăм
2024 çулхи Пушкăртстанри пилĕк паллă пулăм

Раççей Президентне суйласси
Хăçан: март уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсенче.
Мĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ? Мĕншĕн тесен вăл çĕршыв, çĕршыв çеç мар, пĕтĕм тĕнче малашлăхне палăртакан тĕп пулăм. Президента суйласси пуçласа виçĕ кун тăршшĕ пырĕ. Пĕрремĕш кунĕнче сасăласа ĕлкĕреймесен тата икĕ кун пур. Виçĕ кунлăх сасăлав системипе пандеми вăхăтĕнче усă курма пуçларĕç. Обществăлла кăмăл-шухăша тĕпчессипе ĕçлекен центр пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре пурăнакан 74% çын унăн меллĕхне палăртрĕç.
Хальхи вăхăтра çÿллĕ поста Раççейĕн 11 гражданĕ йышăнас шутлă. Пурте вĕсем РФ Тĕп суйлав комиссийĕнче регистраци иртнĕ. Виççĕшĕ – партисем тăратнă кандидатсем, саккăрăшĕ кандидатурисене суйлава хăйсем тăратнă.
Çĕршыв президентне ултă çула суйлаççĕ. Апла пулсан вăл патшалăха 2030 çулччен ертсе пырĕ. Çĕнĕ президент инаугурацийĕ 2024 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртĕ.
Пушкăртстан Республикин пуçлăхне суйласси
Хăçан: сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ политика событийĕ - Пушкăртстан Республикин пуçлăхне суйласси. Унăн пĕтĕмлетĕвĕнчен малашне республика епле аталанасси килет.
Регион ертÿçин постне йышăнма суйлава кама тăратасси хальлĕхе паллă мар-ха. Политика вăйĕсем хăйсен кандидачĕсене палăртаççĕ, вĕсем пирки эпир каярах пĕлĕпĕр.
Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕ
Хăçан: август уйăхĕн вĕçĕ (датине каярах палăртĕç).
Мĕншĕн пĕлтерĕшлĕ? Уяв федераллă шайра иртет пулин те (унпа килĕшÿллĕ указа Раççей Президенчĕ 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнче алă пуснă) ытларах республикăра пурăнакансене кирлĕ – унăн хăнисене мар. Уява хатĕрленнĕ май нумай проблемăсене татса параççĕ – начар çулсемпе улталаннă пайçăсенчен пуçласа пысăк спорт тата культура центрĕсем хăпартасси таранах. Хула юбилейĕ ĕпхÿсемшĕн çеç мар, республикăра пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен Ĕпхÿ регион центрĕ шутланать, кунта тĕп йышăнусем тăваççĕ.
Юбилей тĕлне урамсем, парксемпе скверсем çĕнелĕç, шкулсемпе больницăсем тăваççĕ, пуканесен театрне çĕнетнĕ, спорт кĕрешĕвĕн пĕтĕм тĕнчери центрне тата ытти объектсене хăпартаççĕ.
Раççейпе Казахстан хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвăн XX форумĕ
Мĕншĕн ку пĕлтерĕшлĕ? Ĕпхÿ хулине икĕ патшалăхăн власть тата бизнес представителĕсем килĕç, икĕ енлĕ ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç. Раççей Президенчĕн сăмахĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра çĕршывăн 76 регионĕнче Казахстанри облаçсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленĕ. 2022 çултанпа кÿршĕллĕ патшалăх хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 10 процент ытла ÿснĕ, 28 миллиард доллартан иртнĕ.
Юбилейлă форум Ĕпхÿ хулинче иртнине экспертсем Пушкăртстанпа ун ертÿçисене шаннипе çыхăнтараççĕ. Çакна та палăртмалла, иртнĕ çул Ĕпхÿ хулинче Раççейпе Беларуси регионĕсен X форумĕ иртрĕ, республика ку хутĕнче те эпир тĕнче шайĕнчи пысăк мероприятисене ăнăçлă ирттерме пултарнине кăтартса пачĕ. Ахаль граждансемшĕн Раççейпе Беларуси регионĕсен форумĕ чăн-чăн уяв пулнине çирĕплетрĕ. Официаллă çынсем пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă вăхăтра хулара ярмăрккăсем, халăх вăййисем иртрĕç. Вĕсене хула çыннисем çемйисемпе хутшăнчĕç. Çитес форум та кăмăллă лару-тăрура иртессе шанса тăратпăр.
«Раççейпе Казахстанăн регионсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвĕн XX форумне Ĕпхÿ хулинче ирттерме йышăннăшăн тав тăватăп. Ку пирĕншĕн питĕ пысăк хисеп. Иккĕленмелли те çук, форум суту-илÿпе экономика, ĕçлĕ, гуманитари çыхăнăвĕсене аталантарма пулăшĕ. Эпир пĕр-пĕринпе промышленность, ял хуçалăх, наука сферисенче тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пире пĕтĕмĕшле истори, культура çыхăнтарать, пирĕн тымарсем пĕр», - çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче.
«Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум
Вăл август уйăхĕнче иртĕ. Тĕрĕсрех датине каярах палăртĕç.
Мĕншĕн пĕлтерĕшлĕ? Ку çĕршывăн спорт пурнăçĕнчи чи паллă событисенче пĕри, Раççейри чи сумлă лапамсенчен пĕри. Унта физкультура аталанăвĕпе, профессиллĕ тата массăллă спортпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç. Вĕсен хушшинче олимп чемпионĕсем, спорт федерацийĕн ертÿçисем, бизнесменсемпе журналистсем, экспертсем пулĕç.
Форума Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕпе пĕрле ирттерме палăртаççĕ. Ку вăхăт тĕлне хулана кирлĕ инфраструктурăпа тивĕçтерĕç. Спорт кĕрешĕвĕн центрĕ, Фехтовани центрĕ, кĕсменпе авăсакансем валли сооруженисем хатĕр пулĕç. Хальхи вăхăтра Рима Баталова ячĕллĕ Спорт хатĕрлевĕн тата Светлана Хоркина ячĕллĕ гимнастика центрĕсем ĕçлеççĕ.
Аса илме, Пушкăртстан спорт сооруженийĕсем шучĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕрет. Вĕсем пирĕн республикăра 13 пин. Ку кăтартупа пиртен Мускав çеç иртет. Иртнĕ çул çеç Ĕпхÿ хулинче футбол манежне, Октябрьск хулинчи пăр керменне, Шаран, Бурай, Хайбулла районĕсенчи физкультурăпа сывату комплексĕсене, Акьяр ялĕнчи бассейна хута янă.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: